Амăшĕн капиталĕ – пысăк укçа-тенкĕ. Анчах ăна алла илме çук – унпа усă курмалли условисене патшалăх çирĕп палăртнă.
Апла пулин те хăшĕ-пĕри сертификата «чĕрĕ» укçана куçарма вăрттăн майсем шырать. Мелĕсем саккунлă маррине пĕлсе тăрсах. Янтă укçа илĕртни явап тытассинчен хăранине те çĕнтерет.
Хамăр районта та амăшĕн капиталĕпе саккуна пăсса усă курнă тĕслĕх пулнă. Сертификат укçине алла илес тесе хĕрарăм ултавлă ĕç шутласа кăларнă. Çула çитмен ачисен интересĕсене те шута хуман вăл – туянакан çурт пурăнма юрăхсăррине пĕлсе тăнă çĕртех сутуçăпа фиктивлă суту-илÿ договорĕ çырнă. Малтан каварлашса хунă пекех, куçарса панă укçана сутуçă çула çитмен ачасен амăшне тавăрнă.
Çакă пĕтĕмпех РФ Уголовлă кодексĕн 159.2-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче палăртнă преступлени – тÿлевсемпе çыхăннă ултав, урăхла каласан пособисем, компенсацисем, субсидисем тата ытти социаллă тÿлевсем илнĕ май, суя е тĕрĕс мар сведенисем тăратса, укçа-тенкĕ çаратни. Район прокуратурин тĕрĕслев материалĕсем тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Ун тишкерĕвĕ прокуратурăн кулленхи тĕрĕслевĕнчех.
Вăрнар район прокуратури.
Ноябрь 2024 |