Ентешсемшĕн – Геройпа танах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.01.2018, 11:03 Просмотров: 538

Ленинград блокадин ункине татнăранпа 75 çул çитрĕ

Тимофей Алексеевич Алексеев паттăрла вилни – 75 çул

460 çул тултаракан ватă ял – Кивçурт Енĕш – пысăк мар, анчах та кунтан паллă çынсем сахал мар тухнă. Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов, чăваш халăх артистки, юрăçă Людмила Ивановна Семенова, тĕрлĕ отрасльсенче палăрнисем чылай. Япони, Финлянди, Германи вăрçисем витĕр тухнă, паттăрлăх нумай хутчен кăтартнă тепĕр çынна – Тимофей Алексеевич Алексеева та çак йыша кĕртмелле.

1916 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ – Алексей Никитич Никитин, амăшĕ – Анна Семеновна Семенова ачисене ĕç патне çамрăклах явăçтарнă. Тăххăрăн пулнă вĕсем: Тимофей, Клавдия, Евдокия, Дария, Анна, Мария, Ольга, Христина тата Александра. Вăхăт çитсен пурте Енĕшри тăватă çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Тимофей вара Вăрман Кипекри 7 класс вĕренмелли шкулта пĕлĕве тăснă.

Колхозсем тума пуçласан Алексей Никитин çемйи те колхоза кĕнĕ. Малтанхи «Çĕнĕ Енĕш» колхоз саланса кайсан, 1931 – 1934 çулсенче «Красноармеец» ячĕллĕ колхоз йĕркеленнĕ. Çĕнĕ колхоза ХТЗ-7 тракторпа тивĕçтернĕ, çавăнпа та трактористсем кирлĕ пулнă. Тимофей Шăхасанти МТС-а трактористсен курсне вĕренме каять, хыççăн тăван яла таврăнать. «Красноармеец» колхозра Сергей Семенов тата Ананий Алексеев çамрăксемпе ăмăртмалла ĕçлеме тытăнать, уй-хире сухалать, сÿрелет, тырă акать. Çак ĕçре вăл хăйне Совет Çарне 1936 çулта иличченех тăрăшать.

Çар вĕренĕвне Тимофей Алексеев Петергоф хулинче пуçăнать. Танк экипажĕн командирĕ пулма вĕренет. Лайăх вĕреннĕшĕн çар командованийĕн Тав хутне тивĕçет, ку ăна хавхалантарать.

Петергофра вĕреннĕ вăхăтра Инçет Хĕвелтухăçĕнче Япони çарĕсем Совет Союзĕн чикки çывăхĕнче капланма пуçлаççĕ. 1935 çулсенче Япони çĕршывĕ вăйланса пырса Китай тата Совет Союзĕ енне тĕрлĕ хирĕçтăруллă пулăмсем пуçарса хăратма тăрăшнă. Японире икĕ юхăм йĕркеленнĕ. «Кондо» юхăма Араки тата Модзоки генералсем кĕнĕ, тепринче вара Угаки тата Тодзио генералсем пулнă. Икĕ юхăмăн та пĕр тĕллев – Япони çар хăватне хăпартасси, çарти самурайсен принципĕсене мала хурасси тата кÿршĕ çĕршывсене пăхăнтарасси пулнă.

1936 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Ханка кÿлли патĕнче йывăр çапăçу пулса иртнĕ. Совет çарĕ Япони çарне аркатса тăкнă.

1938 çулхи июль уйăхĕнче Япони çарĕсем Совет Союзĕн Инçет Хĕвелтухăçĕнчи икĕ ту хырçине е икĕ сопкине тытса илнĕ.

Çийĕнчех Тимофей Алексеевич тăракан 13-мĕш танк бригадине Петергофран Инçет Хĕвелтухăçне куçараççĕ. Ытти çарсемпе пĕрле Тимофей та Япони çарĕсене хирĕç хăйĕн танк экипажĕпе пĕрремĕш хут вăрçа кĕрет, унтан çĕнтерÿпе тухать.

Япони çарĕ икĕ хутчен те пысăк çухатусем тÿснĕ пулин те лăпланмасть. 1939 çулхи май – август уйăхĕсенче Монголи халăх республикинче Халхин-Гол юханшывĕ çывăхĕнче Монголи çарĕпе пĕрле Тимофей Алексеевăн танк экипажĕ тепĕр хут вăрçа кĕрет.

Хĕрлĕ çар каллех çĕнтерет. Çак çапăçусенче Япони çарĕ 38000 салтак çухатать. Пирĕн те çухатусем нумай.

Хĕвелтухăçĕнчи хирĕçтăрусем лăплансан Тимофей Алексеев тăракан 13-мĕш танк бригадине хĕвеланăçнелле куçараççĕ. Кунта та лăпкă мар, Германи фашисчĕсем чикĕ урлă «пăхаççĕ». Хальлĕхе танкистсем кĕçех Финлянди çĕрĕ çинчи вăрçа хутшăнасси çинчен пĕлмеççĕ-ха.

1938 çулхи август уйăхĕнче Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче вăрттăн калаçусем иртеççĕ. Мускав Хельсинкирен капланса килекен фашистла Германирен хÿтĕленме, Ленинград çывăхĕнче хÿтĕлев ĕçĕсем йĕркелеме «Карели перешеекне» вăхăтлăха арендăна пама ыйтать, анчах та Финлянди килĕшмест.

Çав çулах октябрĕн 5-мĕшĕнче Молотов Финлянди правительствине тепĕр хут калаçăва чĕнет. Мускава Финляндин Швецири посолĕ – Паасакиви тата Совет Союзĕ енĕпе ĕçлекен полковник Пасаонен килсе çитнĕ.

Хельсинкирен каллех Карели перешеекне, Пестамо порта, Выборг, Териоки, Лейпясоу, Кямяря станцисене арендăна пама ыйтнă. Майлă хурав пулман. Октябрĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ калаçу та Сталин майлă вĕçленмен.

Çапла 1939 çулхи ноябрĕн 29–30-мĕшĕсенче Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче тĕрĕс мар вăрçă пуçланнă.

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче НКВД çарĕсем Пестамо (халĕ Печеньга порт) çине тапăнаççĕ. Совет Союзĕ пĕчĕк Финлянди çине тăватă çар кĕртет. Вăл шутра 13-мĕш танк бригадинче Тимофей Алексеевич Алексеев та пулнă. Çапăçусем Карели перешеекĕнче пынă. Маннергейм генерал хÿтĕлевĕсем çирĕп те шанчăклă пулнă, финсем çĕнĕ хĕçпăшалпа – «Коктейль-Молотовпа» усă курнă. Пирĕн танксене нумай сиен кÿнĕ. Совет çарĕ пĕр эрне хушшинче 10 çухрăм кăна малалла куçма пултарнă, çав вăхăтрах 80 танк çухатнă. Карели фронтĕнче – Эстерман генерал çарĕнче 13000 салтак пулнă, пирĕн 140000 салтак, 1000-е яхăн танк. Çапăçусем ăнăçуллах пулман, финсем хăйсен çĕрĕ çинчи кашни сукмака пĕлнĕ.

Тимофей Алексеев старшина çапăçусене хастар хутшăннă, вĕсен танкне «Коктейль-Молотова» шĕвекĕпе хыптарса ярсан ăна хăйсен экипажĕпех сÿнтерме пултарнă, анчах та танк юрăхсăра тухнă. Тимофей Алексеева юлташĕсемпе пĕрле саперсен отделенине çирĕплетнĕ.

Уйрăмах вăл Кямяра станцине илессишĕн паттăрлăх кăтартать, танксем умĕн пырса вĕсем валли çул уçса пырать. Пэро станцине илнĕ чухне та хăюлăхпа палăрать, вут-çулăм айĕнчех танксем валли каçăсем тăвать, минăсенчен тасатса пырать. Тари станцине илнĕ çĕре хутшăнать, паттарлăх кăтартать.

Кунти çапăçусемшĕн Тимофей Алексеевич Алексеев Ленин орденĕ илме тивĕçлĕ тесе çăмăл танксен 13-мĕш батальон командирĕ – В.Баранов полковник ăна аслă командовани ячĕпе, Совет правительстви ячĕпе докладной çырать. Акă наградă хутĕнчи хăшпĕр йĕркесем:

«Кямяра станци çывăхĕнче  Т.А.Алексеев хăйĕн отделенипе 30 шурă фина тĕп тунă тата 6 çынна тыткăна илнĕ. Пэро станци çывăхĕнче те Т.А.Алексеев танксем умĕнче пырса пысăк паттăрлăх кăтартнă. Вăл тăрăшнипе пулеметсем татти-сыпписĕр çунтарнине пăхмасăр пирĕн çарсен танкĕсем валли çул уçăлса пынă...».

СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн указĕпе 1940 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче Тимофей Алексеевич Алексеева Ленин орденĕпе наградăланă. Ку унăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ хыççăн иккĕмĕш орден пулнă. 1940 çулта аманать, госпитальте сывалнă хыççăн тăван яла таврăнать. 1940 çулхи кĕркунне авланать, Енĕш салинче Анна Николаевнăна качча илет. Анчах та мирлĕ пурнăçпа нумаях пурăнаймасть. Совет çĕрĕ çине Гитлер çарĕсем вăрттăн тапăнса кĕрсен Тимофей Алексеевича  1941 çулта Шăхасан РВК урлă фронта илеççĕ. Опытлă танкист-старшинана 54-мĕш танк бригадине çирĕплетеççĕ. Экипажра: танк командирĕ И.С.Лопатин аслă лейтенант – икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ, башня стрелокĕ М.А.Караев, стрелок-радист Л.П.Емелин, механик-водитель – Тимофей Алексеевич Алексеев. 1942 çулхи апрельте вĕсем Ленинград фронтĕнче çапăçнă, Карелие тата Ленинграда хÿтĕленĕ.

1943 çулхи январĕн 12-мĕшĕ. Ирхи 5 сехетре Ленинград тата Волхов фрончĕсен 4900 туппи, минометсем, САУсем, танкĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр артподготовка ирттернĕ. 11 сехет те 50 минутра чарăннă – 7 сехет нимĕçсене çĕрпе пăтратнă хыççăн 1943 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Ленинград блокадин ункине татассишĕн «Искра» операци пуçланă.

Ленинград фронтне Л.А.Говоров генерал-лейтенант, Волхов фронтне К.А.Мерецков генерал ертсе пынă. Çав генералсен çарĕсенче ударлă ушкăнра 302800 салтакпа офицер, 4900 тупăпа миномет, 500 танк, САУ тата 890 самолет пулнă. Январĕн 13-мĕшĕсенче чи вăйлă çапăçусем пуçланнă. Январĕн 17-мĕшĕнче Волхов фрончĕн салтакĕсем Ленинград хулин рабочисен 4-мĕш тата 8-мĕш поселокĕсене алла илеççĕ. Ленинград фрончĕпе тĕл пулма пĕр çухрăм çеç юлать.

Тимофей Алексеев та Нева шывĕ урлă пăр çийĕн каçать, ытти çарсемпе, танкпа МГА, Келколово, Мустолово, Синявино районĕсене нимĕçсенчен тасатать. МГА районĕнчи пĕр çапăçура Марьино ялĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилет.

Паян – 2018 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче – Тимофей Алексеевич Алексеев геройла пуçне хуни 75 çул çитрĕ. 1943 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче Волхов тата Ленинград фрончĕсем Ленинград блокадин ункине татса пĕрлешеççĕ. Унтанпа та 75 çул çитрĕ.

Пирĕн ентеше Ленинград облаçĕнчи МГА районĕнчи Марьино ял çумĕнчи вăрман уçланкинче пытараççĕ.

Тимофей Алексеева вилнĕ хыççăн тепĕр хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа тата «За оборону Ленинграда» медальпе наградăланă.

Тимофей Алексеевич Алексеевăн Совет Союзĕн Геройĕ ята илме пултарнă, шăпа пÿрмен.

Анчах та пирĕншĕн – кивçурт- енĕшсемшĕн – Тимофей Алексеевич Алексеев Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов  пекех хаклă. Эпир вĕсене сума сăватпăр.

Ялта вăл, вĕсен çемйи яланах хисепре пулнă, пулать те.

2018 çулта С.И.Илларионовăн палăкĕ çумне Тимофей Алексеевич Алексеевăн палăкне те лартма палăртнă тата Белоруссинчен, Бешенковичи хулинчен танк илсе килме пултарсан, вăл танк ун ячĕпе – Тимофей Алексеев ячĕпе вырнаçĕ.

1982 çулта эпир – Вăрнар район делегацийĕ: Уйкас Кипекри Юлия Шоркина, Кивçурт Енĕшрен эпĕ тата Владимир Иванов, Енĕш салинчен Иван Григорьев, Валерий Шашков, Вăрманкасран Люба Чугунова, Мирон, бригадир Коля (шел, хушамачĕсене астумастăп) тата ыттисем Ленинград хулинче пултăмăр, Тимофей Алексеевич Алексеев паттăрлăх кăтартнă вырăнсенчех çÿрерĕмĕр пулас. Малтан Финлянди çĕрĕнче пулнă Выборг, Карели перешеекĕнче, Маннергейм хÿтлĕхсенчи ДОТсенче, илемлĕ хитре лăпкă хулара – Териоки (Зеленогорск), Кямяря поселокĕнче (поселок Гаврилово), Выборг районĕнчи хуласенче пултăмăр. Пĕр Маннергейм ДЗОТ ишĕлчĕкĕнчен пĕр ывăç гранит ванчăкĕсене асăнмалăх илсе килтĕм.

Кивçурт Енĕшре Тимофей Алексеевичăн тăхăр пĕртăванĕсенчен пĕр Евдокия Алексеевна йăмăкĕ кăна пурăнать. Халĕ вăл 99 çулта. Пур тăванĕсене аса илсе кулянать. Ăна ватлăхра Мария хĕрĕпе Венямин Григорьев кĕрÿшĕ пăхса пурăнаççĕ. 

Степан Илларионович Илларионов тата Тимофей Алексеевич Алексеев çуралнă кил вырăнĕсенче Асăну хăмисем вырнаçтарсан аван пулмалла. Тимофей Алексеевич Алексеев Шăхасан районĕнче тата Вăрнар енче Ленин орденне илнĕ пĕрремĕш паттăр салтак.

Валерий ГРИГОРЬЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика