Хаçатри кун-çулăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2020, 10:35 Просмотров: 311

1. Вăрнарта

Кĕрхи çумăрлă-шывлă лачака çулне çăрса, Вăрнарти вокзалта шăнса-хытăркаса выртса, Çурçĕр Флотне лекрĕм те, çĕрле хĕллехи шутсăр-пуçсăр çил-тăманра флот хура бушлачĕпе пушмакĕ вĕççĕн çулран çĕтсе-çухалкаласа киле таврăнтăм. Виççĕмĕш кунне ялти шкул директорĕ вăратрĕ. Сĕтел çинче хĕрлĕ эрех кĕленчи ларать. Эп тăватă çул сăра-эрех астивмен. «Сана хам вырăна хатĕрлетĕп», – тет Никон Андреевич. Директор пулаймарăм. Шăпам ĕмĕрлĕхе тенĕ пек пичет çулĕ çине çавăртса кăларчĕ. Шкулти тăватă-пилĕк уйăхран Петр Ялгир пусахласах чĕнсе тăнипе район хаçатне вырнаçрăм. Пĕрле вĕреннĕ хĕрачапа мăшăрлă пултăмăр. Вăрнар, Элĕк, Йĕпреç районĕсене пĕрлештернĕрен редакцинче вунпиллĕкĕн хĕвĕшетпĕр. Пĕри Йĕпреçрен, тепри Çĕмĕрлерен, виççĕшĕ Элĕкрен. Вуннăн-вуниккĕн каç-çĕрле типографи пулнă сăрăпа хулăн хуйăрланнă хура урайлă, тимĕр кăмакаллă хăлтăр-халтăр сарайĕнче выртса тăратпăр. Кăнтăрласенче черетпе районсем тăрăх саланатпăр. Элĕкпе Йĕпреç таврашĕнче çуран е великпе эп çитмен ял юлман. «Социализм çулĕнчен» майĕпен «Çĕнтерÿ ялавĕпе» «Çĕнтерÿ çулĕ» çине куçрăмăр. Вăрнар район хаçачĕ халĕ те «Çĕнтерÿ çулĕпе» талпăнать.

Мĕн каласси пур – туслă, хаваслă пурăнаттăмăр! Тавлашнă та – çураçнă. Тĕрĕслĕхе пĕрле шыранă, чăнлăха пуренлĕ кăтартасшăн хыпкаланнă. Вăрçăпа юхăннă хуçалăх юсанса, тĕрекленсе пыни, çынсем шанăçпа авăрланса халтăрланни хаçатран та аванах курăнатчĕ. Унăн, унпа пĕрле, паллах, районăн кун-çулне эпĕ «Вăрнарăн вĕçĕмсĕр кĕнеки» кăларăмра (2010) туллин çутатма тăрăшнă. Хаçатпа унăн активĕн сăн-сăпачĕ çавăн пекех Владимир Кузьмин кĕнекисенче кăсăклă сăнарланнă («Ман пурнăç – мăн пурнăç», «Илем çăлтăрĕсем», «Танец победы», «Родник души» т.ыт.).

1967 çул пуçламăшĕнче мана парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Викторович Емельянов чĕнсе илчĕ. «Парти ретне тăма заявлени çыр-ха, редактора сана лартмалла пуль», – терĕ. Мускавра литинститутра тата Ленинградра, Хусанта журналиста вĕреннĕ çулсенче, практикăра «Коммунизм ялавĕпе» «Çĕнтерÿ çулĕнче» пулнă вăхăтра вăл мана пичете париччен хăйĕн калавĕсене вулаттаратчĕ: «Юса, ан хĕрхен!». Район пурнăçĕпе çырмашкăн мана çивĕчрех темăсем сĕнсе тăратчĕ. «Хусанти вĕренĕве вĕçлем-ха, атту сире ят тивме пултарать», – терĕм эпĕ. Анатолий Толмасов (вăл паллă капкăнçă-сатирикăн Çĕпритун Шăпчăкăн ывăлĕ) Вăрнартан куçнă май, редактора партноменклатура комплексĕпе туптаннăран кăшт хирĕç чĕннине пач тÿсме пултарайман япшар этеме ярса пачĕç (эпĕ унран ресторанта апат мĕнле çимеллине, турилккерен çăкăра е панулмине алăпа илмеллине вĕренсе юлтăм).

1970 çулхи сентябрьте А.В.Емельянов каллех чĕнчĕ. «Халь ĕнтĕ турткаланса тăраймастăн», – терĕ.

Шупашкара та чĕнни пулнă («виçĕ уйăхран хваттерлĕ пулатăн», терĕç). Пушкăртстана пĕрле чĕнсе унта ĕçленĕ юлташсем тава тивĕçлĕ ятсем туянчĕç. Куçма арăм килĕшмен («ачасем кунта садиксене йĕркеллĕ çÿреççĕ», «тăвансем çывăхра» т.ыт.те.). «Ман хаçат» (мухтанни мар – каçарăр) 9–10 пин экземплярпа тухатчĕ. Çуллен икĕ-виçĕ, виçĕ-тăватă конкурсра республикăри малти вырăнсене йышăнаттăмăр. Калас-тăк, Чăваш енри тĕп хаçатсен тиражĕ халь пирĕн çав вăхăтринчен пĕчĕкрех. Конкурссемлĕ ăмăртусăр пуçне пире обществăлла организацисем те асăрханă: мир идейисене пропагандăланăшăн премилерĕç, ВООПИК медалĕпе чысларĕç, Чăваш ен çутçанталăк патшалăх комитечĕн 1-мĕш вырăнлă премийĕпе хавхалантарчĕç. Полиграфи тĕлĕшĕнчен хаçата илемлĕ пичетленĕшĕн 1983–1984 çулсенче Госкомполиграфиздатăн чи малти премийĕсемпе хакларĕç. Хам та чăвашсен тĕп хаçачĕсен конкурсĕсенче (К.Я-чи очерксем «Ĕç çынна илем кÿрет» рубрикăпа тухса пыратчĕç) темиçе хутчен çĕнтернĕ. «Тăванăма» пăрахса кайма çав тĕслĕхсем чарса тăнă ахăртнех (семинарсенче снаях «Вăрнар хаçачĕ» тесе тăраççĕ-çке-ха!).

2. Пултару çулĕпе: Мускав, Чĕмпĕр, Чулхула

Парти обкомĕн пичет секторĕпе Пичет министерстви (издательствăпа полиграфи ĕçĕсен управленийĕ – пĕр вăхăт ăна пирĕн А.В.Емельянов ертсе пычĕ), СССР Журналистсен Союзĕн правленийĕпе, журналистсен Мускаври Тĕп Çурчĕпе тачă çыхăнса, хаçатçăсен ăсталăхĕпе культурине ÿстерес тĕлĕшрен хытă ĕçлетчĕç. 1968 çулхи августра Мускавра Пĕтĕм Союзри тăватă кунлăх семинара хутшăнни маншăн асăнмалăх пысăк уяв шутланнă. Тĕлпулу Халăх Хуçалăх Çитĕнĕвĕсен Выставкинче «Совет пичечĕ» павильонта иртнĕрен каçăхса кайса пăхмалли тем тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕç. «Правда», «Известия», «Сельская жизнь», «Комсомольская правда», «Ленинское знамя» хаçатсенчи опытлă редакторсем А.Блатин, И.Толмачева, А.Харитонова, Ю.Феофанов, К.Кожевникова, И.Лаврова тата районсенчи редакторсем нумайăн калаçрĕç. Мана уйрăмăнах районсен терт-нушине çивĕччĕн-уççăн тишкерни килĕшнĕччĕ.

СССР 50 çул тултарнă тĕле Ульяновскра Атăлпа Урал тăрăхĕнчи районсемпе хуласен хаçачĕсен зонăри виçĕ кунлăх семинарĕ йышлă пухăнчĕ. Чăваш енрен ку аслă пуху умне манăн тухмалла-мĕн. Унччен манпа «Журналист» журналăн ветеранĕ, СССР журналистсен Союзĕн хулапа район хаçачĕсемпе ĕçлекен Пĕтĕм Союзри комиссийĕн ĕçченĕ Евгений Иванович Каменецкий тĕл пулса калаçрĕ. Кайран унпа çырусемпе çыхăнаттăмăр. «Журналистра» Анатолий Емельяновăн «Престиж слова» статйи пичетленчĕ (райком Вăрнар хаçачĕпе епле ĕçлени çинчен).

Редактор срокĕнче (16 çул) партин Чулхула аслă шкулĕнче вĕренÿ шучĕпе пилĕк хутчен пулма тиврĕ. Блокнотсенчи конспектсене пăхсан, 1981 çулхи май уйăхĕнчи семинарсенче КПСС Тĕп Комитечĕн пайĕсенчен Рудольф Яновский, Николай Деревянко, Валентин Кузнецов, Вячеслав Михайлов, Эдуард Филимонов, СССР Госпланĕнчен Борис Покалюк, СССР ВМФ Политуправленийĕнчен Алексей Сорокин адмирал, СССР Ют çĕршыв ĕçĕсен Министерствинчен Ишимбай Абдураззаков, СССР Шалти Ĕçсен Министерствинчен Иван Богатырев, СССР Çутĕç министерствинчен Марина Журавлева каланисем паянхи куншăн та актуаллă темелле* çав деятельсем Совет Союзне ахăрсамана килессе сиснĕ пек курăнатчĕ... Асăннă çак анлă мероприяти итогĕсем тăрăх тепре 1981 çулхи июньте Улатăрта, 1982 çулхи апрельте каллех Горький хулинче, 1982 çулхи декабрьте Шупашкарта пухăнтăмăр. Пĕр-пĕрин опычĕпе ылмашăнас йĕркепе семинарсем чылай кунлăха тăсăлатчĕç. Раштавринче манăн доклад тумалла пулчĕ. Партин аслă шкулĕнчи (Горький) 1988 çулхи октябрьти тĕлпулу пуринчен ытла Валентин Зоринпа çывăх курнăçнăран асра юлнă. Паллă-чаплă политолог, сцена çинче каллĕ-маллĕ уткаласа, тĕнчери тата çĕршыври лару-тăрăва тишкерсе, хакласа, виçĕ кунта виçшер-тăватшар сехет калаçрĕ. Питĕ ăнланмаллаччĕ! Ыйтусене халтăр хуравлатчĕ! Халь эпир телешоусенче пĕр-пĕрне пÿлсе çапăçакан пакăлтисемпе çырлахатпăр...

Совет çĕршывĕн тĕп хулинче пысăк йышпа юлашкинчен 1991 çул пуçламăшĕнче пултăмăр. Январĕн 30-мĕшĕнче журналистсен Тĕп керменĕнче журналистсен пĕрлĕхĕсен, телерадиокомитетсемпе издательствăсен ертÿçисен, хула-район хаçат-журналĕсен редакторĕсен РСФСРти мĕнпур регионсенчен пĕрлештернĕ Аслă канашĕ пухăнчĕ. «Россия» хăна çуртĕнче пĕрле пурăннăран манăн «Вечерний Новосибирск» хаçат редакторĕпе Игорь Николаевич Соснинпа çывăххăн паллашма сăлтав тупăнчĕ: вăл Академи хулинчи пирĕн Айкăшран тухнă Иван Порфирьевич Петров профессора лайăх пĕлнĕ-мĕн. Пухура РСФСР журналистсен Федеративлă Канашне туса хучĕç, Чăваш АССРĕнчен унта мана тата Çĕмĕрле район хаçачĕн редакторне Виктор Васильевич Комарова кĕртрĕç. Кĕçех, февральте, РФ Журналистсен союзĕн съездне хутшăнма шăпа тухрĕ. Кунта паллашнă Юрий Витальевич Марченков, Чечен-Ингуш журналисчĕсен ертÿçи, хăйсем хушма хуçалăх тытни çинчен каласа мана хытах тĕлĕнтернĕччĕ. Аш-пăш, апат-çимĕç хăйсем валли хăйсем çителĕклĕ тăваççĕ-мĕн... Ку съездра журналистсен прависене хÿтĕлекен комитет, республикăсем хушшинче çыхăнусем йĕркелекен комисси тата район хаçачĕсемпе, нумай тиражлă хаçатсемпе ялан ĕçлекен комисси туса хучĕç.

3. Ахăрсамана сисĕнетчĕ

Хамăн – хаçатçă-журналистăн позицине эпĕ çак материалсенче (чылай пысăк статьясенче) аванах, тĕрĕсех палăртнă тесе шутлатăп: «Куллен витĕмлĕ пултăр» – «Коммунизм ялавĕ», 5.6.1980* «Шавлать, кашлать... хут çинче» – К.Я., 4.5.1984 (ку статьяна хаçат Вăрнара çитнĕ кунах КПСС райкомĕнче – тăпра эрозине хирĕç кĕрешекен штабăн ларăвĕнче йышлăн пухăнса пăхса тухрĕç)* «Хăюллă сăмах» – К.Я., 31.1.1989* «Вăйсăрлăх мĕнрен килет?» – К.Я., 14.7.1989* «Çĕнетÿ хĕрÿ ĕçпе çирĕпленет» – К.Я., 16.12.1989* «Çеçпĕл урокĕсем» – «Хыпар», 1.2.2000* «Шăматкунхи калаçусем» – «Çĕнтерÿ çулĕ», 15.7.2006. Ку рубрикăпа эпĕ 200 ытла статья пичетленĕ. Вĕсене тишкерсе Вениамин Васильев «К.Я.»-че хакларĕ* «Городские и районные газеты Чувашии». Былое глазами редактора, стр. 33–44. Чебоксары–2007* Вл.Кузьмин. «Элкер çăлтăрлăхĕ». Икĕ хутчен пачĕç, стр.275–281. Шупашкар, «Çĕнĕ вăхăт»* «Тĕрĕссине çырни – тĕрĕс пурăнма» – «Хыпар», 13.9.2014* «Çĕнтерÿ çулĕ» ыран та пулĕ» – 31.10.2015* «Калас тенине каласа пĕтерейместĕп паян...» – «Хыпар», 5.4.2016.

«Шыв пăтратса пулă шыракансем», «Çумкурăк» йышши материалсем событипе пĕрех пулса тухатчĕç. «Çумкурăк» шăматкунпа вырсарникун район тăрăх çÿренĕ май çуралнă, сăвăллă репортаж жанрĕпе эп ăна çĕрлехи варсарнире куç хупмасăр çырса хунă, ытларикун хаçатра пичетленĕ. Парти райкомĕнче анлă ларăва кĕçнерникун (25.8.1987) районти мĕнпур агрономсемпе колхоз-совхоз хуçисене пуçтарчĕç. Йышăнура: «Хаçатра питĕ кирлĕ çивĕч ыйту хускатнă» тесе палăртнă.

Районта ăçта мĕн ырри-çĕнни çуралать – çавăнпа хаçатра паллаштарнă. Пичетре малта пыракансене, харпăрхăй шухăшлă çынсене сăмах панă. Актив йышлăччĕ (пухусенче икçĕршерĕн кĕпĕрленетчĕç). Халь унашкалли кирлĕ мар. «Кĕтеслĕ сĕтел», «Кĕçнерни тĕпелĕ», «Демократи урокĕсем» йышши рубрикăсем авторсене публицистика енне сулăнтарнă.

Критикăшăн, фельетоншăн эп сахал мар хур курнă (фельетонĕ пичетре курăничченех чÿречерен чулпа перетчĕç. Пĕр катăкне, тутлă ыйхăри хĕрача пуçĕ вĕçне йăпăшт! кĕрсе выртнăскерне, нумай çул хушши туалетра упрарăм). Критикăшăнах, «ÿстерсе-пысăклатса», ултă çуллăха чункиленĕç ĕçĕмрен хăйпăтрĕç. Парти обкомĕн пилĕк-ултă пÿлĕмĕнчен пĕринче: «Вăт халь пире те, пурне те критикле – хăвна та пырса çапĕ!» – терĕç. Пĕрремĕшĕ патĕнче Ленин сăмахĕпе хÿтлĕх тупасшăнччĕ («çын хăйĕн вырăнĕнче усăллăрах»), анчах Илья Павлович çăвар уçтармарĕ, сĕтелĕ хушшинчен мана хирĕç тухса, халалĕпе алла чăмăртаса, хăвăрттăн ăсатрĕ.

Ахăрсамана тăвăлĕн çывхарса килекен хирĕçле хивре çилĕ çивĕчленни Мускаври пухусенчен 1991 çултах сисĕнетчĕ. Тискер-хăрушă хура пĕлĕт çĕршывăмăр çине Чернобыльпе, «Горби-катастройкăпа» пĕрле йăтăнса анчĕ. Чунра тем хĕсет, ăнлантăм: «катастройкăна» ман йышшисем кирлĕ мар – манран часрах хăтăлмалла иккен! Çумăнах çак тĕллĕн хатĕрленĕ «тăвансем» тупăнчĕç. Пĕрискер, хăйне «демократ-политолог» ят туянтарнăскер, совет саманин лозунгĕсемпе çапăçать, туххăм пилĕкшер хутлă çуртсем тăрне улăхса, тимĕрленĕ плакатсене тÿнтерет, кĕç тата «Сельхозтехника» умĕнчи трактора постаментран антарттарчĕ, ман çинчен элеклĕ çăхавсем вĕçтерет... Эп ăна, амăшĕ хăраххăн ытла начар пурăннăран шеллесе, тата Шупашкарта ниçта йышăнманран, икĕ хутчен ĕçе илнĕ. Арăмăн апатне юрататчĕ. Ман диван çинче çĕр каçнă май, ялан месерле выртаканскер, снаях маччаналла суратчĕ, сурчăкĕ хăйĕн кăкăрĕпе хырăмĕ çине тăкăнатчĕ. Таçта пăнч! çухалчĕ çав этем – ку режима кирлĕ пулаймарĕ. Тепри манран пĕрмай виçĕ тенкĕ тархаслатчĕ. Юрĕ, парăмĕ пирки шарлам мар-ха тесе, ăна курсан часрах урамăн тепĕр енне каçаттăм. Вăл «демократсен» пухăвĕнчен тухнă кун хытă аптăранă. Вокзал урамĕнчи кафере асапланса ларать. «Галина, пĕр çур стакан ярса пар-ха çакна», – терĕм буфетчицăна, кĕсье тĕпĕнчи пур-çук пуссене пуçтарса. Хусантан капрон майра чăлхисем турттаркаласа суткаларĕ те – ку та кĕçех путланчĕ... Каярахпа тин пĕлтĕм: доносчиксем ман хыçра виççĕн-тăваттăн таранах çÿренĕ...

Хаçатра нумай çул тăрмашса, тем тĕрлĕ çĕр-çĕр çыру вуласа, пĕрмай халăхра пĕтĕрĕнсе, элек мĕнне эпĕ лайăх пĕлнĕ. Чи хурлăхли-асапли маншăн арăма тапăнни пулчĕ. Хаçатран хампа пĕрле пăрахтарасшăнччĕ (стажĕ маннинчен пысăкрах). Вăл пур: «Мана хирме сăлтав-айăп çук», – терĕ те, ман хыççăн редакцинче тепĕр çулталăка яхăн чăтса тÿсрĕ. Ăна, çапах та, штатне пĕтернипе хăваларĕç. Киле вĕçĕмрен куççулĕпе ĕсĕклесе таврăнатчĕ. «Ман сĕтел çинче кунĕпех кăвак карттус выртрĕ, – тет (умĕнче милиционер ларнă). – Милици пÿлĕмне сĕтĕрсе, каллех пĕччен тытса, алăка питĕрсе макăртрĕç». Почта ещĕкĕнчен усал шăршлă çыру тухрĕ (арăма хăваличчен пĕр уйăх маларах сăрмакланă). Вараланчăк кипкере – унта шăнăçайми элекпе ылхан! «Саспаллисене сулахайпа хĕрарăм ÿкернĕ», – терĕç Шупашкарта. Шел, малалла йĕрлеме-тĕпчеме манăн укçа тупăнмарĕ...

Михаил ВАСИЛЬЕВ.

«Ĕмĕр пурăн – тем те курăн» кĕнекерен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика