МЧС-ăн оперативлă пĕлтерĕвĕсенче кунсерен тенĕ пекех çунакан хытхураран тата çÿп-çапран пуçланнă пушарсем малти вырăна тухаççĕ. Республикăри пушар сÿнтерекенсен те вут-çулăм çавăрса илнĕ пысăк лаптăксене талăкра темиçе те тухса кайма тивет. Юлашки вăхăтра çакнашкал тĕслĕхсем пушшех нумайланнă.
Çавна май, кăткăс лару-тăрăва асăрхаттарас тĕллевпе, республикăра апрелĕн 1-мĕшĕнчен пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă тапхăр çирĕплетнĕ. Çакăнпа пĕрлех вăрман пушарĕсем алхасма пултаракан вырăнсен переченьне те палăртнă.
Паянтан вара Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе Чăваш енре пушара хирĕçле уйрăм йĕркене пăхăнмалла. Вăл граждансемшĕн хăшпĕр чарусем кĕртет. МЧС-ăн Тĕп управленийĕ ăнлантарнă тăрăх, уйрăммăн илсен, вăрмансенче тата вĕсен çывăхĕнчи территорисенче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат-çимĕç пĕçерме, çÿп-çап çунтарма юрамасть. Вăрмансем çумĕнчи е ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе юнашар лаптăксенче типĕ курăка чĕртсе яни те йĕркене пăсни шутланать. Кунсăр пуçне, çак кăткăс тапхăрта, пушар хăрушлăхĕ 4-мĕш тата 5-мĕш классемпе танлашсан, çанталăк условийĕсене кура вăрмансене кĕме вуçех чарма пултараççĕ. Раççей МЧС-ĕ асăрхаттарать: пушара хирĕçле уйрăм йĕркере штрафсен виçи пысăк, вĕсем ытти вăхăтринчен икĕ хут ÿсеççĕ.
Чăнах та, çуркунне пуçланнă-пуçланман типĕ курăкпа çÿп-çапа тĕрĕслевсĕр чĕртсе яни çутçанталăка сахал мар сиен кÿчĕ. Кашни тĕслĕхĕнче тенĕ пекех айăпли – çын. Вăл тимлĕ пулманни, çăмăлттайла хăтланни. Коронавирус чирĕнчен асăрханса килтен тухма юраманни пирки каланă пулин те, нумайăшĕ кану вырăнĕсене, вăрмансене çÿрет, теприсем дачăсемпе хуçалăхсенче пахча ĕçĕсене пуçăнма хатĕрленеççĕ. Хĕл хыççăн тухнă тасамарлăхсене тирпейлеме вара вĕсене чĕртсе çунтараççĕ. Çак сăлтавсене пула ÿсет те çуркунне пушарсен шучĕ.
Çăмăлттайланни вара пысăк инкекпе вĕçленме пултарать. Тунтикун, ак, Улатăр вăрман хуçалăхĕнче пушар алхаснă. Малтанхи верси тăрăх, çулăм вăрмана типĕ курăкран сиксе ÿкнĕ, 90 га лаптăка çулса илнĕ. Унпа кĕрешме 14 техника хатĕрĕ, 110 çын хутшăннă.
Ытларикун та республикăри çăлавçăсем темиçе районта, çав шутра пирĕн тăрăхра та, уçă вырăнсенче типĕ курăк çунтарнипе сарăлнă пушарсене регистрациленĕ. Унччен маларах, иртнĕ канмалли кунсенче, Пăртас ялĕнче «хĕрлĕ автан» пурăнмалли çуртсем çине сиксе ÿкес хăрушлăх тухнă. «Пушар сÿнтерекенсен çулăм çулне чарма май килнĕ, пÿртсем сиенленмен. Анчах вăл пĕр хуçалăхри хуралтăсене тĕп тунă. Хытхурана çунтарнă чух асăрханулăх çинчен манни, тĕрĕссипе, хакла ларма пултарнă», – пĕлтерет МЧС-ăн тĕп управленийĕн пресс-служби.
Инкексем тата пысăкрах сиен ан кÿччĕр, çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх ан кăларччăр тесе МЧС служби пурне те тимлĕхе вăйлатма чĕнсе калать. Çĕршывра ахаль те хăрушă амак – коронавирус чирĕ – сарăлассине хирĕç тăма мĕнпур вăя янă. Апла пулсан хамăр айăппа çутçанталăк пушарĕсене тухма памалла мар, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта чрезвычайлă лару-тăрусем тухассинчен пурин те сыхланмалла.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |