Чăвашсен калаçу чĕлхи çепĕç, тĕлĕнмелле çемçе пулнине кашниех палăртать. Ăна ют çĕршыв ученăй-лингвисчĕсем те кăмăлласа тĕпчеççĕ.
Урамра е лавккара, е обществăлла ытти вырăнта ачасем чăвашла калаçнине илтсен яланах чарăнса тăрса итлетĕп. Кăмăл уçăлса каять. Çакăн пек ашшĕ-амăшĕ «хăйсен ратне манман Ивансем» пулманни, ывăл-хĕрне тăван чĕлхене вĕрентни савăнтарать.
Хамăн ачалăх аса килет. Эпĕ ялта вырăс çемйинче ÿснĕ. Тантăшсем – чăвашсем. Яланах пĕрле вылянă, национальноç пирки шухăшламан та. Манăн питĕ чăваш чĕлхине вĕренес килетчĕ, юлташсен – вырăсла калаçма. Çапла эпир пĕр-пĕринчен вĕренсе ÿснĕ. Халĕ çăмăллăнах калаçма пултаратăп.
Вĕрентÿллĕ тепĕр самант та аса килет. Институт пĕтернĕ хыççăн пире юлташпа иксĕмĕре Çĕрпелти вăтам шкула направлени пачĕç. Ялĕ пысăк, пурте тенĕ пек чăвашла калаçаççĕ. Пĕрремĕш чĕрĕк вĕçленсен шкул коллективĕ Кайри Тукайри пуçламăш шкулта пĕтĕмлетÿллĕ пуху йĕркелерĕ. Учительсем пурте чăвашла тухса калаçаççĕ. Тăнласа ларатăп та – мĕн тери хитрен илтĕнет! Ăшра шутлатăп: «Эпĕ те чăвашла калаçма пĕлетĕп-çке!» Тухрăм та пуçларăм: çурри – чăвашла, çурри – вырăсла. Сăмах запасĕ çитмест. Ашшĕ-амăшĕ хĕрхенчĕç пулас: «Хĕрĕм, эс вырăслах калаç, эпир ăнланатпăр», – терĕç. Çак ырăлăха паян кунччен те манмастăп, вĕсене ăнланушăн тав тăватăп.
«Чăваш Республики Раççей çĕрĕн варринче вырнаçнă. Унта авалтан православи тата мăсăльман тĕнĕсен халăхĕсем – славянсем, тĕрĕксем тата финн-угорсем – туслăхпа килĕшÿре пурăннă». Çакăн пек çырса кăтартнăччĕ «Российская Федерация» обществăлла политика журналĕнчи «Регион крупным планом» статьяра (1997 ç).
Ку тĕрĕсех. Пĕр тĕслĕхе кăна илсе кăтартам. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемччен пирĕн ялсене пур регионтан та çамрăк специалистсем килнĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ, уйрăмах хĕрсем, çемье çавăрса кунтах юлнă. Чăвашла та таса калаçма вĕреннĕ. Сăмахран, Татьяна Владимировна Скворцована илер. Шĕнер Ишек шкулне Владимир облаçĕнчен килнĕ. Вăл чăваш чĕлхине çăмăллăн алла илнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле.
Хама илес пулсан, пуху хыççăн тепĕр кунне шкула ирех çитрĕм, учительскинчи сĕтел çинче выртакан чăваш хаçатне (ку районти «Çĕнтерÿ çулĕ» пулчĕ, унтанпа ăна пĕр çул та çырăнмасăр юлман) алла илтĕм, чăвашла вулама вĕренес терĕм. Пĕрре вулатăп, нимĕн те ăнланмастăп, унтан татах та татах вулатăп... Çапла вĕрентĕм те. Ку мана малашнехи ĕçре çав тери кирлĕ пулчĕ. Район администрацийĕнче ĕçленĕ чухне Чăваш ен Патшалăх Канашĕн национальноçсен ĕçĕсен комитетне кирлĕ информацие чăвашла çырма пултартăм. Халăхпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулусенче те чăвашла ăнлантарма пултараттăм.
Пĕр эпизод (телее, пĕрре кăна) аса килчĕ. Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсенче вĕренÿ планне чăваш чĕлхи предметне кĕртсен ман пата (ун чухне РОНО пуçлăхĕнче тимлеттĕм) темиçе ашшĕ-амăшĕ вирхĕнсе кĕчĕç, мĕншĕн çапла тунишĕн тарăхса калаçрĕç. Шалт тĕлĕнтĕм – вĕсемпе наци чĕлхине юратмалли пирки «воспитани ĕçĕ» ирттерме тиврĕ.
Халăх шухăш-кăмăлне улăштарнă тапхăр Н.В.Федоров Президента ларсан пулчĕ. Вăл «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна йышăнчĕ. Унта республикăра тан икĕ – вырăс тата чăваш – чĕлхе пулнине палăртнă. Пуçласа чăваш чĕлхи патшалăх статусне йышăнчĕ.
Астăватăп, çавăн чухне предприяти-организацисен административлă çурчĕсем çине вĕсен ячĕсене икĕ чĕлхепе çырас ĕç пуçланчĕ. ,ç производствине чăвашла йĕркелессипе кăтартуллă методика сĕнĕвĕсем хатĕрлерĕç тата ытти те.
Халăхăн мухтавлă ывăлĕсем – Н.В.Федоров, А.П.Хузангай, П.С.Краснов, Л.П.Кураков – вăл вăхăтра республика авторитетне çĕклессипе, чăваш чĕлхине аталантарассипе нумай ĕç турĕç, халăхпа чăвашла калаçрĕç.
Культура учрежденийĕсем чăваш йăлисене упраса хăварни савăнтарать. Поселокри, ялсенчи шкулсенчи чăваш чĕлхи учителĕсем, акă, ачасене тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсене явăçтараççĕ, чăвашла сăвăсем çырма вĕрентеççĕ, вĕсен хайлавĕсем пичетре кун çути кураççĕ. Ку, ман шутпа, пысăк çитĕнÿ.
Чăваш чĕлхи кунĕнче пурне те мăнаçлăх туйăмĕ, тăнăçлăх, ăнăçу , аталану сунас килет. «Чĕлхе пурнать – халăх та пурнать», – тенине манас марччĕ.
Нэлли СТЕКЛОВА,
ĕç ветеранĕ.
Ноябрь 2024 |