Тахçанах «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята тивĕç

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 10.09.2026, 08:46 Просмотров: 14

7

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Три поэта. Виçĕ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унта паллӑ вырăс поэчĕсен – Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн тата Сергей Есенинӑн – пурте мĕн пĕчĕкрен пĕлекен чылай сăвви кĕнĕ. Чӑвашла вӗсене Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М.Д. Трубина ячĕллĕ литература премийĕн луреачĕ Василий Кервен куçарнă.

Вулакансен кӗнекепе паллашма кӑштах вӑхӑт пулчӗ темелле. Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче унӑн хӑтлавӗ иртрӗ. Василий Гавриловича саламлама поэтсемпе прозаиксем, ӑсчахсемпе журналистсем, артистсемпе ентешӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уява «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ.

АЧА ЧУХНЕХ СӐВӐ КУҪАРНӐ

Василий Кервен сӑмах илнӗ май куҫару ӗҫӗ ҫав тери йывӑр та яваплӑ пулнине, шухӑша пӑсма юраманнине палӑртрӗ, тӗрлӗ ҫыравҫӑ ку ӗҫ-хӗл пирки мӗн калани ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 2024 çулта вӑл Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисен пуххине – «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» – кун çути кӑтартнăччĕ. Унти хӑш-пӗр хайлав ҫӗнӗ сборника та кӗнӗ. «Виҫҫӗшӗ те – тӗлӗнмелле поэтсем. Пушкинпа Есенина эпир аванрах пӗлетпӗр пуль, Лермонтова вара – сахалрах. Ӑна вуламалла та вуламалла пирӗн. Шкулта вырӑс чӗлхипе тата литературипе пире Георгий Прокопьевич Васильев вӗрентнӗ. Вӗренекенсене ун чухнех сӑвӑсем куҫарттаратчӗ вӑл. Эпӗ ача чухнех Петӗр Хусанкая курнӑ. Вӑл мана мухтанӑччӗ. Асӑннӑ тӗлпулура Раиса Сарпи те пулнӑ, суйма памасть», – терӗ Василий Гаврилович. Чӑн та, Раиса Васильевна ун сӑмахне ҫирӗплетрӗ. Поэзие юратасси ача чухнех вӑй илнӗ ӗнтӗ маттур чӑваш каччинче, каярахпа ҫирӗпленсе ӳссе ҫеҫ пынӑ.

Александр Пушкинӑн «Я помню чудное мгновенье...» сӑввине вунӑ ытла автор чӑвашла куҫарнӑ-мӗн. В. Кервен Петӗр Хусанкайӑн, Николай Теветкелӗн, Георгий Ирхин, Валери Туркайӑн, Виталий Станьялӑн тата хӑйӗн куҫарӑвӗсене вуласа пачӗ. Хӑтлава пухӑннисем вӗсене хӑйсем хак пама пултарчӗҫ. Пушкинӑн, Лермонтовӑн, Есенинӑн чӑвашла куҫарӑвӗсене те уҫҫӑн янраттарчӗ уяв хуҫи. Халӗ вара Федор Тютчева чӑвашлатас тĕлĕшпе тӑрмашнине те пытармарӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑна кӑларас шухӑшлӑ. Тепӗр пысӑк ӗмӗчӗ – вырӑс литературинчи Кӗмӗл ӗмӗр сӑвӑҫисен хайлавӗсене вырӑсла-чӑвашла хатӗрлесе пичетлесси. Ку ӗҫе ытти сӑвӑҫа та явӑҫтарасшӑн вӑл.

ПЫСĂКА ХУРСА ХАКЛАРĔÇ

Мероприятие пуçтарăннисем сăвă пуххине пысăка хурса хакларĕç. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Иванова куçаруçăпа килĕштерсе, хавхаланса ĕçленине пытармарĕ. «Ыйтусем сиксе тухсан çийĕнчех татса параттăмăр. Хăйне якатма ÿркенмест Василий Гаврилович. “Пĕрре куçарнă та пăрахса янă, маннă” тени – ун çинчен мар», – терĕ Ольга Михайловна. «Василий Кервен чун витĕр кăларса куçарни паллă. Ку хамăр чĕлхепе культура аталанăвĕнчи хăйне евĕрлĕ пусăм. Унчченхи куçаруçăсем, чăваш поэчĕсем тунă ĕçе малалла тăсрĕ вăл. Виçĕ авторăн пултарулăхĕн тарăнăшне кĕме, культурăпа психологи шайĕнчен хак пама питĕ пысăк ăсталăх, пĕлÿ кирлĕ. Кирек кама та куçарма кирлĕ мар. Ку тупика çеç илсе кĕме пултарать. Чунсем пĕр пек янăрасан кăна ĕç хăй еккипе пулса пырать. Кервен хăй сăвăçисене тупнă. Унăн куçарăвĕсене вуланă май вырăс поэчĕсен сăввисенче унччен асăрхаман япаласене куратăп. Кашни хайлава танлаштарса вуларăм. Ритм, рифма – пĕтĕмпех вырăнта. Кĕвĕлĕхне те упраса хăварнă. Чĕлхепе ирĕклĕ ĕçлет Кервен», – терĕ филологи ăслăлăхĕсен докторӗ Юрий Артемьев профессор.

Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи Василий Кервен Раççей писателĕсен союзĕн Пушкин Ылтăн медальне тивĕçнине асăнчĕ. «Сана халь тĕнче пĕлет! Çапах Раççей, чăваш культурипе литературине хăв сăввусемпе те мар, çак куçарусемпе кĕрсе юлатăн та, тен», – пĕтĕмлетрĕ вăл.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Ирина Софронова хăтлава яланхи пек тӗплӗн хатӗрленсе килнӗ. «Куçару традицийĕсене Василий Гаврилович питĕ çирĕппĕн упраса пурăнать. Лермонтов сăввисем чунлăхпа, туйăмлăхпа пуян. Есенинăн пултарулăхĕ те хăйне евĕрлĕ, ăна Петĕр Хусанкайран пуçласа Валери Туркай таранах куçарнă. Ку питĕ аван. Тĕрлĕ вăхăтри авторсен куçарăвĕсенче самана уйрăмлăхĕсем те, тĕнчеркурăмĕ те, лексики те урăхларах. Кервенĕн чĕлхи пуян пулни тÿрех курăнать. Вăл сăмах тĕпĕ çумне тĕрлĕ аффикс хушса пачах расна пĕлтерĕшлĕ сăмах тума пултарать. Ку мел ăна Пушкин, Лермонтов, Есенин стилĕн хăйне евĕрлĕхне палăртма май парать. Ют чĕлхесенчен кĕнĕ ăнлавсене Василий Гаврилович çаплипех хăварать, аялта вара ăнлантарса парать. Çакă та питĕ кирлĕ япала, мĕншĕн тесен тĕппипех чăвашлатсан мифĕ те, самани те, сăнарĕсем те çухалса кайма пултараççĕ. Чылай чухне куçаруçă илемлĕ, лайăх тÿркилÿсем тупать», – терĕ Ирина Владимировна хăй докладĕнче.

Николай Осипов критик Василий Гавриловича: «Профессионал», – терĕ кĕскен. Тен, каярахпа анлăрах тишкерÿ пичетлĕ-ха. Раиса Сарпи чăваш халăх сăвăçи Кервене «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ят пама сĕнчĕ. «Тахçанах вăхăт çитнĕ ĕнтĕ», – палăртрĕ Раиса Васильевна. Унăн ырă пуçарăвне акт залĕнчи халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ЧНК Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров Пушкинăн, Лермонтовăн тата Есенинăн сăввисене чăвашла куçарса кăларнăшăн Кервене Чăваш наци конгресĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Хăтлава Шупашкарти В.А. Архипов милици генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕн улттăмĕш класс вĕренекенĕ Александра Климкина тутар тата вырăс юррисемпе илемлетрĕ. Ку мероприяти, чăн та, Раççей халăхĕсен туслăхне, чĕлхе пуянлăхне палăртакан уяв пулчĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика