Çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн кăна курма тивмест пулĕ. Этемлĕхĕн черченкĕ çуррине вара уйрăмах çăмăл мар. Йывăрлăхсене çĕнтерме мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕх, чăтăмлăх кирлĕ.
Ăраскал тени кашнин ăрасна. Вăрман Кипекри Анастасия Петровна Карзакован кун-çулĕ тикĕс иртмен. Унăн ашшĕне Петр Порфировича кулак тесе тĕрмене хупнă. Кил-çуртне, киввине те, çĕннине те, туртса илнĕ. Пÿрчĕсене пăсса кайнă, пĕринчен колхоз кĕлечĕ, тепринчен шкул çĕкленĕ. Амăшĕ Федосия Ивановна сакăр ачипе килсĕр-çуртсăр тăрса юлни çĕнĕ самана йĕркелÿçисене пачах та шухăшлаттарман. Юрать, çут тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Çамрăк хĕрарăмпа ачисене хĕрхенекенсем те тупăннă. Тепĕр хут кил-çурт çавăриччен урамри пĕр ватă мăшăр вĕсене хăйсен мунчине хĕл каçма янă.
– Тавах Турра, ырă чунлă çынсем юнашарах пулнишĕн. Вĕсемсĕр пуçне сакăр ачаллă хĕрарăма камсем хÿтте илĕччĕç-ши; – терĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Анастасия Карзакова.
Паллах, пĕчĕк мунчари пурнăç вăл – пурнăç мар ĕнтĕ. Ăна улăмпа хутнă чух хура тĕтĕм вăйлă тухнă, çавăнпа та ачапча мунча ăшăнасса алкумĕнче кĕтсе ларнă. Çапах та пурăнмалли кĕтес пурришĕн амăшĕпе ачисем те хĕпĕртенĕ-тĕр.
– Пĕчĕк савăнăçпа та телейлĕ пулма вĕренмелле теççĕ те. Çаплах килсе тухать ĕнтĕ, – терĕ Анастасия Петровна. – Эпир, паллах, хамăрăн çурт пирки те ĕмĕтленнĕ. Ыранхи пурнăç ырă пуласса шаннă.
Шутласан, ашшĕпе амăшĕ ачисем йышлă пулнăран пысăк пÿрт лартнă-ха та. Ăна çĕклес тесе çĕрне-кунне уямасăр тăрăшнă. Шел те, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ĕçчен хресченсем хытах шар курнă. Кулак ята илтнĕ ашшĕ тăван тăрăха каялла таврăнайман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Петр Порфировича фронта янă, анчах та юнлă çапăçÿ хирĕнчен вăл чĕрĕ-сывă тухайман.
Мăшăрĕн хулпуççийĕ çине пысăк яваплăх тиеннĕ, ачисене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Шăпăрлансем пĕчĕкренех пурнăç йÿççине тутаннă. Çăкăр-тăвар çук чух çĕрулми хуппине те çинĕ. Анастасия Карзакова çемьере çиччĕмĕш пулнă. Пĕчĕкрех тесе хура ĕçрен нихăçан та пăрăнман, кил хуçалăхĕнче те, колхозра та тăрăшнă.
– Тырă çумланă хыççăн тутăр çыхма та вăй юлмастчĕ, – аса илчĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ. – Апла пулсан та тара ÿксех тăрăшаттăм. Аслисенчен юлман, çаран та çулнă, тырă та вырнă. Ака-суха та тунă. Тул çутăлнă-çутăлман ура çине тăнă. Ачасем те Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хăйсен тÿпине хывнă.
Çитĕнерехпе маттур хĕр лаша кÿлсе сĕт бидонĕсене турттарнă. Ут-урхамахпа тислĕке уй-хире илсе тухнă. Хушнă ĕçе пурне те тунă.
Анастасия Карзакова ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунă. Ытларах сысна ферминче тимленĕ. ,ç коллективĕнче ят-сумра пулнă, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ те таса кăмăлпа пурнăçланă. Унăн сăнÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчех çакăнса тăнă. Пысăк ĕç кăтартăвĕсемшĕн ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе чысланă, преми те парса хавхалантарнă.
Анастасия Петровна тивĕçлĕ канăва тухсан та фермăра тăрăшнă. Хастар чăваш хĕрарăмĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çул.
Мăшăрĕ Иван Григорьевич та ял хуçалăхĕнче вăй хунă, шофер пулнă. Карзаковсем пилĕк ачана – виçĕ хĕрпе икĕ ывăла – çут тĕнче парнеленĕ. Паянхи кун çамрăк ăру йышлă. Анастасия Петровнăна 11 мăнукпа 13 кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ. Ветеран иртнĕ вырсарникун, кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче, 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.
– Анне чĕрĕ-сывă пулни пысăк телей. Вăл тăван кил ăшшине упраканĕ, çемье хаклăхне ăша хывма вĕрентекенĕ, – терĕ кĕçĕн хĕрĕ Раиса. – Аннере ыркăмăллăх çăлкуç пек тапса тăрать. Пĕр çынна та тиркемест. Уншăн пурте лайăх.
Анастасия Карзакова хăйне вăрăм ĕмĕр парнеленĕшĕн Турра тав тăвать. Унăн амăшĕ те, терт-нушине нумай курнă пулин те, 88 çула çитичченех пурăннă. Пĕртăванĕсен те кун-çулĕ вăрăм пулнă.
Анастасия Карзакова хастарлăха паянхи кун та чакарман. Кроликсем ĕрчетет, çулла пахчаçимĕç çитĕнтерет. Ачисем, мăнукĕсем Анастасия Петровна патне тăтăшах килсе çÿреççĕ, кил-тĕрĕшре пулăшаççĕ.
,çпе вăрçă ветеранĕ район хаçатне вулама кăмăллать. «Çĕнтерÿ çулĕ» килмен-ши тесе почта ещĕкне тĕрĕслесех тăрать. Хаçат редакцийĕн коллективĕ Анастасия Петровнăна ĕмĕр сукмакне малалла та такăрлатса пыма çирĕп сывлăх, çăлкуç таппиллĕ вăй-хăват, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул сунать.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |