Кайри Тукай ялĕнче пурăнакан Евдокия Афанасьевна Афанасьева тунтикун, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 100 çул тултарчĕ
Ĕмĕр ирттересси çул урлă каçасси мар. Ĕçпе вăрçă ветеранĕн Евдокия Афанасьеван пурнăçра терт-асапне виçесĕр тÿсме тивнĕ. Ан-чах та Аслă Турă ăна сывлăх енчен кÿрентермен.
Хам умра тĕрĕс-тĕкел утса çÿрекен, ăслă-тăнлă калаçакан 100 çулхи кинемине курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Хаçат редакцийĕ ячĕпе чечек çыххи парнелесен Евдокия Афанасьевнăн сăн-пичĕ пушшех çуталса кайрĕ. Хăйне хисеп тунăшăн тав тума парне хатĕрлеме пуçларĕ. Унăн арчи нуски-алсишпа туп-тулли. Ĕçсĕр ларма хăнăхман ватă кашни кун алла йĕппе çип тытать иккен! Юбилейпе саламлама килнисене вăл хăй çыхнă çăм нускисене парнелерĕ.
– Евдокия Афанасьеван кăмăлĕ сар çу, ăшă сăмахĕ симпыл пекех. Вăл питĕ ырă çын. Пурне те хапăлласа йышăнать. Кăмăлĕ хуçăлсан та никам çине те çилĕ тытмасть. Эпĕ Евтукки акка сăлтавсăр харкашса-вăрçса çÿренине нихăçан та курман-илтмен, – терĕ тăванĕ Евдокия Корнилова, ялти фельдшерта тăрăшаканскер.
Мăнукĕн мăшăрĕ Ирина та юбиляр çинчен ырă сăмахсем кăна каларĕ. Калаçăва хĕрĕ Мария Фомина хутшăнчĕ.
– Ман анне чĕри виçейми юратупа тулнă. Вăл пире кăна мар, хăйĕнпе калаçакансене пурне те пĕтĕм чунтан ырă сунать. Мĕн кăна тÿссе ирттермен-ши аннемĕр! Çапах та шăпине ăраскаллă тесе шутлать. Савăнмалăх-йăпанмалăх мăнукĕсем те, кĕçĕн мăнукĕсем те пур, тăванĕсем те юнашарах. Мана чун панă, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çыннăмăр умĕнче пуçăма таятăп,– терĕ вăл.
Ашшĕ-амăшĕсĕр ÿснĕ Евдокия Афанасьевна чун-чĕре ăшшине епле упрама пултарнă-ши?! Дуня, пилĕк ачаран чи кĕçĕнни, ашшĕне пачах курман. Тăван амăшĕ йывăр чире пула пурнăçран ытла та ир – 45 çулта чухне – уйрăлнă. Саккăрти тăлăха 11 ачаллă тетĕшĕн çемйи хăйĕн хÿттине илнĕ. Хĕрача тăван колхоз ĕçĕсене пĕрремĕш класранах кÿлĕннĕ.
– Çум çумланă, утă-улăм хатĕрленĕ, авăн çапнă, ут-урхамаха та пăхнă. «Телей сывлăшра çук, ăна ĕçре тупмалла»,– тесе тете вĕрентни халĕ те асрах. Çитĕнерехпе арçынсемпе танах сухапуçне тытма тиврĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан мĕнпур йывăр ĕçе пурнăçланă: окоп чавнă, вăрман каснă... Икĕ пичче фронтра. Пĕри, Микулай, Берлинах çитнĕ, – асаилÿ çăмхине сÿтсе иртнĕ пурнăçа куç умне кăларчĕ Евдокия Афанасьевна.
Ĕмĕр сакки сарлака. Евдокия Афанасьева пурнăç тути-масине лайăхах астивнĕ çав. Шăпа Кайри Тукай хĕрне тепĕр çирĕп тĕрĕслев витĕр те кăларнă. Тетĕшне чунсăр тÿре-шара «кулак» тесе айăпланă пулнă, тĕрмене хуптарнă. Вăйпитти Корнилăн сывлăхĕ самай хавшанă. Ирсĕр нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕршыв çине тапăнсанах вăл çут тĕнчепе сывпуллашнă. Тепĕр темиçе çултан унăн мăшăрĕ те пурнăçран уйрăлнă. Тăлăха юлнă тăваттăри ывăлне Евдокия Афанасьеван çитĕнтерме тивнĕ. Чирлĕ аппăшне те тимлĕхсĕр хăварман.
Тивĕçлĕ канăва кайичченех «Янгорчино» колхозра тимленĕ. Пĕр хура ĕçрен те хăраман. Конюхра та вăй хунă. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн чыс-хисепе нумай тивĕçнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 42 çул.
Пĕр ĕмĕр урлă каçнă кинеми нихăçан та апат тиркемен, çапах та халĕ пылак çимĕç уйрăмах юратнине пĕлтерчĕ. Унăн менелникне паллă тума çывăх тăванĕсем апат-çимĕç сĕтел тулли хатĕрлесе лартнă.
– Пурнăç тулăх, пурăнатпăр малаллах,– терĕ Евдокия Афанасьева.
Ветерана юбилейпе сумлă хăнасем те – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Янгорчино» кооператив ертÿçи Геннадий Романов, Çĕрпел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лидия Федорова, Хирпуç тата Çĕрпел ял тăрăхĕсенчи çарпа учет ĕçченĕ Елена Голубцова, офицерсен районти союзĕн председателĕ Николай Васильев, Кайри Тукайĕнчи ветерансен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Борис Васильев – саламланă, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх суннă, парнесемпе чысланă. Леонид Николаев юбиляра Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне те çитерсе панă. Владимир Путин ĕçпе вăрçă ветеранне Тăван çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, çамрăк ăрăва паха тĕслĕх кăтартнăшăн чун-чĕререн тав тунă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |