Акатуй хăнисем асăрханă пулĕ: уява çулсерен илемлетекен Хăна картишĕнче Ершепуç поселенийĕн «çурчĕ» алĕçĕсен пуянлăхĕпе уйрăммăн хăй патне илĕртет. Акă, йывăçран касса, çунтарса ÿкерсе ăсталанă кĕнекесемпе картинăсене, техникăн пĕчĕк моделĕсене е тата çил арманĕн чăнлăхри пек макетне пĕри те тепри пăхса тĕлĕнет.
Пĕлтĕрхи уявра Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ку ĕçсем умĕнче чылайччен чарăнса тăнăччĕ, хăйне тыткăнланине пытарманччĕ. Вĕсем чи çÿллĕ шайри куравсене хутшăнма тивĕççине каланăччĕ вăл ун чухне. Ахальтен мар, алĕçĕсен авторĕ – Кÿстÿмĕрти Димитрий Ириков – чăннипех тĕлĕнмелле халăх ăстаçи. Йывăç-и, чул-и е ытти материал-и – ун пултаруллă аллисене лексен чĕрĕлет тейĕн: хăвăртах кирлĕ кÿлепене йышăнать, ытарма çук илеме хывăнать.
Хăй каланă тăрăх, Димитрий Петрович ăсталăх енĕпе, ÿкерессипе никамран вĕренмен те, ятарлă пĕлÿ те илмен. «Пуçра шухăш тĕвĕленет те алăсем ăна пурнăçа кĕртеççĕ кăна», – тет вăл сăпайлăн. Апла пулсан Турă панă тупра мар-и çакă; Илеме курма-туйма пĕлни, ăна пирĕн таврари нимпе те палăрман япаласенчен маçтăрлама пултарни.
Тепĕр тесен, йăх-несĕлтен куçни те пур пулĕ. Амăшĕ Галина Константиновна енчен, акă, хисепе тухнă платниксем чылай-мĕн. Ашшĕ Петр Димитриевич вара хăй ял хуçалăх техникумĕнче ĕç урокĕсене ертсе пынă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене (вĕсем Ириковсен пиллĕкĕн пулнă, Димитрий – тăваттăмĕш) юлхавлă ÿстермен. Выльăх-чĕрлĕхне картиш тулли тытнă та ачисене вĕсене пăхма хутшăнтарнă. Пахчи-анкартинче кулленех аслисене пулăшнă. Кил-тĕрĕшре юсасси, касасси-саваласси те, ашшĕ вĕрентнĕрен, мĕн пĕчĕкрен ют мар.
– Алĕçĕпе аппаланасси ача чухнех мана темшĕн питĕ илĕртетчĕ. Çавăнпах шкулта ĕç, ИЗО урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Ку предметсене юратни, пĕр пытармасăрах, Валерий Корнилович Иванов вĕрентекенĕн тÿпи. Вăл пире, ларма-тăма пĕлмен шăпăрлансене, кăсăклантарма пĕлетчĕ. Наянраххи те пуçа чиксе тăрăшатчĕ унăн урокĕсенче. Мĕн тĕрлĕ хÿхĕм япала тума вĕрентмен пулĕ. Сăмахран, йывăç кăмпинчен эрешлесе касса, сăрласа сувенирсем хатĕрленине паянхи пек ас тăватăп. Валерий Корнилович тĕслĕхĕпех ИЗО предмечĕ енĕпе аслă шкулта вĕренме ĕмĕт çуралнăччĕ. Анчах балл çитменнипе кĕреймерĕм», – юратнă вĕрентекенне чунтан хисеплени сисĕнчĕ Димитрий Петровичăн сăмахĕсенче.
Шкул пĕтерсенех май килмен пулсан та, Димитрий Ириков паян вĕрентекенĕн çул-йĕрĕпех пырать. Халĕ вăл – Кÿстÿмĕрти шкулта ачасене технологипе ИЗО, географи предмечĕсене вĕрентекенĕ. Ял хуçалăх академийĕнче зооинженер дипломне илнĕскер шкула киличчен пĕр вăхăт совхоз-техникумра та вăй хунă, республика тулашне те ĕçлеме кайса çÿренĕ. Шкула вырнаçма сĕнсен туртăнса тăман, тÿрех килĕшнĕ. Халĕ çак утăма тунăшăн пачах ÿкĕнмест, хам вырăна тупрăм, тет. Ачасемпе ĕçлеме педагогика хăнăхăвĕсем кирлине ăнланса, педуниверситетра тепĕр аслă пĕлÿ те илнĕ вăл.
Тĕрĕссипе, ку шкулта вĕренекенсене ăмсанас килет. Пурин те çакăн пек ăстаçă-педагог пулинччĕ. Димитрий Петровичпа калаçу мастерскойĕнче иртнĕ май, вăл хăйĕн ылтăн аллисемпе вĕренекенĕсемпе пĕрле ăсталанă чылай ĕçĕпе паллашма тÿр килчĕ. Кунтах – çил арманĕн пĕчĕк, анчах чăн пурнăçри пек макечĕ, чÿрече ани çинче – машина-трактор моделĕсем речĕпех, тавраллах – йывăç картинăсемпе панносем. Пĕринче ав ăстаçă хăйĕн утарне сăнланă. Пыл хурчĕсемпе аппаланасси – унăн тепĕр чун киленĕçĕ. Çÿлĕк çинче вара ачасемпе туса хатĕрленĕ тем тĕрлĕ хут çĕленсем вырăн тупнă. Вĕсене вĕçтерсе вĕренекенсем республикăри фестивальте те кăçал пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă.
Усă куракан материалсем пирки калас-тăк, Димитрий Ириков пуринчен ытла йывăçа кăмăллать. Туратсем, хупписем, татăкĕ-кĕсĕкĕ, турпасĕ – пĕтĕмпех ĕçе каять.
Мастерскойĕнчи сĕтел çинче, ак, çĕнĕ, вĕçлеме ĕлкĕреймен ĕç те выртатчĕ. Пире, сăмахран, географи карттине хут çинче кăранташпа ÿкерме те çăмăл мар. Тĕлĕнмелле те, кунта вара ăна, хула-юханшывĕ таранах кăтартса, йывăç çинче çунтарса, сăрласа ÿкереççĕ.
Мастерскойĕнче, тĕрĕссипе, уроксем хыççăн та ача-пăча сасси чылайччен шăпланмасть. Димитрий Ириков ертсе пыракан «Халăх пултарулăхĕ» кружок пултаруллă вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать.
– Кашни ачаран паллă ÿнерçĕ е маçтăр çитĕнеймĕ, паллах, анчах алĕçне хăнăхни пурнăçра кирек хăçан та кирлĕ пулĕ. Тăрăшулăха, хăйсен вăйне ĕненме вĕрентме тăрăшатăп вĕсене. Куллен тăрмашса хăйсен аллисемпе ăсталанă япалашăн мĕнле хĕпĕртенине куратăп та хамăн ĕç кăлăхах маррине туятăп, – терĕ Димитрий Петрович вĕренекенĕсен ÿсĕмĕсемпе хавхаланса.
Пĕрлехи çитĕнĕвĕсем, чăн та, мухтанмалăх пур ĕнтĕ. Вĕренекенĕсем технологи, географи предмечĕсемпе районти олимпиадăсенче, ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче çулсерен чи лайăх пĕлÿ кăтартакансен йышĕнче. Вĕсем – районти кăна мар, республикăри конкурс-ăмăртусен çĕнтерÿçисем. 2017 çулта, ак, тĕрлĕ халăхсем хушшинчи «Симĕс планета» çутçанталăк хÿтĕлевĕн конкурсĕнче призлă вырăн йышăнма пултарни – уйрăмах сумлă çитĕнÿ. Йывăçран ăсталанă «Хĕрлĕ кĕнеке» унта жюри енчен чи пысăк хаклава тивĕçнĕ.
Палăрнă чылай ĕçĕн çумавторĕсем хăйĕн тăван ачисем пулнине пытармасть вĕрентекен. Ывăлĕсем Никитăпа Кирилл тата хĕрĕ Виолетта ашшĕ пекех алĕçне юратса ÿсеççĕ. Район хаçатĕнче те пĕрре мар мухтанăччĕ: Ириковсем – республикăри МЧС тата ВДПО тытăмĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн темипе ирттерекен «Неопалимая Купина» конкурсăн чылай çулхи çĕнтерÿçисем. Пĕлтĕрхи тата виçĕмçулхи кăтартусем вара тата сумлăрах. Вĕсен ĕçĕсем – йывăçран тунă кĕнеке-сувенир тата юмахри чăх ури çинчи çурт – Мускавра, Раççей шайĕнче, çĕнтернĕ.
Ылтăн алăллă ăстаçăн пĕр-пĕр тĕлĕнмелле япала маçтăрлас хаклă ĕмĕт пурах ĕнтĕ – çакăн пирки ыйтмасăр пултараймарăм унтан.
– Тахçанхи ĕмĕт кĕçех чăна килĕ ĕнтĕ. Çемье валли хам алăпа, ачасемпе мăшăрăм пулăшнипе çурт лартрăм. Шăпах унта пултарулăхри тĕп ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе пыратăп темелле. Хамăр вăйпа, чуна хывса хăпартнă çуртра мăшăрăмпа, Любовь Ивановнапа, ачасене ăшăлăхра, килĕшÿре ÿстересшĕн, – терĕ паллă ăстаçă, çемйи хăйне пур пуçарура та хавхалантарса пынине палăртса.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |