«Тăван мар атте тăванран та тăван пулчĕ»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.10.2019, 09:25 Просмотров: 367

Кирек хăш ÿсĕмре пулсан та пире çут тĕнче парнелекенсем пирки ăш кăмăлпа, чун хавалĕпе калаçатпăр. Яваплă ашшĕпе амăшĕ ачисем тĕрĕс-тĕкел ÿсчĕр тесе мĕнпур вăя хунă та, хураççĕ те.

Анчах та яланах çапла мар. Тепĕр чухне çывăх çыннăмăр пепкене çут тĕнче парнелесен те хăйĕн малаллахи тивĕçĕ пирки манать.

Санарпуçĕнче пурăнакан Татьяна Давыдовна Кузнецова тăван ашшĕпе çитĕнмен. Анчах вăл шăпа Туррине пачах ÿпкелемест.

– Пурнăç çапла килсе тухрĕ, хама çуратнă аттепе çитĕнме пÿрмерĕ. Анчах ман тăван мар атте питĕ ырă чунлă çынччĕ, тăванран тăван пулчĕ. Мана хăйĕн ачи пекех юратса пăхрĕ, – каласа пачĕ Татьяна Давыдовна. – Тăван аттене вара пачах астумастăп. Вăл нихăçан та манпа тĕлпулу шыраман.

Татьяна Кузнецова Уйкас Кипекре 1927 çулта çуралнă. Ашшĕ çемье тĕрекĕ пулайман, çавна пула амăшĕ çулталăк çурăри Таньăпа Санарпуçне куçса килнĕ. Хăйне валли тивĕçлĕ мăшăр тупса çирĕп çемье çавăрнă.

– Анчах та мана хÿтте илнĕ аттен пурнăçĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче юнлă çапăçу хирĕнче татăлчĕ. Унăн ырă сăнарĕ манăн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ,– терĕ кĕмĕл çÿçлĕ ветеран.

Татьяна Давыдовна пурнăçри ырă вăхăтсене ăшшăн аса илчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕпе Алексей Кузнецовпа çемье çавăрнă. Унăн мăшăрĕ, Хусанти пединститутра пĕлÿ пухнăскер, Санарпуçĕнчи вăтам шкулта математика, физика предмечĕсене вĕрентнĕ. Каламалла, Алексей Кузнецов питĕ ăста педагог пулнă, вăл пĕлÿ панă вĕренекенсенчен академик та, профессор та тухнă. Ахăртнех, професси суйланă чух Алексей Александровича   Турă тĕрĕс çул кăтартнă.

– Ман упăшка вашават çынччĕ. Пĕр-пĕринпе нихăçан та хыттăн ятлаçса харкашман, шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă. Тăватă ача пăхса çитĕнтертĕмĕр, – терĕ ĕç ветеранĕ.

Пурнăç çул-йĕрĕ тĕрлĕрен çав. Инкек куçа курăнса килмест. Татьяна Кузнецовăшăн 1973 çул синкерлĕ пулнă. Аслă ывăлĕ салтакран чĕрĕ-сывă таврăнайман. Шыва кĕнĕ чухне Каспи тинĕсĕнче путнă. Малтанах ывăлне шыраса тупайман. Амăшĕ çар чаçне пынă кун кăна унăн кĕлетки тинĕсре çиеле ишсе тухнă. Шел пулин те, çав çул Татьяна Давыдовнан мăшăрĕ те пурнăçран уйрăлса кайнă. Иртнине аса илсен ĕç ветеранĕн сасси те вăхăтăн-вăхăтăн улшăнчĕ. Анчах та çирĕп чунлă хĕрарăм кăмăл пусăрăнчăкне йÿле ямарĕ. Пурнăç тути-масине пур енчен те астивнĕскер хăйне алла илсе калаçăва малалла тăсрĕ.

Татьяна Кузнецова Вăрнарти хими заводĕнче стройкăра, вырăнти колхозра сысна ферминче тăрăшнă. Тăван хуçалăхăн уй-хирĕнче те пилĕк авнă.

– Çамрăк пулнă та, йывăрлăх мĕнне пĕлмен, – палăртрĕ ватă çын. – Ĕç дисциплинине çирĕп пăхăннă.

Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран коллективра пысăк чыс-хисепе тивĕçнĕ. Унăн Хисеп хучĕсем сахал мар.

Татьяна Давыдовна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе çĕнĕ пÿртре пурăнать. Кузнецовсен   çуртĕнче анчах мар, кил картинче те питĕ илемлĕ, тирпейлĕ. Тавраллах чечексем ешереççĕ. Сукмакĕсем такăр. Культурăпа кану паркĕ тейĕн.

– Анне юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче 92 çул тултарать. Тăхăр теçеткене хыçала хăварнă пулин те ăсĕ-тăнĕ питĕ çирĕп унăн. Чун çимĕçĕсĕр пурăнаймасть: куçне операци тунă пирки кĕнеке, хаçат-журнал вулама йывăртарах пулин те тăван «Çĕнтерÿ çулне» алла тытатех. Ĕçсĕр пачах ларасшăн мар. Чăх-чĕп, кăвакалсем пăхма юратать, – терĕ ывăлĕ Петр амăшĕпе мăнаçланса.

Чăнах та, Татьяна Давыдовна маттур чăваш хĕрарăмĕ. Вăл анлă тавракурăмлă, пур ыйтăва туллин хуравлать. Ăс-тăнĕпе хăшпĕр çамрăкран та ирттерет. Пурнăçăн кашни тапхăрне астăвать. Хĕрĕсем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем килсен калама çук хĕпĕртет. Татьяна Кузнецова хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне пысăк йышпа паллă тăвасшăн. Хаçатăн тусне редакци ĕçченĕсем çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика