Калининăри вăтам шкулти Ольга Ивановна Андреева ĕçне пуçлăхсем те, вĕренекенсем те ырлаççĕ, мухтаççĕ. Вăл педагог пулмах çуралнă, теççĕ ун пирки. Пĕрле ĕçлекенсем те, ял-йыш та ăна сăпайлăхĕшĕн, вашаватлăхĕшĕн хисеплет.
Туссемпе юлташсем Ольга Ивановнан пайтах. Пуринчен ытла – педагогика институтĕнче пĕрле вĕреннисем. Вĕсем халь республикăн тĕрлĕ районĕнче тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕринчен самай аякра ĕçлесе пурăнаççĕ пулин те вĕсен хушшинчи çыхăну питех те çирĕп. Канмалли кунсенче тĕл пулса калаçма, пурнăçри лару-тăрăва сÿтсе явма, хăйсен опычĕпе паллашма тăрăшаççĕ.
Кăçалхи çу кунĕсенче те виçĕ мăшăр Ольга Ивановна патĕнче пуçтарăнчĕ. Акă, Алинăпа Алексей Лазаревсем Йĕпреçрен килнĕ. Арăмĕ – учительница, упăшки – Раççей гвардийĕн аслă лейтенанчĕ. Вĕсен икĕ ача, хальлĕхе шкула каймаççĕ-ха.
Аленăпа Александр Платоновсем вара Шупашкарта пурăнаççĕ. Пĕри Хĕрлĕ Чутай районĕнчен, тепри Комсомольски тăрăхĕнчен. Вĕсен те икĕ ача. Асли шкула çÿрет, тепри пĕчĕк-ха.
Аленăпа Александр Илларионовсем чăвашсемех, анчах чылайранпа Тюменьте пурăнаççĕ. Алена – аслă пĕлÿллĕ геолог. Вĕсен те икĕ ача. Отпуска кашни çулах Чăваш енре, ашшĕ-амăшĕ патĕнче ирттерме тăрăшаççĕ.
Çак тĕлпулура манăн та пулма тÿр килчĕ. Сĕтел тулли апат-çимĕç. Хăватлă шĕвек вара куç тĕлне пулмарĕ. «Эпир эрех ĕçместпĕр, пирус туртмастпăр», – харăссăн евитлерĕç хăнасем.
Хаваслă калаçса ларнă хыççăн: «Атьăр, волейболла выляр»,– терĕç те урамалла васкарĕç. Андреевсен килĕ умĕнче чылай çул каялла волейбол площадки тунă. Каçсерен унта шкул ачисем те, çитĕннисем те волейболла, пионерболла, футболла выляççĕ. Лаптăкне ачасем хăйсемех тирпейленĕ. Ăмăртусем те час-часах иртеççĕ. Ольга Ивановнан хăнисем те ывăничченех вылярĕç унта. Кил хуçи çав вăхăт тĕлне мунча хутса хатĕрлерĕ.
Çапла канчĕç хăнасем. Вĕсем урă та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни уççăнах палăрчĕ. Туслăх, пĕрне-пĕри пулăшасси пирки калаçрĕç вĕсем.
Вениамин ИВАНОВ.
Ноябрь 2024 |