Паян ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене хавхалантарас тесе нумайăшĕ çапла шухăшлать, пулăшăва хăйĕн тÿпине те хывас тесе тăрăшать.
Ершепуçĕнчи Вера Ивановна Сазанован та пархатарлă шухăш ăнсăртран çуралман. 86 çула çитнĕскер, вăрçă нушине хăй те лайăх астивнĕ. Хаяр çулсене лекнĕ ачалăхне кашнинчех куççуль витĕр аса илет. «Нушта курнă, çĕтĕк, выçă çÿренĕ, çапах та фронта пулăшнă. Анне пĕчĕкренех çыхма вĕрентнĕ те вăрçăрисем валли мана та алсиш-перчетке чылай çыхма тÿр килнĕ. Çăмне анне арласа паратчĕ. Ун чухне кашни хĕрарăма план панă. Анне колхозра, вăрманта çĕрĕн-кунĕн пек ĕçлетчĕ те ун çыхмалли планне эп тултарса пулăшнă», - çапла каларĕ те асаилÿ чĕрине пăчăртанăран куçĕсем çут шăрçапа тулчĕç.
Кулянтармалли пулнах çав. Ашшĕне, Иван Яковлевич Зубкова, тÿрех фронта илнĕ. Пиллĕкĕн пĕртăван çитĕнмелле пулнă та, анчах та вăрçă çулĕсенчи выçăллă-тутăллă пурнăç тĕрлĕ чирсене пуçарнă. Вера Ивановнан йăмăкĕпе шăллĕ те, Нинăпа Егор, коклюша пула пурнăçран уйрăлнă. «Ялта нумай ачана тĕп турĕ ку чир», - тет вăрçă ачи.
Унăн мăшăрĕ те, Василий Антонович Сазанов, нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Сурансене пулах ĕнтĕ ăна вăрăм ĕмĕр ĕмĕрлеме пÿрмен, вăл 25 çул каяллах çĕре кĕнĕ.
«Старик фронтри самантсене час-часах аса илетчĕ. Тăван килтен килекен çырусем, пĕтĕм халăхран пуçтарнă пулăшу çапăçу хирĕнче чунĕсене ăшăтнине калатчĕ. Çавăнпа та эпĕ те паянхи çамрăксене, çĕнĕ ăру неонацистсемпе çапăçакансене, пулăшас терĕм», - кăмăллăн калаçрĕ Вера Ивановна.
Çамрăк чух нумай япала çыхнă, анчах та паян аллисем ыратнипе алсиш йĕпписене тытса каймасть. Çавăнпа та вăл хамăр ентешсем валли пахалăхлă çăмран çыхнă 22 мăшăр арçын нуски туяннă. Çавăн пекех - тепĕр пакет тĕрлĕ кĕрпесем. Çапăçу хирĕнче нимĕн те ытлашши мар, тет ватă çын.
Вера Ивановна ачаран колхозра вăй хунă, вăрман каснă çĕрте ĕçленĕ. Пенсие тухиччен 18 çул ача-пăча санаторийĕнче тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратнă. Халĕ унăн çичĕ мăнук тата 19 кĕçĕн мăнук. Хĕллехи вăхăтра вăл Вăрнарта пурăнать. Ăна Наташа мăнукĕн çемйи пулăшса пырать.
Сăмах май, Наташăн мăшăрĕ те, Аркадий, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассине пысăк тÿпе хывать. Автомаçтăр СВОри ентешсем валли çар задачисене пурнăçлама УАЗсем юсассине кашнинчех хутшăнать. Ку енĕпе ун алли аван çыпăçать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |