Сыснасен Африка чуми – вируслă йывăр чир. Килти сыснасемпе хир сыснисене ерет, вĕсен организмĕнче хăвăрт сарăлать. Чĕрчунсен пысăк вилеслĕхĕпе уйрăлса тăрать.
Африка чумипе çынсем чирлемеççĕ. Каламалла, ку амакпа аптăракан чĕрчунсене сиплемелли мелсене шутласа кăларман. Чире асăрхаттарма вакцина та çук. Çавăнпа та унран сыхланмалли меслет пĕрре кăна – профилактика мероприятийĕсене çирĕп пурнăçлани.
Апла пулин те унта та кунта ку чир сарăлнă тĕслĕхсем тупăнаççĕ. Нумаях пулмасть инфекциллĕ хир сыснине Чулхула облаçĕн Сергач районĕн территорийĕнче палăртнă.
Чăваш ен ку ăнăçсăр вырăнпа чикĕленнине шута илсен, пирĕн питĕ асăрхануллă пулмалла. Сăмах май, инфекци вучахĕ Пăрачкав районĕнчен 90 километрта кăна. Çак сăлтавпах ĕнтĕ чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци мĕнпур асăрхаттару мерисене вăйлатнă. Мероприятисем пурте Африка чумине Вăрнар районне илсе кĕресрен тата вăл кунта сарăласран сыхланассипе çыхăннă.
Асăрхаттаратпăр: выльăх-чĕрлĕхĕн мĕнпур тĕсне (çав шутра кайăк-кĕшĕке те), выльăх тата ÿсентăран продукцине, вĕсене валли апат, инвентарь тата ыттине кÿрсе килес ыйтăва татса панă чух Раççей Ял хуçалăх министерствин 213-мĕш приказĕнчи ветеринари правилисене пăхăнмалла. Унсăр пуçне, региона чĕрчунсен ерекен чирĕсем тĕлĕшпе статус паракан йышăнăва тата патшалăх ветеринари надзорĕ тĕрĕслемелли таварсен çаврăнăшĕн условийĕсене туллин уямалла.
Паллах, кил-хуçалăхра сысна тытакансен, сутма ĕрчетекенсен хăрушлăх кăларакан мĕнпур условисене сирмелле. Килти сыснасен хир сыснисемпе хутшăнма май пулмалла мар. Хушма хуçалăхра сысна усракан çынсен вăрмансемпе сунар хуçалăхĕсене те тухса çÿреме кирлĕ мар. Витесене вара вăхăтра дезинфекци туса сиенсĕрлетмелле. Кунсăр пуçне санкцилемен суту-илÿ вырăнĕсенче аш-какай чĕртаварне саккунсăр майпа сутма юрамасть. Чир ересрен сыхланса, сыснасене пĕçермен апат юлашкийĕсене те памалла мар. Çав шутра – обществăлла апатлану, сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентÿ учрежденийĕсенчен илсе тухнисене те. Тĕрĕссипе, ку учрежденисенчи апат юлашкийĕсене уйрăм çынсене пама юрамасть.
Тепĕр саманта та асра тытăр: выльăх-чĕрлĕхе ветеринари асăрхавĕн органĕсемпе килĕштерсе хатĕрленĕ маршрутпа кăна турттармалла е куçармалла. Çак ĕçе инфекци сарăласран хÿтĕленсе пурнăçламалла.
Енчен те сыснасен Африка чуми тухас хăрушлăх пур-тăк, тÿрех районти ветеринари службине пĕлтермелле. «Вĕри лини» телефонĕн номерĕсем – 2-50-48, 2-56-67.
Владимир Матвеев,
чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |