Çак кунсенче республикăра пурăнакансем тĕп темăна - регион Пуç-лăхĕн Чăваш ен Патшалăх Канашне тухнă Çырăвне - анлăн сÿтсе яврĕç.
Патриотизм
Олег Николаев хăйĕн сăмахне патриотизмран пуçлани тата вĕçлени ăнсăртран мар. Паян пирĕн ентешсем çĕршыв тăнăçлăхне çирĕплетессишĕн унчченхи Украина территорийĕнче çапăçаççĕ. «Вĕсенчен кашни - пирĕншĕн Герой. Вĕсем - пирĕн мăнаçлăх. Аманса тăван киле таврăнсан чылайăшĕ шкулсенче патриотизм урокĕсем йĕркелет. Кунашкал тĕлпулусем çитĕнекен ăру асĕнче яланлăхах юлаççĕ», - терĕ вăл.
Неонацистсемпе кĕрешсе тĕрлĕ шайри наградăсене илекенсене те аса илчĕ. Унсăр пуçне, мероприятие чыслă самантпа вĕçлерĕ - Улатăр çамрăкĕн Артемий Репкинăн кăкăрĕ çине Хăюлăх орденне çакса ячĕ.
Ачалăх çулталăкĕ
Пĕлтĕр Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн тата Сăр хÿтĕлев чиккисен строителĕсен паттăрлăхĕн çулталăкĕнче республика масштаблă ĕçсем ирттерчĕ. Халăх асĕнче «Раççей юррисем» фестиваль-марафон, Раççейри ача-пăча фольклориади тата «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проект, Куславкка районĕнче çĕкленнĕ мемориал, ытти юлчĕ.
Ку мероприятисем кăçалхи çулăн никĕсне хывăнчĕç. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче, акă, хăйне евĕрлĕ Индустрисен шкулĕ уçăлĕ. Çĕнĕ шкулсем хута кайĕç, çĕннисене тума пуçлĕç.
Олег Николаев мероприятисене çиелтен йĕркелемелле маррине аса илтерчĕ. «Çĕнĕлĕхсем шырамалла, ку ĕçе ачасемпе çамрăксене ытларах явăçтармалла», - терĕ вăл.
Кун валли майсем пур. Шкулсенче театрсем, медиастудисем, музейсем ĕçлеççĕ.
Çамрăксен политикинче улшăнусем пулмалла, терĕ Олег Николаев. Пĕрремĕш утăмсем пур - муниципаллă округсенче ку енĕпе тимлекен советник пулĕ.
Медицина
Ку сфера çын пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилеме 1,8 миллиарда яхăн укçа уйăрнă, 106 объекта юсанă, оборудованипе хăватлатнă. Кăçал тата 42 объект çĕнелмелле.
Хамăр района илес пулсан та, куратпăр, юлашки çулсенче чылай çĕрте çĕнĕ ФАП-сем уçăлчĕç, врач офисĕсем тĕплĕ юсавра çĕнелчĕç. Тухтăрсем çынсен сывлăхне вырăна тухса тĕрĕслесси ырă йăла пулса тăчĕ.
Кăçал Вăрнар округĕнче пилĕк медицина объекчĕ çĕнелмелле.
Спорт
Пирĕн республика - çĕршыври спортпа чи туслă регион. Кашни иккĕмĕш çын сывă пурнăç йĕркине активлă тытса пырать.
ГТО комплексне çĕнĕрен чĕртни те ку енĕпе малалла утăм тума май пачĕ. Сакăр çулта ун нормативĕсене республикăри 226 пин çын пурнăçланă. Ку енĕпе Чăваш ен çĕршыв рейтингĕнче 14-мĕш вырăнта.
Вăрнар округĕ хамăр тăрăхра ÿт-пĕве çирĕплетме тĕрлĕ енлĕ спорт объекчĕсем пуррипе мăнаçланма пултарать: бассейн, пăр катокĕ, стадион, фитнес-центр, спорт комплексĕ, йĕлтĕр бази. Ытти муниципалитетсенче унашкалли çук.
Пулăшу
Сахал тупăшлă çемьесем - тимлĕхре. Пĕлтĕр ку тĕллевпе 8 млрд ытла тенкĕ тăкакланă.
Кăçалтан кунашкал çемьесене пулăшассине вăйлатнă. Пĕрлехи пособие 75 пине яхăн çын илĕ.
Хаксем ÿссе пынине кура Олег Николаев февралĕн 1-мĕшĕнчен социаллă тÿлевсене 12,2 процент индексацилеме хушрĕ.
Ачалăх çулталăкĕнче çут тĕнчене килнĕ пепкесене наци символикиллĕ парнесем кÿрĕç.
Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерессине çĕнĕлле шутламалла, палăртрĕ Олег Алексеевич.
Кăçал республикăра 315 тăлăха, пилĕк е ытларах ачаллă сахалтан та 65 çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă.
Коммуналлă хуçалăх
Олег Николаев пĕчĕк хуласемпе ялсенче коммуналлă инфраструктурăна лайăхлатас ĕçе малалла тăсассине пĕлтерчĕ. Водоснабженипе водоотведенин проблемăллă сечĕсене Вăрнарта, Çĕрпÿре, Шăхасанта, Кирере ирттерме палăртнă. Ку вĕсен пахалăхне ÿстерĕ, терĕ Олег Алексеевич.
2023 çулта Чăваш енре 57 пин ытла çынна шывпа тивĕçтерессине проекта кĕртĕç.
Ял хуçалăхĕ
Чăваш енре выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине 2025 çулччен ăнăçлă аталантарма çывăх вăхăтра стратеги хатĕрлемеллине палăртрĕ Олег Николаев.
Ку сĕт суса илессине, выльăх шутне пысăклатма май парĕ. Çăмарта пухассипе ĕçлекен кайăк-кĕшĕк комплексĕсене субсидипе тивĕçтерме кăçал республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрнă.
Ял хуçалăх тытăмне юрăхлă пĕтĕм çĕрпе пирĕн аграрисен усă курма май пулмалла.
Çĕр ĕçченĕсене патшалăх енчен уйăракан пулăшу кăçал та пулĕ.
Олег Николаев хăмла ĕрчетессине пысăк тимлĕх уйăрмаллине те палартрĕ. Пирĕн районта ку культурăна çитĕнтерессипе «Агрохмель» агрофирма ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çулсерен кăтартусене ÿстерет.
Олег Николаев çавăн пекех экономикăн ытти отраслĕпе, вырăнти хăйтытăмлăхпа çыхăннă ытти ыйтусене те çĕклерĕ. Вĕсене май пур таран татса памаллине палăртрĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |