Пурнăç çулĕпе - ăнланупа килĕшÿре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2025, 15:33 Просмотров: 16

Çур ĕмĕр ытла çума-çумăн, савăнăçра та, хурлăхлă самантра та пĕрле. Кил-çурт ăшшине çавăрса, ача-пăча ÿстерсе, юратнă ĕçре тăрăшса... Çапла çырăнать те вăл килĕшÿпе ăнланура пурăнакан çемье кун-çулĕ. Анчах çăмăл-ши çак мăшăрлă çул/ Мĕнле утса тухмалла-ха ăна пĕр-пĕрне кÿрентермесĕр, сукмак çинчен пăрăнмасăр, вуншар çул иртсен те ăшăлăхпа черченлĕхе упраса хăварса/

- Иккĕн пĕр еннелле пăхса утсан, такăнсан та пĕр-пĕрне пулăшса пырсан çемье çулĕ пачах та йывăр мар. Нихăш кил-çуртра та чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть ĕнтĕ. Çапах ăнланма-каçарма пĕлсен, чун-чĕререн калаçсан нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть, - çирĕплетеççĕ, акă, Мăньял Хапăсри Галина Александровнапа Валериян Васильевич Тикиневсем.

Çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхне вара вĕсем пĕлеççех ĕнтĕ - пурнăçĕсене пĕр тĕвве çыхăнтарнăранпа 55 çул пĕрле-çке. Пĕр ÿстермесĕрех, тĕлĕнмелле мăшăр! Çулĕсене пăхмасăр, çивĕч, маттур, юрра-ташша ăста. Пĕри теприне каланă кашни сăмахра, кăмăлтан пăхнинче - çепĕçлĕх, ырăлăх. 55 çул хыçала юлман та тейĕн...

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика