Поселени портречĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2019, 13:48 Просмотров: 254

Ершепуç ял поселенийĕ ултă яла пĕрлештерет. Унта пĕтĕмпе 870 кил хуçалăхĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне ку тăрăхра 1536 çын пурăнни паллă. Кÿстÿмĕр шкулĕнче 115 ача вĕренет, ун çумĕнчи ача садне 42 ача çÿрет. 2018 çулта вунпĕр ача çуралнă. Çав вăхăтрах 23 çын вилнĕ, вăл шутран тăваттăшĕ – тулашри сăлтавсене пула.

Бюджет

Кăçал ял поселенийĕн бюджетне 4131301 тенкĕлĕх пурнăçламалла. Пĕлтĕрхи сумма кăшт пысăкрах – тупăш пайĕ 4420438 тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран налук тата налук мар хывăмсем – 1 млн та 400 пин ытла тенкĕ. Çĕршĕн аренда тÿлевĕшĕн килнĕ тупăш 155059,13 тенкĕ, пурлăха арендăна панăшăн – 50 пин тенкĕ. Çавăн пекех бюджета тавăрса памалла мар поступлени 2,9 млн ытла тенкĕлĕх пырса кĕнĕ.

Вырăнти хăйтытăмлăх

Ершепуç ял поселенийĕн депутатсен корпусĕ 10 çынран тăрать. Иртнĕ çул депутатсен Пухăвĕ тĕрлĕ енлĕ 27 йышăну тунă.

Федераллă саккунсене пурнăçласа ял пуçлăхĕ 63 постановлени, тĕп ĕç-хĕлпе 21 тата уйрăм çынсем тĕлĕшпе 21 хушу кăларнă. Çынсене 1232 тĕрлĕ енлĕ справка çырса панă. Ял поселенийĕн полномочийĕсен шутне çар учетне туса пырасси те кĕрет. Ку территорире пирвайхи çар учетĕнче 401 çын тăрать. Çар ретне тăмаллисем – 31 каччă. Пĕлтĕр салтака виçĕ çынна илнĕ. Пиллĕкĕн службăран таврăннă.

Çул-йĕр

Ку ыйту ытти çĕрти пекех çивĕч. Пĕлтĕр Хураçырмари пĕр урамра 440 метр çула вак чул сарса хытарнă. Кăçал кунашкал ĕçе Кушлавăшри Комсомольски урамĕнче пурнăçламалла. Отиккăвăри Советски урамри асфальта тата Ершепуçĕнчи каçăна юсама палăртнă.

Хĕллехи вăхăтра çулсене «Агрохмель» тулли мар яваплă общество тасатса-тирпейлесе тăнă.

Хăтлăх

Ялсене тасалăхра тытасси – тĕп ыйтусенчен пĕри. Çулталăк тăршшĕпе ку енĕпе субботниксем тăтăш йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, санкцилемен çÿп-çап куписемпе вирлĕн кĕрешнĕ, 18 кубла метр каяш тиесе тухнă.

ТКО çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕркипе поселени территорийĕпе вунă контейнер площадки йĕркелеме палăртнă.

Кăçал çавăн пекех урамри электричество çутин пысăк пайне энергие перекетлекен лампăсемпе улăштарасшăн.

Социаллă пулăшу

Сахалрах пулин те Ершепуç тăрăхĕнче çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Çамрăк çемьесем пурнăç условийĕсене лайăхлатма патшалăх программисемпе учетра тăраççĕ.

Пĕлтĕр Кÿстÿмĕр ялĕнче нумай ачаллă çемье валли çĕнĕ çурт хута янă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 80,45 тăваткал метр. Патшалăх çакăн валли 2 миллион та 263 пин те 863 тенкĕ уйăрнă.

Нумай ачаллисем, тÿлевсĕр çĕр лаптăкне тивĕççисем, поселени территорийĕнче пилĕк çемье. Кăçал иккĕшне килти хушма хуçалăх тытма çĕр уйăрма палăртнă.

Кăçал çавăн пекех Кÿстÿмĕрте çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленмелле.

Инфраструктура

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ аталану проекчĕсене пурнăçлас программăна ершепуçсем те кĕнĕ. Ку мелпе Ершепуç ял масарĕ тавра карта тытса çавăрнă. Пĕтĕмĕшле сумма – 365 пин тенкĕ.

Кăçал конкурс суйлавĕ витĕр тепĕр проект та ăнăçлă тухнă. Унпа килĕшÿллĕн Кÿстÿмĕр ял масарĕн картине юсаса çĕнетĕç. Планпа пăхнă тăкаксем 500 пин тенкĕ. Вăл шутран 100 пин тенки – район, 300 пин тенки – республика бюджечĕсенчен. 100 пин тенки – халăхран пухнă укçа.

Пушар хăрушсăрлăхĕ

Отиккăвăри ирĕклĕ пушар хуралне вырăнти бюджет тата халăх панă укçапа тытса тăраççĕ. Пушар сÿнтерме ЗИЛ-131 машина пур. Вăл вырăнта тухнă инкексен вырăнне кăна мар, поселени тулашĕнче пулаканнисем патне те çитет.

Ял хуçалăхĕ

Ял поселенийĕнчи çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 12305,8 гектарпа танлашать. Ял хуçалăхне аталантарассипе территорире «Агрохмель» тулли мар яваплă общество, Алексей Фадеев хресчен фермер хуçалăхĕ, Станислав Иванов уйрăм предприниматель ĕçлеççĕ. Уйрăм çынсенчен С.Игнатьев сурăх ĕрчетессипе тимлет, 100-е яхăн пуç тытать. Пĕтĕмĕшле поселенипе мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 414 пуç, вăл шутра ĕнесем 236, сысна пĕрре, сурăх-качакасем 1078, лашасем 55 пуç, вĕлле хурчĕн çемйисем – 600.

Кăçал «Агрохмель» 1500 тонна вырнаçмалăх çĕрулми хранилищи, Фадеев фермер 100 пуç вырнаçмалăх ĕне вити тума палăртнă.

Культура, спорт

Ершепуç ял тăрăхĕнче социаллă культура объекчĕсем иккĕ. Вĕсенче çын кăмăлне кура тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ.

Ял çыннисем библиотекăна кăмăлласа çÿреççĕ, Кÿстÿмĕр шкулĕн спортзалĕнче вăхăта усăпа ирттереççĕ, çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ ăмăрту-турнирсене хутшăнса вăй виçеççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине аталантарма кунта условисем çителĕклĕ. Спорт залĕсĕр пуçне çамрăксемшĕн те, аслăраххисемшĕн те икĕ футбол площадки те яланах уçă. Хĕллехи вăхăтра стадион тавра йĕлтĕр трасси хывасси йăлара.

Ку тăрăхран паллă спортсменсем чылай тухнă. Хальхи ăру хушшинче те пултаруллисем пур. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ, район чысне тивĕçлĕ хÿтĕлеççĕ.      

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика