Инçет 1933 çулта йĕркеленĕ Вăрнарти професси училищи паянхи кун та ĕçленĕ пулсан унăн 90 çулхи юбилейне паллă тумаллаччĕ. Çапах та унăн алăкĕсем вуçех хупăннă тесе калас килмест. Пурнăç улшăннă май, вăл реорганизаци йĕркипе 2013 çулта ял хуçалăх техникумĕн тытăмне кĕчĕ. Хальхи пĕрлĕхлĕ организацире те вуншар çул çирĕпленнĕ професси вĕрентĕвĕн никĕсĕсене тĕпе хурса, çĕнĕлĕхсене çул парса вăхăтпа тан ĕçлесе пыни савăнтармасăр пултараймасть.
Техникумăн паянхи ертÿçи Ольга Валерьяновна Львова малашлăха çирĕп пăхакан, маттур ертÿçĕ пулнине палăртмалла. Яланах тарават кĕтсе илет, уявсене пĕрлехи йыша пуçтарать. Вĕрентÿ ветеранĕсен ыйтăвĕ-пăшăрханăвĕсене те чĕре патне йышăнать, татса пама пулăшать. Юлашки вăхăтра техникумра нумай ырă улшăнусем пулнине куратпăр. Çĕнĕ профессисем уçнă, пÿлĕмсене илемлĕ юсав ирттерсе хăтлăлатнă. Ольга Валерьяновна ертÿлĕх тилхепине çирĕп тытса пырать. Ăна çакăншăн тав сăмахĕ калатпăр, малашне те çитĕнÿллĕ ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр.
Вăрнарти професси училищи вара, чăнах та, пуян та мухтавлă историйĕнче хăйне палăртнă миссие - ял хуçалăхĕ валли ăста кадрсем хатĕрлессине - тивĕçлĕн пурнăçланипе асра юлчĕ. Çак тапхăрта ун стенисенчен пысăк квалификациллĕ пиншер специалист тухнă. Вĕсем республикипе кăна мар, çĕршывĕпе саланнă: училищĕре илнĕ пĕлĕве, хăйсен пултаруллă ĕçне çĕршыв аталанăвне хывнă та, хываççĕ те.
90 çул... Кĕске мар тапхăр. Вĕрентÿ учрежденийĕ тĕрлĕ самана улшăнăвĕсене курнă, ун историллĕ кун-çулĕ кунсерен, çулсерен пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе çырăннă. Унпа уйрăлми çыхăннисемшĕн - кунта ĕçленисемшĕн, вĕреннисемшĕн - вăл чĕререх, асрах. Çавăнпа та эпир, хăй вăхăтĕнче Вăрнарти професси училищинче тăрăшнисем, çак юбилейлă çула паллă тумасăр ирттерсе яраймарăмăр. Пĕрле пухăнса тĕлпулу йĕркелерĕмĕр, туслă ĕçленине кăмăллăн аса илтĕмĕр, хамăра юрă-ташăпа та савăнтартăмăр. Чăннипех телейлĕ кун пулчĕ вăл. Хурланмалли саманчĕ те пулчĕ. Вăхăчĕ пĕр шелсĕр-çке: тантăшăмăр-ĕçтешĕмĕрсенчен хăшпĕрисем пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Вĕсене те ырăпа аса илтĕмĕр, шăп тăрса хисеп турăмăр.
Училищĕн историне çыраканĕсем вĕрентекенсемпе пĕрлех унăн выпускникĕсем те. Вăрнарти ку вĕренÿ учрежденийĕ нумай хĕрпе каччăна пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма пулăшнă.
Хальхи тĕлпулура та хамăр вĕрентсе кăларнă ачасене аса илмесĕр хăвармарăмăр. Кашниех хăйнеевĕрлĕ, расначчĕ вĕсем. Анчах кашнинченех ăста специалист хатĕрлеме тăрăшнă эпир. Ятлани, пурнăçа вĕрентни, вĕсемшĕн кулянни те, йывăр вăхăтра хавхалантарни-пулăшни те сахал мар пулнă. Халĕ эпир хамăр выпускниксемпе савăнатпăр, вĕсен ÿсĕмĕсемпе, пултарулăхĕсемпе мухтанатпăр.
Сăмахран, Чалăм Кăкшăмра пурăнакан Андрей Петров нумай çул фермер хуçалăхне ăнăçлă ĕçлеттерсе пырать. Хуçалăхĕнче ĕне выльăх йышлă тытать, арендăна илнĕ çĕрсем çинче тĕш-тăрă çитĕнтерет, утă туса илет. Кăçал гектартан 35 ц тырă пухса кĕртнĕ вăл. Тавах ырă чун-чĕришĕн, пире те тĕлпулăва ирттерме пулăшу парса хавхалантарчĕ.
Пахчаçимĕç ăстине вĕреннĕ Марина Елашкина та маттур. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти «Ольдеевская» агрофирмăра вăй хурать. Бригада ертÿçи ĕçре яланах малтисен ретĕнче.
Раиса Николаевна Иванова Ял хуçалăх академийĕн преподавателĕ, биотехнологи тата ял хуçалăх продукцийĕн переработкин кафедрин доценчĕ.
Училище направленийĕпе Чулхулари «Горьковский» агрокомбината лекнĕ чăваш хĕрĕсем, акă, 30-40 çул пĕр улшăнмасăр, туслăн тăрăшса 20-30 градус сивĕре хăяр, помидор, чечексем çитĕнтереççĕ. Вĕсене ятран аса илме кăмăллă: Тая Субботина, Зина Макова, Лариса Самарина, Лена Храмова, Елена Сухинина, Надя Амосова. Мускав облаçĕнчи «Белая дача» комбинатра ĕçлекен хĕрсем те асран тухмаççĕ: Оля Копеева, Люба Афанасьева, Роза Мазякова, Люда Белинская, Люба Угарова, Оля Степанова.
Динăпа Алеша Ивановсем вара лавкка уçнă, унта хăйсем ÿстернĕ чечексем, туя, ытти тĕрлĕ тĕмсем сутассипе тимлеççĕ. Хăшĕсем тата хăйсем вĕрентекенсем пулса тăнă, хăйсен педагогĕсемпе мастерĕсен ĕçне малалла чыслăн тăсаççĕ.
Пирĕн выпускниксем хушшинче врачсем те пур. Галина Королева ?Писарева% Пушкăрт Республикинче мединститутран вĕренсе тухнă, Тутарстанри больницăра педиатр. Ирина Иванова, Яранскри медучилищĕре пĕлÿ илнĕскер, Мускавра акушер-гинекологра ĕçлет. Хамăр Вăрнарти тĕп больницăра та çепĕç алăллă, ырă кăмăллă медсестрасем куллен пациентсене сывалма пулăшаççĕ. Вĕсем - Вероника Трофимова, Света Семенова, Люба Павлова, Наташа Никифорова. Унсăр пуçне училище выпускникĕсем - шкулсенче учительсем те, культура ĕçченĕсем те. Ку списока татах та ытти профессисемпе тăсма пулать.
Тĕлпулура кашни педагог тата мастер ачасене хăйсен тăван тĕпренчĕкĕсем пекех ăшшăн аса илчĕç. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, çирĕп сывлăх, ĕç-хĕлте ÿсĕмсем сунатпăр.
Зоя КУЗНЕЦОВА,
Вăрнарти училище ветеранĕ
Галя Королева ?Писарева%, 1979 çулхи выпускник:
- Училище пирки манăн чун-чĕрере чи кăмăллă асаилÿсем. Вăл пире аслă пурнăçа пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Пирĕн наставниксем тĕлĕнмелле ырă çынсемччĕ. Вĕсем пире çутçанталăка, ÿсентăрансене, çынсене, пĕтĕм тавралăха юратма вĕрентетчĕç. Адольф Васильевич вара музыка илемне парнелетчĕ. Çак юрату пире пурнăç тăршшĕпе хавхалантару парать.
СПТУ-ран вĕренсе тухсан эпĕ 1985 çулччен Шупашкарти агрегат заводĕнче вăй хутăм. Пушкăртстанра медицина институтĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн вара паянхи кун та Тутарстан Республикинче тухтăрта тăрăшатăп.
Мария Афанасьева, АПШ, Кентукки:
- Училищĕре илнĕ специальноçпа эпĕ Мускав облаçĕнчи «Белая дача» совхозра 22 çул ĕçлерĕм. Унтан куç кураслăх хавшанипе кайма тиврĕ. Çакăн хыççăн Мускаври 3-мĕш педучилищĕре воспитатель профессине илтĕм, 2010 çулта Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсене ют чĕлхене вĕренме тухса кайрăм, Нью-Йоркра ачасемпе гувернанткăра ĕçлерĕм. Халĕ Кентукки штатĕнче пурăнатăп, поварта вăй хуратăп.
Эпĕ ачаранах спортпа туслă. Ку туртăм училишĕре вĕреннĕ вăхăтра, В.П.Яковлев вĕрентекен хавхалантарнипе, уйрăмах вăйланчĕ. Вăл мана спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене явăçтарчĕ, çавăн пекех юнармеецсен отрячĕн хастарĕ те пулнă. Халĕ те мăшăрпа 50 çултан аслăраххисен спорт вăййи-ăмăртăвсене активлă хутшăнатпăр.
Хамăра Вăрнарти училищĕре профессие кăна мар, пурнăç вăрттăнлăхĕсене те вĕрентнĕ кашни педагога астăватăп. Акă, Августина Спиридоновна виçĕ çул пирĕн юратнă наставник, пулăшуçă, канаш параканĕ пулчĕ. Мана математикăпа ытларах туслаштарасшăнччĕ, анчах чĕлхесене вĕренме тата спорта юратни çĕнтерчĕ. Тавах пире ăс-тăн, çынлăх, ĕçченлĕх хывнă вĕрентекенсене.
Ноябрь 2024 |