Калинино тăрăхĕ территорийĕпе анлă, пурăнакансен хисепĕпе поселок хыççăн иккĕмĕш. Тĕрлĕрен организаци-учрежденисем (вăл шутра продукци туса кăлараканнисем те) ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, коррекциллĕ шкулсем ача-пăча сассипе тулли, сиплев çурчĕсем, лавккасемпе обществăлла апатлану заведенийĕсем...
Кунсăр пуçне Калинино республика çулĕсем хĕресленекен, районсене, хула-ялсене çыхăнтаракан вырăн та. Пĕр сăмахпа, пурнăç вĕресе тăрать. Тÿрех ăнланатăн – поселение ертсе пыракансен ĕçлемелли-тăрăшмалли, пуç ватмалли тем чухлех.
– Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçне йĕркелекен саккунсене пăхăнса тимлетпĕр, çĕршыв-республика ертÿлĕхĕ ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассипе палăртнă тĕллевсене пурнăçласси тĕпре. Çапах çынсене куллен канăçсăрлантаракан ыйтусене вăхăтра татса парассине пуринчен пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Çакă мар-и пирĕн ĕç тĕллевĕ; Çынсене пурăнма хăтлă пултăр. Ватăсене хÿтлĕх кирлĕ. Çамрăксене, пултаруллă специалистсене ялта юлма хавхалантарас тесен вырăнта ĕçлеме, ачасене вĕрентсе ÿстерме пахалăхлă условисем пулччăр. Çурт-йĕр çавăрма патшалăх енчен çăмăллăхсем илме пулăшмалла. Пĕлтĕр Калининăри тата Çĕньял Нурăсри икĕ çемье çамрăк çемьесене çурт лартма е хваттер туянма тивĕçекен субсидисене илчĕç. Миграци куçăмĕ те (пĕлтĕр 137 çын килнĕ) пирĕн тăрăх илĕртÿллĕ пулнине кăтартать, – терĕ поселени пуçлăхĕ Людмила Николаевна Иванова. Ку должноçре чылай çул та, вырăнти халăх шухăшĕ-ĕмĕчĕсене, пăшăрханăвĕсене питĕ лайăх пĕлет вăл. Иртнĕ уйăхра акă Людмила Николаевна отчетлă пухусен майĕпе кашни ял çыннисемпе тепĕр хут тĕл пулчĕ. Иртнĕ çула пĕтĕмлетнипе пĕрлех малашлăх ĕç валли ыйту-сĕнÿсем йышăнчĕ.
Пĕтĕмлетÿсем тенĕрен, сахал мар туса ирттернĕ унчченхи вуникĕ уйăхра. Харпăр хăй тупăшпа бюджета тултарассипе те, социаллă пулăшу парассипе те, тавралăха хăтлăх-илем кĕртессипе те тата ыттипе. Поселени администрацийĕн çуртĕнчен кунсерен çын татăлмасть тесен те йăнăш мар. Ытларахăшĕн тĕрлĕ документ хатĕрлемелле. 2017 çулта ак 121 нотариаллă ĕнентерĕве çирĕплетнĕ, 2368 справка çырса панă. Депутатсен Пухăвĕн 15 ларăвĕнче 41 йышăну кăларнă. Хăшĕ-пĕри юридици консультацийĕ кирлипе те килет. Уйрăмах гражданла, çемье, çурт-йĕр прависем енĕпе. Пĕлтĕр çакăн пек 2386 обращени пулнă.
– Поселени территорийĕнче хăй вăхăтĕнче «Трактор» тата «Правда» колхозсем акнă-лартнă, халĕ пушă выртакан ял хуçалăх çĕрĕсем пур. Хуçисене вĕсене кадастр учетне тăратма ăнлантарасси темиçе çул тăсăлать. Чылайăшĕ хăйсен прависене çийĕнчех регистрациленĕ, ĕçе вăраха яман. Никам та хăйсен прависене пĕлтермен, хуçасăр çĕр пайĕсене вара поселени муниципаллă харпăрлăха куçарма суда тухать. Иртнĕ çулталăк вĕçне пĕтĕмĕшле 771 гектар лаптăкри 454 пай çине правасене çирĕплетнĕ. Çĕрсене усăсăр выртарасшăн мар, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществине çаврăнăша кĕртме парасшăн. Ку хуçалăх шанчăклă, колхозсем саланнă хыççăн пушанса юлнă çĕрсене çĕнĕрен сухаласа-акса тухăçлă ĕçлеме пултарнине пĕрремĕш çул мар ĕнентерет. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллеве – ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пайĕсене кадастр учетне илессине кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле тенине – пурнăçлама калининăсем хатĕр, – терĕ Людмила Николаевна.
Юлашки вăхăтра тата Калинино сали çумĕнче çĕнĕ урам уçас ыйту сиксе тухнă. Кунта уйăракан участоксем (пĕтĕмпе 37) кил-хуçалăх тытас, çурт лартас кăмăллисене тивĕçĕç, вăл шутра – нумай ачаллă çемьесене те. «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене хушма пулăшу памалли мерăсем çинчен» саккуна пурнăçласа çĕр участокĕ илме черетре 7 çемье тăрать. Урам проектне 2016 çултах хатĕрлеме тытăннă, участоксене документсемпе çирĕплетсе сала чиккине кĕртнĕ ĕнтĕ. Каласа хăвармалла, çулталăк тăршшĕпе поселенири мĕнпур ялта строительство пуçлама 7 хутчен ирĕк панă, вĕр çĕнĕ, хатĕр çурт-йĕре хута яма ирĕк илнисем 8-ăн.
Пурин те пирĕн, паллах, хăтлă, тирпейлĕ вырăнта пурăнас килет. Çÿп-çаппа ăпăр-тапăра çырма-çатрана кайса пăрахаканăн та, кил-çурчĕ умĕнче вĕлтĕрен «ĕрчетекенĕн» те... Анчах темшĕн вĕсем тасалăха тытса тăрасси администраци тивĕçĕ кăна тесе шутлаççĕ. Поселени сотрудникĕсемпе культура ĕçченĕсем чăнах та çул хĕрринчи, урамсенчи çÿп-çапа пухассипе, çумкурăкпа тата унта та кунта «ÿссе» ларнă свалкăсемпе кĕрешессипе пĕрмаях субботникре. Кунран-кун вăйлăрах хĕртекен хĕвел ак юра ирĕлтерсе тасамарлăхсене кăлариччен нумай юлмарĕ. Кашни хăй кил карти умĕнче те пулин тирпейлесен, е тата умри пахчасене чечексемпе илемлетсен ял сăнне тÿрех çутăлăх кĕрĕччĕ те.
– Çынсен ĕçне хисеплеме вĕренмесĕр, чи малтанах хамăр хыççăн йĕркесĕрлĕх хăварма чарăнмасăр культура шайне ÿстересси çинчен калаçмалли çук. Çынсем те, организацисем те хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăх кĕртме малашне хастар хутшăнасса шанатпăр. Йăлари хытă каяшсене, çÿп-çапа территоринчен илсе тухассине поселенире саккуна пăхăнса йĕркеленĕ. Эпир «Водоканал» обществăпа килĕшÿ çырнă, подрядчик хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлани тĕлĕшпе пысăк çитменлĕхсем çук, тарифсене тăрук ÿстерсе яман. Кăçал уйрăм хуçалăхсен хуçисемпе çÿп-çапа илсе тухма килĕшÿсем тăвасшăн. Анчах каллех чăрмавсем пуласси шухăшлаттарать. Халĕ те хăшĕ-пĕри пирĕн кил-тĕрĕшре хытă каяшсем е ăпăр-тапăр çук тесе чееленме пăхать, – пĕлтерчĕ Людмила Иванова ертÿçĕ, ĕçри кăткăслăхсем çинчен каланă май.
«Чирлĕ» ыйтусенчен пĕрне – нумай хваттерлĕ çуртсен микрорайонĕнче ăшă трасси тата шыв парса тăракан система çулсерен кивелсе юхăнса пынине те – асăнчĕ. Хуçасăр шутланнăскерсене 2015 çул вĕçĕнчен муниципаллă харпăрлăха панă. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ 50-мĕш çурт капиталлă юсав черетне «кĕтет».
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |