Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Ăраскалĕ те тĕрлĕрен. Йывăрлăхсене пăхмасăр этемлĕхĕн черченкĕ çурри малаллах талпăнать, кил-тĕрĕшри ĕçе йĕркелесе пырать. Ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерет, йышлă мăнукĕсем валли те вăхăт тупать. Тивĕçлĕ канăва кайсан та çемье бюджетне пуянлатас тесе ырми-канми ĕçлеме тăрăшать. Пурнăç шайне лайăхлатать.
Ырă ята тивĕçлĕ маттур хĕрарăмсенчен пĕри – Вăрнарта пурăнакан Галина Филиппова. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, паянхи кун район администрацийĕнче тирпейлÿçĕре тăрăшать. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн яваплăха туйнăран унăн ĕçĕ курăмлă.
Галина Васильевна Уйкас Кипекре çуралса ÿснĕ. Ашшĕ конюхра, амăшĕ уй-хир ăстинче вăй хунă. Кăвак шуçăмлах ура çине тăнă. Амăшĕн пурнăçĕ тумхахсăр пулман.
– Аннен пĕртăванĕсем çуралсанах нумай вăхăт пурăнайман. Пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчерен ирех уйрăлса кайнă, – терĕ Галина Васильевна. – Çавăнпа та анне çуралсан ăна ĕлĕкхи йăлапа икĕ ят панă. Чĕкеç тесе чĕннĕ, хут çинче вара – «Дарья».
Чĕкеç кайăкĕ пекех питĕ ĕçчен пулнă. Колхозра уйăрса панă çарана яланах чи малтан çулса тухнă. «Чĕкеç, эсĕ пĕртте канма пĕлместĕн», – тенĕ ун пирки. Галина Васильевнăн амăшĕн – Дарья Филипповнăн – çамрăклăхĕ тертлĕ пулнă. Хаяр вăрçăн нушине тÿснĕ. Хусанпа Сăр хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă. Окоп чавнă.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Чĕкеç хĕрĕ пĕчĕкренех ĕçе явăçнă. Вăр-вар пулнă. Амăшĕ пекех çичĕ хут тара ÿксе ĕçленĕ.
Вырăнти шкулта сакăр класс пĕтернĕ. 1975 çулта инкĕшĕ чĕннипе Вăрнарти «Ремстрой» организацине ĕçе кайса кĕнĕ. Районсем хушшинчи «Вурнарская» строительсен организацийĕнче те тимленĕ. Штукатур-маляр пулнă. Галина Филиппова район тĕп больницин ача-пăча уйрăмне, Вăрнарти культура керменне çĕкленĕ çĕрте те вăй хунă. Строительство ĕçĕ çăмăл мар, цемент раствора наçилккесемпе картлашкасем тăрăх çÿлти хута йăтма вăй-хăвачĕ те самаях кирлĕ. Анчах та Чĕкеç хĕрĕ, ачаранах ĕçре пиçĕхнĕскер, хастарлăхпа палăрнă. Галина Филиппова Шупашкарти милици шкулĕнче те тăрăшнă. Кунта та хăйĕн профессийĕнче чăн-чăн ăста пулнине çирĕплетнĕ.
Мăшăрĕпе виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Пурнăç кустăрми пĕр пек шумасть. Савăнăçпа пĕрлех хуйхи-суйхи те юнашарах. Шел те, мăшăрĕн Олег Николаевичăн кун-çулĕ кĕске пулнă.
Хĕрĕсем амăшне хисеплени, мăнукĕсем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килни Галина Васильевнăн кăмăлне çĕклет. Тата ĕçе çÿрени те кичемлĕхе сирет. Маттур чăваш хĕрарăмĕ тăван ялĕнчи тĕп кил вучахне сÿнтермест. Кунта çу вăхăтĕнче ĕç вĕресе кăна тăрать. Галина Филиппова анкартинче темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç туса илет. Хĕрĕсем çемйисемпе яланах килсе пулăшаççĕ.
– Ĕç çынна илем кÿрет. Ытлă-çитлĕ пурăнас тесен тăрăшма ÿркенмелле мар, – тет Галина Васильевна.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Ноябрь 2024 |