Пулăшу курăмлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.09.2025, 15:00 Просмотров: 272

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Мирлĕ пурнăçа утăм» проект йĕркипе СВО участникĕсемпе тата «Пулăшу десанчĕн» специалисчĕсемпе тĕл пулса çар çыннисене тата вĕсен çемйисене кÿрекен пулăшу тĕсĕсен пахалăхне хакланă.

«Пулăшу десанчĕ» ĕçлеме пуçланăранпа 700 çын енне консультаци илнĕ, 1300 ыйтуран 1200-шне татса пама май килнĕ. Республикăра пĕтĕмпе 50 ытла пулăшу мери вăйра. Çавра сĕтел хушшинче çĕкленĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - службăран таврăннă СВО участникĕсене ĕçпе тивĕçтересси.

Тĕлпулура çавăн пекех социаллă контракт тÿлевĕпе çемьен тупăшне шута илмесĕрех тивĕçтерес тата тÿлевсĕр çĕр участокĕсем вырăнне укçа-тенкĕ компенсацийĕ парас ыйтусене те пăхса тухнă. Олег Николаев Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрне Алена Елизарована çак инициативăсене ĕçе илме хушнă. Çавăн пекех Çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕсен кунне июлĕн 1-мĕшĕнче паллă тăвас шухăша та ырланă. Анчах кун пек ыйтăва федераци шайĕнче пăхса тухмаллине палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика