Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе иртнĕ тĕлпулусенче хальхинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçлассине, йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕркипе контейнер площадкисене йĕркелесе пĕтерессине, ял хуçалăх ĕçĕсене тата хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессине сÿтсе яврĕç.
Санарпуç ял поселенийĕнче те калаçу тухăçлă иртрĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Егорова, вырăнти ял пуçлăхĕ Виталий Белов хутшăнчĕç.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ сакăр направление пĕрлештерет. Ун йĕркипе пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатма, чĕре-тымар тата шыçă чирĕсем тĕлĕшпе пулăшу пама, ачасене сиплессине аталантарма, специалист-медиксене хатĕрлеме, отрасле цифровизацилеме, медцентрсене тата медицина туризмне аталантарма пăхнă.
Проектăн тĕллевĕсенчен пĕри – 2024 çул тĕлне халăхăн пурнăç тăсăмне 78 çула çитересси. Вăрнар районĕнче ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха. Шел те, хальлĕхе ку вăтам кăтарту 69 çулпа çеç танлашать. Кăçалхи сакăр уйăхри кăтартусемпе арçынсем вăтамран 64, хĕрарăмсем 75 çул пурăнни паллă.
Çак тапхăрта 171 ача çуралнă, çав вăхăтрах 371 çын вилнĕ. Статистикăна пăхнă май, çынсен хăш енне хăйсене тимлĕх уйăрмалли пирки шутламалли пур. Халăх пурнăçран уйрăлнин пысăк хисепĕ (94) юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсемпе çыхăннă. Шыçăсенчен 37-ĕн, сывлав органĕсен чирĕсенчен 25-ĕн, вар-хырăм чирĕсенчен 20-ĕн, нерв тытăмĕн чирĕсенчен 19-ăн «леш тĕнчене» кайнă. Тулашри сăлтавсем виççĕмĕш вырăнта: çакăнса, наркăмăшланса (вăл шутра алкогольпе те), тип пыра кайса, шăнса, суранланса, пиçсе кайса, путса пĕтĕмпе 55 çын вилнĕ.
Çавăн пекех кадрсен ыйтăвĕ те çивĕч. Районăн сывлăх сыхлавне паян пĕтĕмĕшле практика врачĕсем, врач анестезиолог-реаниматолог, кардиолог, врач акушер-гинеколог, ФАП заведующийĕсем çитмеççĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа ĕçе килнĕ 23 врачран 7-шĕ ĕçрен пăрахса кайнă.
Тĕлпулура ку тытăма аталантарасси, çынсене сывлăха упрама вĕрентесси пирки калаçрĕç. Санарпуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Раиса Капралова хальхи вăхăтра поселени территорийĕнче пурăнакансене грипран прививка тунине палăртрĕ. Хальлĕхе 200 ытла çынна – вĕрентекенсене, шкул ачисене, ача садне çÿрекенсене вакцинаци тунă. Ватă çынсем патне килĕсерен çÿреççĕ. Раиса Степановна çывăх вăхăтра тата 200 ытла вакцина килсе çитмеллине каларĕ.
Çÿп-çап реформи ĕçлеме тытăнсанах халăхра ку çав тери нумай ыйту, вăл шутра кăмăлсăррине те, çуратрĕ. Анчах та халĕ çынсем çĕнĕ йĕркене хăнăхса пыни курăнать. Вăрнар районĕнче йăлари хытă каяшсене пухмалли 277 вырăн палăртнă. Хальхи вăхăтра пур ял поселенийĕнче те контейнер площадкисене йĕркелессине вĕçленĕ.
Санарпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Виталий Белов пĕлтернĕ тăрăх, Çĕньял Хапăсра икĕ контейнер вырнаçмалăх сакăр, Санарпуçĕнче икĕ площадка хатĕрленĕ. Паянхи куна вĕсене пĕтĕмпе вунтăватă контейнерпа тивĕçтернĕ. «Ялта çÿп-çап çук теççĕ те, тулли контейнерсем урăххине «калаççĕ». Çĕнĕ йĕрке çырмасенче свалкăсем йĕркелессине чакарма май пачĕ», – терĕ вăл. Санарпуçсем ТКО-шăн тÿлессипе 4-мĕш вырăнта пыраççĕ.
– Парăмсемсĕр пурăнма вĕренмелле. Халĕ тивĕçтерÿсемшĕн тÿлеве хывманшăн çирĕп явап тыттараççĕ, – терĕ район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Егорова.
Тĕлпулура çавăн пекех ял хуçалăх ĕçĕсене те сÿтсе яврĕç. Вăрнарсен ку енĕпе мухтанмалли пур. Тырă çапса тĕшĕлессипе район елчĕксемпе канашсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта пырать. Тухăçлăхĕпе вара – 1-мĕшĕнче!
Хутса ăшăтмалли тапхăра та вăрнарсем лайăх хатĕрленнине çирĕплетрĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсенчен 65-шĕ ку тĕлĕшпе паспортсене илнĕ ĕнтĕ. Санарпуç ял тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене «Март» тулли мар яваплă общество пăхса тăрать. Шел те, унăн газпа тивĕçтерекен организаци умĕнче парăмсем пур.
«Çанталăк сивĕтнĕ май пушар тухас хăрушлăх та ÿсет», – терĕ асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн тата профилактика енĕпе ĕçлекен районти уйрăм пуçлăхĕ Алексей Петров пĕрлехи информаци кунне хутшăннă май. Вăл пĕтĕмĕшле статистикăпа паллаштарчĕ. Электричество кăмакисемпе уйрăмах асăрхануллă пулмаллине, газ плитисемпе ăшăнма, вĕсем тăрринче япала типĕтме юраманнине, çуртсем-хуралтăсем çывăхĕнче çÿп-çап çунтарни пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине çирĕп асăрхаттарчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |