Калининăри вăтам шкулта патриотла воспитани парасси чи çÿллĕ шайра пурнăçланса пырать. Çулсерен çитĕнÿсем пысăкрах та курăмлăрах. Кадет класĕсем ав маттурлăхĕпе, çивĕчлĕхĕпе, ăс-тăнĕпе Мускав таран чапа тухрĕç. Юнгăсен, пограничниксен, космонавтсен тата ыттисен отрячĕсем сатурлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ, вĕсем шкул пурнăçĕнче кăна мар, районти тата республикăри пĕлтерĕшлĕ мероприятисен хастарĕсем. Çапла пур-ха кама тĕслĕхе хумалли паянхи хĕрачасемпе арçын ачасен.
Тĕрĕссипе, аслă юлташĕсем хыççăн пĕтĕм хавалпа туртăнакансем пур тесен те йăнăш мар. Вĕсем – Калининăри «Светлячок» ача сачĕн воспитанникĕсем. Раиса Позинова заведующи сăмахĕсем тăрăх, шкулти кадетсен ÿсĕмĕсемпе хавхаланса ача садĕнче ку юхăма пуçарса ярасси пирки вăрттăн шухăш тахçанах çуралнă-ха. Анчах малтанах вăй çитерĕпĕр-ши, ĕçе пĕр кÿлĕнсен такăнмăпăр-ши тесе иккĕленÿ пулнă. Апла пулин те ачасене мĕн пĕчĕкрен патриотлăх туйăмĕсене вĕрентес, тĕрĕс шухăшсемпе хаклăхсене ăса хывас тĕллев пурпĕрех çĕнтернĕ, пĕтĕм иккĕленÿсене татнă.
Тунтикун, акă, «Светлячок» ача сачĕн вĕрентекенĕсен чылай вăхăт тĕвĕленнĕ ĕмĕчĕ тинех пурнăçа кĕчĕ, тепĕр çул шкула кайма хатĕрленекен «А» ушкăн воспитанникĕсене хаваслă лару-тăрура кадетсен ретне илчĕç. Акă, вĕсем уяв залĕнче ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем умĕнче тăраççĕ, пĕчĕк пулин те кĕлеткисем чăн салтак пек тÿрĕ, пит-куçĕнче савăнăç. Пăлханаççĕ, паллах, пĕлтерĕшлĕ самант пулнине лайăх ăнланаççĕ. Уйрăмах хăйсене хирĕç тăракан аслă тантăшĕсене пăхса хăйсене çирĕпрех, маттуртарах тытма тăрăшаççĕ. Вĕсене çак кун хавхалантарма тата саламлама Калининăри шкулти Валерий Федоров контр-адмирал ячĕпе хисепленекен 8-мĕш класра вĕренекен юнгăсен отрячĕ килсе çитнĕ-çке. Сăмах май, кадет йышне кĕрекен хĕрачасемпе арçын ачасем те ÿлĕмрен юнгăсем пулĕç.
Уяв марш çеммипе ялав ушкăнĕ утса тухнипе, Раççей тата Чăваш ен гимнĕсене янратнипе уçăлчĕ. «Светлячок» ача сачĕн заведующийĕ Раиса Позинова пĕрлехи вăйпа кадет юхăмне йĕркелесе яма пултарнишĕн ĕçтешĕсене, ашшĕ-амăшĕсене чунтан тав турĕ. Уйрăм хисеп сăмахне шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенĕсем тивĕçрĕç. «Эпир сирĕн çĕнтерÿсене сăнасах тăратпăр, мухтанатпăр. Пирĕн воспитанниксемшĕн сирĕнтен паха тĕслĕх шыраса та тупаяс çук. Малашне вĕсене хăвăрăн туслă кадет «çемйине» йышăнса тĕрĕс çул кăтартса пырасса шанатпăр», – терĕ вăл пĕчĕк хĕрпĕрчисемпе арçын ачасене юнгăсен ятне илнипе саламласа.
Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова «Светлячок» ача сачĕн ертÿçипе педагогĕсене шкул çулĕчченхи учрежденисенчен чи малтан кадет юхăмне кĕнишĕн ырларĕ, пĕрремĕшсем, çул уçакансем пулма хăраманшăн мухтарĕ.
«Хисеплĕ ачасем, юнгăсен вĕр çĕнĕ тумĕпе ытарма çук чипер вĕт эсир. Ку тумтире чыслăн, типтерлĕн тăхăнăр, ырă ĕçсемпе юнгăсен ятне çÿлте тытăр. Сире тĕслĕх вырăнне – шкулти аслă юнгăсем. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Мускаври конкурссенче çар пултарулăхне кăтартнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе те тĕл пулса калаçма тивĕçнĕ», – пулчĕç хисеплĕ вĕрентекенĕн сăмахĕсем.
Раççей Армийĕнче хисеплĕ паллă – çар ялавĕ пур. Кĕçĕн кадет ушкăнĕн те малашне хăйĕн палли пулĕ – вымпел тата кашнин уйрăм паллă. Вĕсене кăкăрĕсем çине çакнă пĕчĕк юнгăсем аслă юлташĕсемпе пĕрле кадет ятне чыслăн упрама тупа турĕç. Тăван çĕршыва юратма, шанчăклă юлташ пулма, аслисене хисеплеме тата кĕçĕннисене пулăшма шантарчĕç.
«Тĕнчери чи пултаруллă та мухтавлă çынсем те ача садĕнчен тухнă. Эпир те ÿсĕпĕр, çĕршыва хÿтĕлекен офицерсем, ăста врачсем, пысăк ученăйсем... пулăпăр», – терĕ юнгăсенчен пĕри саламлă сăввинче. Чăннипе тĕрĕс сăмахсем. ,мĕчĕсем пурнăçланма ăнăçу юнашар пултăр кăна ялан.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |