Ашшĕ-амăшĕ ачашăн çывăх тус пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2020, 15:27 Просмотров: 574

Юлашки вăхăтра обществăра сарăлакан çĕнĕ, уйрăмах ачасемпе çамрăксене сиенлекен, хăрушлăх çинчен нумай калаçма пуçларĕç. Сăмах  снюссем пирки пырать. Мĕнле вещество вăл снюс, унăн сиенĕ еплерех палăрать – çак тата ытти ыйтусене Медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республикăри центрĕн врачне Елена Михайловна ЕГОРОВАНА хуравлама ыйтрăмăр.

– Елена Михайловна, ку табак продукчĕ Раççейре хăçан тата мĕнле майпа сарăлма тытăннă;

– Ачасемпе çамрăксем табак продукцийĕн урăх тĕсне усă курма тытăнни çинчен информаци иртнĕ çулларан палăрчĕ. Анчах снюс пачах та çĕнĕ продукт мар. Пĕрремĕш хут вăл 17-мĕш ĕмĕртех Швецире тупăннă, каярахпа ытти çĕршывсенче сарăлнă. 1993 çулта Европа çĕршывĕсенче (Швецисĕр пуçне) снюссемпе усă курма саккунпах чарнă. Снюссен сиенĕ табак туртнинчен те вăйлăрах пулнине кура, чарусене кĕртме Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ  тăрăшнă. Раççейре снюссем 2000 çулсен пуçламăшĕнче суту-илĕве тухнă. 2015 çултан çак продукци чарура шутланать: курттăмăн тата ваккăн сутнăшăн уйрăм çынсене 4 пин тенкĕ, должноçрисене 12 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 60 пин тенкĕ таран штраф хураççĕ.

– Апла пулсан снюс туса хатĕрлекенсем тата сутакансем саккуна пăсаççĕ...

– Пирĕн çĕршывра ăна сутма чарнă пулин те, усал шухăшлă çынсем саккунран иртмелли тата явапран хăтăлмалли  меслет тупнă. Снюссене чаракан саккунра, ак,  вăл табак изделийĕ тесе палăртнă. Производительсем никотинпа витернĕ леденецсемпе чăмлаксем кăларнă май «табак» сăмаха ниçта та кăтартмаççĕ. Саккунра вара никотин чарăвĕ пирки сăмах пымасть. Çавăнпа та ноябрĕн 28-мĕшĕнче Патшалăх Думине хальхи саккунсенчи çак «шăтăксене» пĕтермелли саккунсен проекчĕсене сÿтсе явма кĕртнĕ.

– Снюспа усă куракансен тĕп пайĕ – çула çитменнисем. Шăпах учительсем чи малтанах сисчĕвленсе ÿкрĕç: вĕренекенсем хăрушлăхра-çке. Мĕнле майпа «туслашаççĕ» вĕсем çак усал йăлапа;

– Снюс – табак компанийĕсене пысăк укçа паракан черетлĕ коммерци продукчĕ. Вĕсем шăпах ачасемпе çамрăксене сиенлĕ наркăмăша явăçтарас тĕллевлĕ. Çамрăклах çак япаласене иленнĕ çын пурнăç тăршшĕпе хăйсене укçа кÿрессе шанаççĕ вĕсем. Çавăнпах никотинлă хутăшсене леденецсемпе канфетсем, мармеладсем, чăмлаксем евĕр кăлараççĕ, илемлĕ тĕркемсем ăшне чикеççĕ.

Пурте пĕлетпĕр, ăс-тăна минретекен япаласене ачасем мĕнле маларах тутанса пăхаççĕ, çавăн чухлĕ хăвăртрах вĕсен витĕмне кĕрсе ÿкеççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, туртакансен 80 проценчĕ пĕрремĕш  сигарета çамрăклах çăвара хыпнă. Ытти сиенлĕ япаласемпе – наркотиксемпе е алкогольпе –  те çавăн пекех.

Ачасемшĕн çĕнни, уйрăмах юраманни, питĕ кăсăклă. Сиенлĕ япалана темиçе хутчен тутанса курнăшăнах чирлесе каяссине вĕсем вуçех ăнланмаççĕ. Рекламăна шанаççĕ, снюс хăрушсăр тата ăна кирек хăш вăхăтра пăрахма пулать тенине ĕненеççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен тимлĕ пулмалла.

– Елена Михайловна, ăнлантарăр-ха, мĕн вăл снюс;

– Снюс – вĕтетнĕ нÿрĕ табак е синтетика никотинĕпе витернĕ ÿсентăран сÿсĕ. Сигаретран никотин виçи пысăккипе уйрăлса тăрать. Чи «хаяр» сигаретра та 1,5 мг никотин пулсан, снюспа организма 22 мг лекме пултарать. Шутласа илĕр-ха: çакă 15 хут ытларах вĕт. Снюс çăварта 5–10 минут кăна пулсан та юна хăрушă веществосен пысăк пайĕ куçать. Унсăр пуçне, ку наркăмăшра канцерогенлă хими япалисем те тем чухлех.

– Сиенĕ пирки сăмах хускатрăмăр пулсан, калăр-ха, снюспа усă курни мĕн патне илсе çитерет;

– Ку усал япалапа аташни организма çав тери хавшатать. Пĕрремĕшĕнчен, снюспа пĕрмаях усă кураканăн çăварĕн лăймака сийĕ суранланать, стоматит пуçланать, шăл тунисем шыçаççĕ, шăлсем арканаççĕ. Хăшпĕр чухне чĕлхе рецепторĕсем  те туйма пăрахаççĕ.

Никотинăн юн тымарĕсене пĕрес витĕм пур. Пĕр вăхăтрах юна никотинăн пысăк виçи лексен юн пусăмĕ тăрук ÿссе каять. Çакă чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн ĕçне пăсать, йывăр чире пуçарать.

Вар-хырăм органĕсене те сиенлет снюс. Ăна чăмласан е ĕмсен çăварта сурчăк ытлашши пухăнать. Вăл никотинпа тата канцерогенсемпе хутшăнса вар-хырăмăн тата пыршăлăхăн лăймака сийне амантать, гастритсемпе язвăсен сăлтавĕ пулса тăрать.  Паллах,  çăварти, вар-хырăмри, хырăмай парĕнчи, пыршăлăхри сурансем усал шыççа куçас хăрушлăх та пысăк.

Çамрăксен организмĕ йĕркеленсе çитменннине кура, снюс вĕсемшĕн уйрăмах сиенлĕ. Çÿлерех асăнннă чирсемсĕр пуçне ачасемпе çамрăксен агресси, шăртланчăк туйăмĕсем палăраççĕ, ÿсеслĕх чакать, ăс-тăн улшăнать, астăвăмпа тимлĕх те хавшать.

– Массăллă информаци хатĕрĕсенче синкерлĕ вĕçленнĕ тĕслĕхсем пирки те çырчĕç...

– Чăнах та, шăпах çамрăксем снюс хыççăн вилнĕ тĕслĕхсем пулнă. Унпа усă куракансен никотинпа ытти наркăмăшлă япаласем сурчăкпа  тÿрех юн çаврăнăшне куçаççĕ. Организма никотин мĕн чухлĕ лекнине нимле те тĕрĕслеме çук. Çав вăхăтрах снюса пĕр хутчен тутанни те никотинпа йывăр наркăмăшланни патне илсе çитерме пултарать. Наркăмăшланнин паллисем: лĕклентерни, хăстарни, сурчăк нумай пухăнни е çăвар типни, хырăм ыратни. Куç шăрçисем сарăлни е пĕрĕнни, ÿт кăвакарни те тĕл пулать. Кăкăр хĕсме, чĕре хăвăрт тапма, ал-ура чĕтреме, шăнăр туртма, ăс-тăн анрама, çын аташма пуçлать. Уйрăмах йывăр лару-тăрура ача тăн çухатма, комăна кĕрсе ÿкме, паралича пула вилме те пултарать.

– Сиенлĕ йăларан сыхланас тĕллевпе ачасене, ашшĕ-амăшне мĕн сĕннĕ пулăттăр;

– Мĕн пĕчĕкренпех ачапа ашшĕ-амăшĕ хушшинче туслă хутшăнусем пулмалла. Хăвăр тĕпренчĕкĕрсемпе май килнĕ таран ытларах вăхăт ирттерме тăрăшăр, вĕсене итлеме тата илтме вĕренĕр. Сирĕн ача мĕнпе интересленет, унăн шухăш-кăмăлĕ, туйăмĕсем мĕнле – нихăçан та тимлĕхрен ан кăларăр. Ăна тĕрлĕ лару-тăрура хăйне тĕрĕс тытма вĕрентĕр, кирек мĕнле çивĕч ыйтăва пĕрле сÿтсе явăр. Ача яланах ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу илме пултарнине пĕлтĕр. Хăвăр сывă пурнăç йĕркине тытса пырса вĕсене тĕрĕс тĕслĕх кăтартăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА хатĕрленĕ. 

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика