Аттепе апайăн сăнĕсем те пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.10.2025, 15:45 Просмотров: 16

Тахçанах илтнĕччĕ, Мускавран 55 километр анăçалла вырнаçнă Одинцово районĕнчи 5414 гектар çинче 2020 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Патриот» парка тата Раççейĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен тĕп Храмĕпе «1418 утăмлă астăвăм çулĕ» ятлă мемориаллă музей комплексне хута яни, ăна уçма çĕршыв Президенчĕ В.Путин та хутшăнни, кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен пурин ячĕсем те пур тенине.

Анчах та хальччен кайса курма май килмерĕ. Кăçал вара, килте пахча ĕçĕсене вĕçлесен, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 80 çул çитнине асра тытса тата чуна пырса тивекен тĕлĕнтермĕшсене телевизорпа е хаçат-журнал урлă мар, хамăр куçпа курас, тен, ку музейра аттепе апай сăнĕсене те тупаймăпăр-и тесе, мăшăрпа авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче çула тухрăмăр. Ятнех, аттепе апайăн иккĕшĕн те çуралнă кунĕсем авăн уйăхĕнче.

Тен, статьяна вуланă хыççăн сăваплă вырăна çитсе курас, вăрçа хутшăннă тăванĕсен сăнĕсемпе вĕсен пурнăç утăмне кăтартнă экспозицисем умĕнче пуçĕсене таяс кăмăллисем татах та тупăнĕç. Каяс текенсене çакăн пек сĕнÿ парас килет. Мускава çитсен чи малтанах электричкăпа, вăл Беларуç вокзалĕнчен каять, Голицыно хулине çитмелле, хыççăн унти вокзал çывăхĕнчи «Дикси» ятлă магазин умĕнче чарăнакан 75-К номерлĕ автобуса лармалла. Храм умне вăл 20 минутранах илсе çитерет. Тулĕк кашни хĕрĕх минутран кăна çÿрет.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика