Йывăçсем ылтăн мерчен тумĕсене хыврĕç. Район уй-хирĕ те пушанчĕ. Пÿлмийĕ вара туллиех. Кăçал та район аграрийĕсем йăх-несĕлĕмĕрсен ятне ямарĕç, ял хуçалăх культурисене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртес тесе пĕтĕм вăя хучĕç.
Тăрăшнине кура хисепĕ. Иртнĕ эрнекун районти культура çуртĕнче Ял хуçалăхĕн тата тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕн кунне паллă турĕç.
Професси уявне килнисем чи малтанах «Кĕр парнисем» куравпа паллашрĕç. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче тăрăшакансем маттурах, ара. Ял хуçалăх культурисенчен, улма-çырларан, чечексенчен мĕн кăна ăсталаман пулĕ. Куравра фото ÿкерĕнме вырăн та уйăрнă.
Праçнике пуçтарăннисем районти культура керменĕн иккĕмĕш хутĕнче тирпейлекен промышленноçăн – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн, Калинино райповĕн – продукцийĕн куравĕпе паллашма пултарчĕç. Ассортимент пуян. Тĕрлĕрен-тĕрлĕ пылак çимĕç, кăлпасси изделийĕсем, пăшăхланă аш-пăш, ырă шăршăллă сĕт-турăх... Колхозсен аталанăвне сăнлакан кивĕ сăнÿкерчĕксен куравĕ те питĕ кăсăклă пулчĕ.
Уяв пуçламăшĕнче çĕр ĕçченĕсен гимнĕ – «Алран кайми» юрă – янăрарĕ. Ăна пултарулăх коллективĕсен пĕрлештернĕ хорĕ шăрантарчĕ.
Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми атти-анни...
Залри халăх ура çине тăрса итлерĕ. Пултарулăх ушкăнĕ чĕрене тивмелле юрларĕ. Ахăртнех, нумайăшĕ çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне, тăван-пĕтенне куç умне кăларчĕ.
Ваттисем çапла каланă: «Аçу-аннÿн ани-çаранне нихçан ан ман», «Ялтан яла тус пултăр, уйран уя ана пултăр». Телее, аслисем вĕрентнине асра тытакансем пирĕн хушăра сахал мар. Районта пушă выртакан çĕрсен лаптăкĕ пĕчĕкленсех пырать. Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тăрăшаканăн кунне çĕр ĕçченĕсем пысăк кăтартусемпе кĕтсе илчĕç.
Кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле ĕçленине район администрацийĕн пĕрремĕш заместителĕ-ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов пĕлтерчĕ. Вăрнарсем республикăра тырă тухăçĕпе пĕрремĕш, уй-хир ылтăнне пухса кĕртнин калăпăшĕпе иккĕмĕш, çĕрулми тухăçĕпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Хăмла ĕрчетес ĕçре те начар мар тимлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тимлекенсем те ырă ятра, çултан-çул кăтартуллă ĕçлеççĕ. Вăрнар районĕ Чăваш енре сăвакан ĕнесен хисепĕпе иккĕмĕш, сĕт, аш-пăш туса илессипе, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх, сысна йышĕпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Ентешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов та кăмăллă. Вăл Кульцавра çуралса ÿснĕ. Сергей Владимирович хăй вăхăтĕнче район АПКне аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă: Ленин тата С.К. Коротков ячĕллĕ хуçалăхсенче тĕп инженерта, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче тĕп инженер-механикра ĕçленĕ. Пултаруллă специалиста райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхне те лартнă. Ял хуçалăх министрĕ те пулнă. Сергей Павлов ĕç çыннисене, ертÿçĕсене професси уявĕпе саламларĕ.
– Кăçал ял хуçалăх çулталăкĕ хресченшĕн çăмăл килмерĕ. Кĕр тыррисен пысăк лаптăкĕ пĕтнĕрен хура çĕре тепĕр хут шуратма тиврĕ. Ку анчах мар. Çанталăка пула вырма ĕçĕсем тÿрех вăй илеймерĕç, апла пулин те аграрисем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курчĕç. Иксĕлми ĕçченлĕхпе, тÿсĕмлĕхпе палăрчĕç, – терĕ Сергей Павлов.
Чи маттуррисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Сцена çине малтан «Янгорчино» кооперативăн тĕп инженерĕ Петр Черкасов хăпарчĕ. Вăл ял хуçалăхĕнчи пысăк кăтартусемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе Светлана Тинюкова тĕп бухгалтера (Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти), Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе Надежда Волкова («Мураты»), Надежда Иванова («Янгорчино») дояркăсене, Сергей Никитин механизатора («Агрохмель»), Захар Углов тĕп зоотехник-селекционера (Карл Маркс ячĕллĕ), Алевтина Федорова бригадирпа Николай Федьков тĕп инженера («Санары») тата Çавалкасри ветучастокăн заведующине Инна Михайловăна чысларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем: Владимир Петров бригадир («Мураты»), Ирина Смирнова доярка (Карл Маркс ячĕллĕ), Владимир Самсонов трактористпа Андриян Чарков обвальщик (аш-какай комбиначĕ).
Уява ертсе пынисем район пуçлăхĕпе Геннадий Спиридоновпа райадминистрацин пуçлăхне Леонид Николаева та сцена çине хăпарма чĕнчĕç. Вĕсем уявпа саламласа кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Тăхăр уйăхри кăтартусем тăрăх Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пĕрремĕш, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив иккĕмĕш, «Мураты» хуçалăх виççĕмĕш вырăнсем йышăннă.
Ял хуçалăх культурисенчен чи пысăк тухăç илнĕ хуçалăхсене те ятран асăнчĕç. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен, çĕрулми тухăçĕпе – 45,5 тата 371 центнер – Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» кооперативсене, пĕр ĕнерен сĕт суса илессипе (4942 килограмм) «Мураты» хуçалăха, аш-пăш туса илессипе (2871 тонна) агрохолдинга, хăмла ĕрчетессипе «Агрохмель» агрофирмăна çитекенни пулман. Фермерсем хушшинче чи маттурри – Виталий Яковлев.
Калас пулать, вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче хушма хуçалăха аталантарассипе хастар ĕçлекенĕ – Ярмушкари вăтам шкул.
Ял хуçалăх организацийĕсенче ĕçлекенсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура мала тухнисем – агрохолдингри Владимир Марков механизатор, Алексей Федотов водитель, Алина Петрова техник-осеменатор, Олег Краснов комбайнер, сысна пăхакан Галина Борисова, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх самăртассипе тăрăшакан Ирина Алексеева, «Мураты» кооперативри Оксана Маркова доярка, «Янгорчинăри» Анатолий Иванов водитель. Тирпейлекен промышленноçăн хастарĕсем – Сергей Шашков (аш-какай комбиначĕ) тата Ирина Фадеева (хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ). ,ç ăмăртăвĕсенче мала тухнисене район администрацийĕн Дипломĕ тата укçан преми парса хавхалантарчĕç. Производствăра хастар тăрăшакан 30 ĕçчен те чыс-сума тивĕçрĕ. Ял хуçалăхĕпе промышленноçра вăй хуракансен кунĕ ячĕпе вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн председателĕ Андрей Суварин та саламларĕ.
Залри халăха районти культура керменĕ çумĕнчи «Тивлет» ташăпа юрă ансамблĕ, Кульцав юрăçи Марина Нягина, ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсем уяв концерчĕ кăтартса савăнтарчĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |