Санарпуç шкулĕнчи кĕçĕн классен учителĕн Ольга Алексеевна Дмитриеван çак темиçе сăмахĕ кăна хăйĕн про-фессине, ĕç вырăнне чăннипех юратнине яр уççăн çирĕплетеççĕ.
Ачасенче пуçламăш пĕлÿ никĕсне хывас ĕçе кÿлĕннĕренпе чĕрĕк ĕмĕр çитнĕ ĕнтĕ. Вăл шутран Санарпуçĕнче – 20 çул. Малтанах Ольга Алексеевна, Канашри педагогика училищине пĕтерсен, Тюмень облаçне чăваш чĕлхине аталантарма çул тытнă. Анчах та Турри кунашкал пултаруллă учитель хамăр тăрăхрах кирлине курнă, ахăртнех. Ольга Алексеевна мăшăр тупса çуралнă кĕтесех таврăннă. Санарпуç шкулĕнче ачасен юратăвне, ĕçтешсен, ашшĕ-амăшĕн хисепне çирĕп, пултаруллă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ.
– Чăннипех маттурах. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем тĕлне кашнинче пĕчĕк концерт хатĕрлетчĕ. Мĕнле ĕлкĕрет-ши тесе пурте тĕлĕнетчĕç. Кунтан та ытла – ачасене куçпа пăхса итлеттерме пĕлетчĕ... – çывăх пĕлĕшĕн чĕринчен тухнă çак сăмахсем те Ольга Алексеевнăра учитель таланчĕ пысăк пулнине калаççĕ.
– Пирĕн учитель питĕ лайăх, ырă кăмăллă, – терĕç Санарпуç шкулĕнче пулнă май 4-мĕш класра вĕренекенсем те.
28-ăн вĕсем. Класра туслăх, ăнланулăх хуçаланни тÿрех сисĕнет. Ку – Ольга Алексеевнан пиллĕкмĕш кăларăмĕ ĕнтĕ.
– Мана ачасем хăйсем маттур пулнипе ĕçлеме çăмăл. Вĕренес туртăмĕ пысăк, куçĕсем çиçсе кăна тăраççĕ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Дарья Александрова, Аделина Меркурьева, Елена Смирнова, Артемий Сергеев, Артем Цыганов тата ыттисем те. Катя Киселева, Татьяна Мелденева, Даша Родионова, Карина Егорова, Маша Скворцова ташлама ăста, пултарулăх фестивалĕсенче палăраççĕ, – калаçнă хушăра та ачасенчен куçне илмерĕ Ольга Алексеевна.
Нумай çулхи опыт ăна кашни вĕренекенĕн кăмăл-туйăмне, вăл урокра ывăнни-ывăнманнине, вăл е ку тема килĕшни-килĕшменнине пĕлме вĕрентсе çитернĕ ĕнтĕ. «Кĕçĕн классемпе чăнах та ĕçлеме кăсăклă. Уйрăмах 1-мĕш класра пысăк ĕç пурнăçлатпăр. Ача садĕнчен тин тухакансене 35 минут ларма йывăр. Пĕрин тÿсĕмлĕхĕ пур, теприн çук. Пĕри хăвăртрах ĕçлет, теприне хушма ĕç кирлĕ», – ĕçне, ачасене юратни кашни сăмахĕнче палăрать унăн.
Хăйне ĕçре информаци технологийĕсем пысăк пулăшу панине пытармасть. Шкулти кашни класрах, акă, компьютер, принтер, экран, проектор пур. Хушма ĕçсене интернетран кăларма пулать.
– Шкула эпĕ кашни кунах хавас кăмăлпа çÿретĕп. 20 ытла çулта ĕçе каяс килмен пĕр кун та пулман. Çакă коллективран та нумай килет ĕнтĕ. Ĕçтешсем пĕр-пĕрне яланах ырă сунаççĕ, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, пулăшаççĕ. Çакă ертÿлĕх ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пынипе те çыхăннă. Хам аталанса пынишĕн чи малтанах коллектива тав тăватăп, – тет Ольга Алексеевна.
Паллах, çитĕнÿ çемьери лару-тăруран та килет. Пултаруллă учителе мăшăрĕ, Александр Егорович, ăнланулăхпа пулăшать. Ольга Алексеевна пекех Тĕмпек ялĕнчен вăл. Дмитриевсем хăйсем пекех маттур ачасем çитĕнтернĕ. Ывăлĕ, Егор – профессионаллă футболист, нумай çул «Химик-Август» командăра ăнăçлă вылярĕ. Настя, илемлĕх енĕпе тăрăшаканскер, «Чăваш ен мисĕ» конкурс финалне çитме пултарчĕ.
Çемйипех спортпа туслă вĕсем. Маларахри çулсенче Дмитриевсене час-часах чупу, йĕлтĕр трассинче курма пулатчĕ. Çак йăлана халĕ те кун йĕркинчен кăлармаççĕ вĕсем.
Ольга Алексеевнан тепĕр кăсăклану та пур – апат-çимĕç хатĕрлесси. Çемйине, тăванĕсене, пĕлĕшĕсене кулинари шедеврĕсемпе час-часах тĕлĕнтерет вăл. Ку ăсталăха хăйне амăшĕ, Людмила Павловна, тата хунямăшĕ, Клавдия Артемьевна, вĕрентнĕшĕн вĕсене тав тăвать.
– Çакă ĕнтĕ вăл телей: юнашар çывăх çынсем, юратнă ĕç, туссем пулни, – тет Ольга Алексеевна.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |