Аслă ăрурисем хаçат-журналпа уйрăмах туслă. Чун çимĕçĕ çинчен манмаççĕ те – пурнăç хавасне çухатмаççĕ.
– Район хаçачĕсĕр хамăн пурнăçа курмастăп. Ăна юратса вулатăп, – кăмăллăн пĕлтерчĕ Малтикас Ялтăрари Нина Михайловна Парамонова.
Вăл «Çĕнтерÿ çулĕпе» 60 çул каяллах туслашнă. Кашни номере чи çывăх тăван пек кĕтет.
– Пĕччен пурăнсан та мана кичем мар. Районăн вĕçĕмсĕр кĕнекине вулани чунăма çĕклет, чĕреме сиплет, иксĕлми вăй-хăват парать. Эпĕ телейлĕ, – хавхаланса калаçăва малалла тăсрĕ Нина Михайловна. – Тунсăх пусса ан илтĕр, кун-çул уттинчен юлас мар тесен район хаçатне çырăнмаллах.
80 çултан иртнĕ хастар хĕрарăм хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ. Унăн пĕрремĕш статйи 15 çул каялла «Амăшĕн чĕри чăтайĕ-ши;» ятпа «пиçсе» тухнă. Нина Парамонова редакци ĕçченĕсемшĕн кĕтнĕ хăна. Ăна курсанах тÿрех çакăн пек шухăшласа илетĕн: «Хаçатăн черетлĕ номерĕнче паянхи пурнăç чăнлăхне çутатакан тепĕр статья кун çути куратех».
Нина Михайловнăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ. Синкер саманан тути-масине лайăхах астивме лекнĕ. Сивве, выçлăха чăтса ирттерме вăй-хăват тупнă.
– Астăватăп-ха, аннене Сăр тăрăхне окоп чавма илсе кайрĕç. Килте асли вырăнне 11 çулти Лена аппам юлчĕ. Пур-çук вутă-шанкăпа кăмака хутса яратчĕ, пире валли мĕнле те пулин апат пĕçерме тăрăшатчĕ, – шывланнă куçĕсене шăлса калаçать Нина Парамонова. – Аттепе пичче фронтра, юнлă çапăçу хирĕнче...
Вăхăт нумай иртнĕ пулсан та Нина Михайловна вăрçă çулĕсенчи хĕн-хурлă пурнăçа манаймасть. Калаçнă чухне сасси те вăхăтăн-вăхăтăн çĕтет. Курăк, çăнăх яшки çисе ÿснине, колхоз уй-хирĕнче, йĕтем çинче çаруран ĕçленине, начар çи-пуçпа çÿренине епле асран кăларăн;! Ача пулин те хĕвел тухичченех аслисемпе тан хура тар тăкнă. Терт-асапне чылай курнă, çапах та нăйкăшман. Кĕтÿ пăхнă чухне алăран кĕнеке яман.
Тăван Уйкас Ялтăрари, Аçăмçырминчи, Калининăри шкулсенче пĕлÿ пухнă. Чаплă малашлăх çинчен ĕмĕтленнĕ. Укçа-тенкĕ çитменни Уйкас Ялтăра хĕрне аслă пĕлÿ илме чăрмантарнă. Малтикас Ялтăрари медпункта ĕçлеме вырнаçнă. Ятарлă курс пĕтерсен маттур çамрăк хăрушă чирпе – трахомăпа – кĕрешме тытăнать. Ир те, каç та пациентсем патне çÿрет. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Нина Парамонова сывлăх сыхлавĕнче çур ĕмĕр ытла тимленĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Шел те, аслă пурнăç çулĕ тип-тикĕс мар çав. Нина Михайловнăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ĕç ветеранĕн 4 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. «Ача-пăча сассипе пÿрт тулсан хытах хĕпĕртетĕп», – терĕ Нина Парамонова.
Хаçат тусĕ пушă вăхăтра сăвăсем те çырать. 2016 çулта СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе ирттернĕ республикăри литература конкурсĕнче «Чăваш поэзийĕ» номинацире палăрнă. Хăйĕн ÿсĕмĕнче I степеньлĕ диплома илме тивĕçнĕ.
Нина Михайловна раштавăн 20-мĕшĕнче çуралнă кунне паллă турĕ. Редакци коллективĕ хастар ĕç ветеранне юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул, пултарулăх ĕçĕнче тата пысăкрах ÿсĕм-çитĕнÿ тума сунать.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |