Экономикăри тăхăр уйăхри çитĕнÿсем, тата ку тапхăрта социаллă ыйтусене татса парассипе мĕнле ĕçлени – депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче район аталанăвне хаклакан çак тĕп кăтартусене пĕтĕмлетрĕç.
Тĕп ыйтăва çутатнă май, пĕтĕмлетÿллĕ докладпа депутатсем умне экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова тухрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, чылай енпе ăнăçлă ĕçленĕ. Кашни ушкăнпа тĕп кăтартусене тишкерсе цифрăсемпе çирĕплетрĕ вăл. Сăмахран, районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 446,8 миллион тенкĕ чухлĕ тулнă (пĕлтĕрхи шайпа – 108,3 процент). Хывăмсен ÿсĕмĕ 34,3 миллион тенкĕпе танлашать. Çав шутра бюджета кĕнĕ харпăр хăй тупăшăн тÿпи те пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен пысăкрах – пĕтĕмпе 155,6 миллион тенкĕ.
Промышленноç комплексĕнче производство калăпăшне «Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă обществăсем 4,5 тата 3,7 процент ÿстерме пултарнă. Районĕпе илес-тĕк, мĕнпур предприятире январь– сентябрь уйăхĕсенче 13 миллиард та 840 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Вырăнта хатĕрлесе ăсатнă продукцин, тивĕçтерÿсен калăпăшĕ вара 15 миллиард та 928 миллион тенкĕлĕх.
Паянхи конкурентлăх çивĕч вăхăтра çĕнĕ йышши технологисене ĕçе кĕртмесĕр, пурлăх базине пуянлатмасăр аталану çулĕпе пыма йывăртарах. Çакна ăнланса экономикăн мĕнпур отрасльне калăпăшлă инвестицисем хывăнаççĕ. Ку хисеп тăхăр уйăхра 406 миллион тенкĕпе танлашнă. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 51 инвестици проекчĕ пурнăçланать, кунта – предприяти-организацисем хăватлă техника е оборудовани туянни те, строительство объекчĕсене çĕклени те, ытти те.
Пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕре 9213,9 тăваткал метр хута янă: нумай хваттерлĕ çуртсен тÿпи 1956 тăваткал метр пулсан, уйрăм çынсен çурт-йĕрĕ – 7257,9 тăваткал метр.
Каласа хăвармалла, республикăра пурнăçланакан пуçаруллă бюджет программи вырăнти обществăлла инфраструктурăна хăтлăлатма лайăх майсем туса пачĕ. Ун йĕркипе тĕрлĕ поселенире пĕтĕмĕшле 11,1 млн ытла тенкĕлĕх 19 проекта ĕçе кĕртнĕ. Çул юсавĕпе çыхăннисем – тăхăр, масарсене хăтлăлатассипе – сакăр, футбол площадки йĕркелессипе тата пĕве тасатассипе пĕрер проект пулнă.
Социаллă ыйтусем пирки сăмах хускатнă май, пăшăрхантаракан сăлтавсенчен пĕри демографи лару-тăрăвĕ пулнине палăртрĕç. Паллах, шухăша яракан кăтарту: тăхăр уйăхра 196 пепке çут тĕнчене килнĕ-тĕк, район çыннисен шучĕ ку хисепрен икĕ хут ытларах – 402 çын – чакнă. «Хăшпĕр ялсенче кăçал вуçех ача çуралманни те пур», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.
Ларура пăхса тухнă ытти ыйтусенчен ытларахăшĕ тĕрлĕрен йышăнусене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Кăçалхи тата 2020–2021 çулсем валли планпа пăхнă бюджетсенчи ылмашусемпе финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова паллаштарчĕ. Вĕсем сентябрьте республика бюджетĕнче куçăмсем пулнипе, çавна май муниципалитетсене хушма укçа-тенкĕ тивĕçнипе сăлтавланнине каларĕ. Улшăнусене çирĕплетнĕ хыççăн район бюджечĕн кăçалхи пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 643268273,96 тенкĕ пухăнасса палăртаççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |