Валентина Степановна Александрова чăх-чĕпе, юратнă качакине апатлантарса кĕчĕ те алла хаçат тытрĕ. Кĕрхи кунсенче ĕç енчен çăмăлланчĕ. Пахчаçимĕçе типтерлĕн кĕртсе хунă, анкарти те, пахчи те мамăк юр айне выртма хатĕр.
Валентина Степановна сĕтел çинчи купара выртакан «Çĕнтерÿ çулĕн» пĕр номерне тытрĕ. «Ял çыннисен пурнăçĕшĕн тăрăшма пуçлани савăнтарать. Акă, тата тепĕр çĕнĕ фельдшер пункчĕ уçăлнă», – терĕ вăл Чăрăшкас Мăратри савăнăçлă пулăм пирки.
– Пирĕн ялта та пĕлтĕр ФАП-а çĕнĕрен çĕклерĕç. Таса, хăтлă, ăшă. Шел те, тухтăрсем тытăнса тăманни пăшăрхантарать. Çамрăксем халь яла ытлашши килесшĕн мар... – шухăшлăн калаçрĕ вăл.
Валентина Степановна Сăкăтра пурăнать. Кунтах çуралнă. Çиччĕн пĕртăван ÿснĕ вĕсем: тăваттăшĕ вăрçă умĕн, виççĕшĕ вăрçă хыççăн çуралнăскерсем.
Алла паспорт илсен хăй вăхăтри çамрăксем пекех телей шырама хулана тухса кайнă. Çуллахи вăхăтра кирпĕч заводĕнче, хĕлле электроаппаратсем кăларакан заводра вăй хунă. Тантăш хĕрсемпе аякри регионти совхозра та ĕçленĕ пĕр вăхăт.
Анчах та тăван ен туртăмĕ унра вăйлăрах пулнă. Валентина Степановна яла таврăннă та тăван колхоза ĕçе кÿлĕннĕ. Сыснасем, пăрусем пăхнă, нумай çул дояркăра тăрăшнă. «Выльăхĕ йышлă. Хальхи пек ĕçе механизацилемен те, апатне хамăрах турттарнă, утă хамăр хатĕрленĕ. Çапах та питĕ хаваслă ĕçлеттĕмĕр. Колхоз ĕçĕнче çамрăксем нумаййăн пиçĕхетчĕç. Вăхăчĕ те çаплаччĕ ĕнтĕ – ун чухне хĕрсемпе каччăсем ытларахăшĕ ялтах юлнă», – аса илчĕ Валентина Степановна, «Ĕç ветеранĕ» ята чыслă, тăрăшуллă ĕçĕпе тивĕçнĕскер.
Сăкăтра ун мăшăрне те, Николай Александрова, ырăпа кăна аса илеççĕ. Вăл, ветеринари ĕçченĕ пулнă май, колхозри çеç мар, уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕхĕн сывлăхĕшĕн те чунтан тăрăшнă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Шел те, тăхăр çул каялла ун пурнăçĕ татăлнă. Унччен вăл шалкăм çапнă хыççăн тăхăр çул аптăраса пурăннă.
Александровсем виçĕ ачана кун çути панă. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, Шупашкарта пурăнаççĕ. Кашниннех икшер ача.
Валентина Степановна ачисемпе мăнукĕсем килнĕ çĕре сĕт-турăхне хатĕрлесе хурать. Вĕсене валли алсиш-нуски çыхать. Хăйне пăхсах тăнăшăн чунтан хĕпĕртет вăл. Кăçал, акă, ачисем мунчана çĕнетме пулăшнă. Çуллахи вăхăтра вĕсем пурри пахча-анкартинчи ĕçе те çăмăллатать.
«Ĕçкĕ-çикĕпе нихăçан та иртĕхмен. Пурнăçа унсăр та хаваслăх кĕртме пулать, – тет вăл. – Тепĕр тесен, ĕçке ерсен ĕç те тухмасть».
Паллах, ватлăха мăшăрĕсĕр ирттерме тивнишĕн пăшăрханать вăл. Кичемлĕхе хаçат вуланипе, çынсемпе калаçнипе сирет. Ял çыннисем те ăна ырă кăмăлĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн килĕштереççĕ, хисеплеççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |