Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сахăр диабечĕпе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă турĕç.
Сахăр диабечĕ – эндокрин системин чирĕ, хырăм ай парĕн гормонĕ (инсулин) çителĕклĕ пулманран юнри сахăр шайĕ ÿсет. Диабета пула япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, юн тымарĕсем, нерв системи тата ытти органсем сиенленеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен эндокрин чирне пуçараканнисем шутне çак паллăсене кĕртме пулать – йăх-ăрура сахăр диабечĕпе нушаланакансем пурри, психикăпа ÿт-пÿ суранĕсем, самăрлăх, хырăм ай парĕн, шалти секреци пайĕн тĕрлĕрен тĕрлĕ чирĕсем, çире пурри, вирус инфекцийĕсем, хăшпĕр эмелсене ĕçни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнманни.
Сахăр диабетне икĕ ушкăна уйăраççĕ. Чи анлă сарăлни – 2-мĕш ушкăнри диабет, унпа чирлекенсен 70 проценчĕ аптăрать. 2-мĕш ушкăнри диабетăн сăлтавĕсем: 45 çултан иртнĕ ÿсĕм, кĕлетке виçи ытлашши пулни, юн пусăмĕ тăтăшах ÿсни, холестерин шайĕ пысăкланни тата ыттисем.
«Сахăр диабечĕ» диагноза врач палăртать. Сывлăха тĕрĕсленĕ чухне хăвăра мĕн канăçсăрлантарнине тухтăра пĕтĕмпех пĕлтермелле, çавăн пекех тăвансем хушшинче сахăр диабечĕпе чирлисем пуррипе çуккине каламалла.
1-мĕш ушкăнри диабет чухне инсулин инъекцийĕ кирлĕ.
2-мĕш ушкăнри диабетпа чирлекенсен сипленме мĕнрен тытăнмалла-ха? Чи малтанах кĕлетке йывăрăшне чакармалла, хусканусем ытларах тумалла. Юнри сахăр чактăр тесен диетăна пăхăнмалла. Тухтăр сахăра пĕчĕклетме пулăшакан препаратсем çырса пама та пултарать.
Калас пулать, «пылак чиртен» пĕтĕмпех сывалса пĕтме çук. Çавăнпа хăшпĕр сиплевçĕсем тĕлĕнтермĕш эмел таврашĕ пур тесе калаçнине ан ĕненĕр. Чи кирли – чире шала ямалла мар. Эмел вăхăтра ĕçмелле, тĕрĕс апатланмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Асра тытăр: юнри сахăр шайне виçсех тăмалла.
Е.АЛЕКСАНДРОВА,
район тĕп больницин эндокринологĕ.
Ноябрь 2024 |