Ольга Физер – Чăваш енри çулталăк учителĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.04.2019, 10:54 Просмотров: 380

Пултаруллă, хăйĕн профессине чунтан юратакан, малалла туртăнакан, ачасемпе кăмăлтан, пĕтĕм чун хавалĕпе ĕçлекен учитель.

Тĕрĕссипе, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учителĕн Ольга Валерьяновна Физерăн суйласа илнĕ ĕçĕнчи кăтартуллă енĕсене тата вăрăма тăсма пулать. Вăл – професси ăсталăхĕн тĕрлĕ шайри конкурсĕсен пĕрре мар призерĕ, лауреачĕ. «Самый классный классный» конкурсăн районти тапхăрĕн çĕнтерÿçи, республика шайĕпе – кĕмĕл призер (2013 ç.).

Ку тата ытти çитĕнÿпе лăпланса лармарĕ вăл – ачасенче ăслăлăх вăрлăхне акассинче тата та пысăкрах çитĕнÿ тума пултарнине çирĕплетрĕ. Ольга Физер педагогсен республикăри тĕп конкурсĕнче 2019 çулхи «Чăваш енри çулталăк учителĕ» ята тивĕçлипе çĕнсе илчĕ.

Конкурсăн районти, республикăри тапхăрĕсенчи тĕрĕслевсем – уçă уроксем, презентацисем, «çавра сĕтелсем», дискуссисем – витĕр ăнăçлă тухма ăна, паллах, ĕçри ăсталăхĕ, ĕçченлĕхĕ пулăшнă. Вăл ачасене паянхи пурнăçра кирлĕ предметпа – акăлчан чĕлхипе – тарăн пĕлÿ парать çеç мар, хăй те тăтăш аталанать, квалификацие ÿстерекен курссенче вĕренет. Темиçе çул каялла, акă, Ольга Валерьяновна Кембридж университетĕнче йĕркеленĕ пĕтĕм тĕнчери экзамена ăнăçлă тытнă.

Акăлчан чĕлхипе тĕп программăна ăса хывтарнисĕр пуçне вĕсене пултаруллă учитель предмет олимпиадисене, конкурссене тăтăш хутшăнтарать. Пĕр сăмахпа, Чăваш Республикинчи чи лайăх учитель пулса тăнине унăн пĕтĕм тăрăшуллă-кăтартуллă ĕçĕ хывăннă.

Эрнекун педагогсен професси ăсталăхĕн конкурсĕн финалисчĕсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, вĕсене ĕçе чунтан парăннăшăн тав тунă.

Çак кунах республикăри «Çулталăк воспитателĕ», «Чи лайăх класс ертÿçи», «Çулталăкри чи ăста социаллă педагог», «Педагогика дебючĕ» конкурссене те пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене пурне те укçан хавхалантараççĕ. Çулталăк учителĕ 150 пин тенке тивĕçĕ.

Палăртмалла, вăрнарсем вĕрентÿ тытăмĕнче йĕркелекен конкурссенче яланах хастар. Уйрăмах Вăрнарти 2-мĕш шкул вĕрентекенĕсем. 2013 çулта «Чăваш енри çулталăк учителĕ» конкурсăн çĕнтерÿçи те ку шкултанах пулнăччĕ, вăл – директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Татьяна Анатольевна Сапожникова.

Ольга Физер халĕ Чăваш ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме хатĕрленет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика