Çамрăксен ăс-тăнĕ çирĕпленейменнипе, кăсăклăх туйăмĕ пысăккипе усă курса, наркотиксене саракансем ку усала вĕсене ытларах илентересшĕн. Çавăнпах пуçа анратакан наркăмăшсен çĕнĕрен те çĕнĕ тĕсĕсене шутласа кăлараççĕ.
Вĕсенчен пĕри – а-PVP (Альфа-ПВП) препарат. Ун витĕмĕпе çамрăксем тунă тискерлĕхсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче те юлашки уйăхсенче пĕрре мар çырчĕç. Çула çитменнисем те уйрăмах хăвăрт явăçаççĕ ăна.
Çĕнĕ йышши наркотик чăннипех те сывлăхшăн та, пурнăçшăн та хăрушă. Унчченхи препаратсенчен самай вăйлăрах сиен кÿрет: ăс-тăна кăна мар, пĕтĕм организма аркатать. Чи малтанах ăна фармацевтика тĕллевĕпе шутласа кăларнă, юлашки вунăçуллăхра вара наркотик шутĕнче сарăлчĕ. «Дизайнер» наркотикĕ шутне кĕртеççĕ ăна. Вещество юридици статусне илнĕ хыççăн çакăн евĕр препаратсене хатĕрлесси вара татах та ÿснĕ.
Çак кристалл евĕр япаласем пуçа арпаштарнипе пĕрлех организма та пĕтĕмĕшле наркăмăшлаççĕ. Çыннăн ăс-тăн улшăнать, хăй мĕн хăтланнине ăнланмасть. Интоксикаци те хăйĕннех тăвать: тасамарлăхсем юна, мĕнпур органа сарăлаççĕ. Сиенĕ – вилĕм таранах. Наркотике алкогольлĕ шĕвексемпе пĕрле ăша хывнă-тăк, сиенлĕ витĕм темиçе хут ÿсет.
а-PVP-па усă куракансен çак паллăсем курăнма пултараççĕ, вĕсем çамрăксен ашшĕ-амăшне сисчĕвлентерме кирлĕ: чĕре хăвăрт тапни, юн пусăмĕ тата ÿт температури хăпарни, вар-хырăм пăсăлни, апат çиес килменни, ÿт хĕрелни, куç шăрçисем сарăлни тата шăлсене шăтăртаттарни, пуç ыратни тата сывлăш пÿлĕнни.
Нумай чухне кĕлетке çинче вĕтĕ шатра тухса тулни те тĕл пулать. Çавăн пекех серотонин синдромĕ пуçланас хăрушлăх пысăк. Ун пек чухне температура 42 градуса çитме пултарать, хусканусем япăхланаççĕ, тытса пăрахать, çынна хутлатса лартать, ал-ура туйма пăрахать тата ытти те.
Килĕшетĕр пулĕ, хăратса ÿкерекен ÿкерчĕк. Кунсăр пуçне а-PVP чĕрепе пÿре, пĕвер ĕçне тăрук чарса лартнине, инфарктпа инсульт сăлтавĕ пулнине шута илсен, ку наркăмăш çывăхне пымалла та мар пек. Анчах, шел те, çамрăксем хушшинче ун «тарçи» пулса тăнисем сахал мар.
Наркотикăн çак тĕсне иленнĕ çыннăн кăмăл-туйăмĕ улшу. Унран мĕн кĕтмеллине пĕлместĕн. Ăс-тăнĕ минренĕрен, куçне темтепĕр курăннăран хăйне хăй айăплама та пултарать вăл. Çын хăйне хĕрсе çунса тухнăн туять, ÿт тăрăх хурт-кăпшанкă чупнăн курăнать. Çавна пула çынсем умĕнчех, обществăлла вырăнсенчех тумтире хывса пăрахать.
Тавралли çынсемшĕн те хăрушă вăл. Ку наркотике «астивсе» пăхнисем кайран тухтăрсене каласа панă тăрăх, пĕрисене тавралăха «таса мар вăйсенчен» хăтарма туртнă-мĕн, теприсене такам вĕлерме хăтланнăн курăннă. Вăрттăнлăх мар, вĕсен агрессиллĕ тыткаларăшĕ пысăк синкер патне те илсе çитерет.
а-PVP серепине кĕрсе ÿкнĕ çынна сиплеме йывăр. Ăс-тăнра пулса иртнĕ хăшпĕр улшăнусене тавăрма çук. Эмелпе сыватнипе пĕрлех социаллă-психологи реабилитацийĕ кирлĕ. Сиплев курсĕ çулталăкран кая мар, тата наркоманăн ашшĕ-амăшне самай хакла ларать.
Профилактика пирки калас-тăк, ăна наркотикăн ытти тĕсĕсенчен сыхланнă пекех йĕркелемелле. Ку сиенлĕ препарат умĕнче чи хÿтлĕхсĕррисем, паллах, ачасемпе çамрăксем. Аслисем ăна сахалрах иленеççĕ. Апла-тăк, ывăлĕ-хĕрĕ çак наркăмăшпа çыхланассине асăрхаттарасси чи малтанах ашшĕ-амăшĕ çине тиенет. Сĕнÿсем вара ансат: ачапа тăтăш калаçăр, ун интересĕсемпе, вăхăта мĕнле ирттернипе пĕрмаях кăсăкланăр. Вăл яланах асăрхавра пултăр, сирĕн юратупа тимлĕхе туйтăр.
Д.НИКОЛАЕВ,
врач-психиатр-нарколог.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |