Район хаçатĕнче («Социализм çулĕпе», «Çĕнтерÿ ялавĕ», «Çĕнтерÿ çулĕ») нумай çул пĕрле ĕçленисем.
Василий Викторович Викторов редакцин ответлă секретарĕ пулчĕ. Вăл пурнăçа, вăхăта тăнлама, çавна кура номерсене çĕнĕрен-çĕнĕ темăсемпе планлама, йĕркене çирĕп тытма пĕлнĕ. Чăваш телевиденийĕпе радиокомитетĕнче ĕçленĕ вăхăтра та (корреспондент, Чăвашрадио тĕп редакторĕ – 1963–1989) «Çĕнтерÿ çулне» очерксем ярса тăратчĕ. Ăна «Телевиденипе радиовещани отличникĕ» паллăпа наградăларĕç. Василий Викторович ВЛКСМ Калинино райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă чухне мана комсомол ретне йышăннă, нурăссен хаçатне çырса тăма явăçтарнă.
Николай Артемьевич Орлова эпĕ çур ĕмĕр ытла пĕлнĕ, 1957–1983 çулсенче вăл редактор çумĕ тата парти пурнăçĕн пайĕн пуçлăхĕ пулчĕ. Питĕ вăр-вар, хастар этемччĕ! Çырма ларчĕ-тĕк – автомат тейĕн! «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ятарлă корреспондентра çÿренĕ май, виçĕ районшăн (Элĕк, Ишлей, Красноармейски) ĕçленĕ. Чăвашрадио корреспонденчĕ пулнă. Пурнăçа, çынсене лайăх пĕлетчĕ. Журналистикăна партшкулта, СССР Журналистсен Мускаври Тĕп çурчĕн лекторийĕнче вĕреннĕ.
Анатолий Игнатьевич Степанов редакцине ман хыççăн тепĕр çулталăкран вырнаçрĕ. Вăрнартан эп Мăн Явăша, вăл Красноармейски районне кунран-кун тенĕ пек çуран утаттăмăр. Анатолий унччен Красноармейски районĕн хаçатĕнче ĕçленĕ. Хусанта университетра пĕрле вĕрентĕмĕр. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне чаплă вĕренсе пĕтернĕскер, редакцинче нумай çул ял хуçалăх пайне тытса тăчĕ, ответлă секретарь тата редактор пулчĕ (1963–1982).
Пĕр икĕ-виçĕ çул хушши илĕм-тилĕм тăрса ултă сехет тĕлне çыхăну çуртĕнчи радиостудие чупаттăм. Кăнтăрла хаçатшăн ĕçленĕ, каçхи пиллĕкрен радиохыпарсем хатĕрлеттĕм. Çынсене эфира тухиччен микрофон умĕнче пайтах муритленĕ. Районта радиоорганизатор штачĕ пулман, ăна укçа тÿлемен – ку ĕçе эпĕ хам ирĕкпе кÿлĕннĕ. Каярахпа, ман хыççăн, магнитофонпа, символлă тÿлевпе тивĕçтерчĕç, радиоорганизатор должноçне хаçат редакцийĕн штачĕпе картсан, районти радиовещанипе Павел Евдокимович Кошкин туллин ăнăçлă ĕçлесе кайрĕ, вунă çул тăрăшрĕ. Павел Евдокимович халăх хушшинче хисеплĕ, авторитетлă çынччĕ. РСФСР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ятне Чăваш АССР Культура министерствин Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Ăна ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Гриша-Кĕркури Михайловпа иксĕмĕре сăвă çырни паллаштарнă. Çамрăк литераторсен Вăрнарти, Шупашкарти семинарĕсене пĕрле çÿреттĕмĕр. Юлташăм Вăрнарти зооветеринари техникумне, Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерчĕ, «Знамя», «Ленинец», «Колос» колхоз-совхозсенче тĕп зоотехникре тăрăшрĕ (1958–1962, 1965–1985). Раççей Журналистсен союзĕн членĕ (1972 çултанпа), СССР Писательсен союзĕн членĕ (1982 çултан) пулчĕ. Хушма Илепер ятпа сăвăсен виçĕ кĕнекине кăларчĕ («Униче», «Парăм», «Çĕклем»). Эп ăна икĕ хутчен хаçатра ĕçлеме тархасларăм: пĕрре 1962 çулта, тепре – 1985-мĕшĕнче. Григорий Михайлович çичĕ-сакăр çул хушши редакцин ял хуçалăх пайне ертсе пычĕ, хаçата çырма агрономсене, зоотехниксене, хуçалăхсен ертÿçисене нумай явăçтарчĕ. Редакцире пĕр пÿлĕмре республикăн тава тивĕçлĕ икĕ зоотехникĕ ларатчĕ. Кĕркурие ку ятпа 1980 çулта хисеплерĕç. Пай пуçлăхĕ Алексей Иванович Иванов – Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ (1969), РСФСР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ (1972). Ку хăйĕн ĕçне-хĕлне, опытне кура специалистсене умлă-хыçлă вунпĕр кĕнеке çырса парнелерĕ. Сăнавĕ-тĕпчевĕ унăн Вăрнарти чăх-чĕп инкубаторĕн тĕп зоотехникĕ тата директорĕ чухне пухăннă (1948–1958, 1962–1981). Юлашки кĕнекине редакцилеме Алексей Иванович мана шанчĕ. Ултă повеç «Çапла пурăнатпăр» ятпа 2006 çулта кун çути курчĕ. Сăнарсем-персонажсем унта пурте Вăрнартан, хамăр хушăран.
Вăрнар хаçачĕ ĕмĕртен паллă çыравçăсене пĕрлештернĕ. Çав шутра штатра тăнă писательсем, Союза каярахпа йышăннисене те шута илсе: Петр Ялгир, Владимир Кузьмин, Серафим Ефимов, Гр. Илепер, Вен. Сорокин, Ал. Иванов, Ст. Юркин, Ольга Куликова, Петр Краснов, Калистрат Воробьев, Василий Еремеев, Анат.Емельянов... Штатра тăмасăр пĕрмай пичетленнисем: Краснов-Асли, Мĕтри Кипек, Анатолий Анат, Ал. Воробьев, Юрий Айдаш, Григорий Луч, Георгий Ангер, Порфирий Егоров, Çĕпритун Шăпчăк, Виталий Родионов, Антип Николаев, Валерий Кошкин, Виктор Туринге, Георгий Кузьмин, Алексей Антонов, Григорий Семенов, Владимир Толстов, Григорий Скворцов, Петр Михайлов... Пурте вĕсем тăван Вăрнар енĕн, Тăван çĕршывăн хĕрÿ чĕреллĕ манмасла патриочĕсем.
Михаил ВАСИЛЬЕВ.
Ноябрь 2024 |