Полици ĕçченĕсем асăрхаттараççĕ: шулĕксем юлашки вăхăтра ачасемпе çамрăксене те хытах «тапăнма» тытăннă. Вĕсене те тем тĕрлĕ суйса-хăратса ултав схемисене хутшăнтараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн даннăйĕсене ыйтса пĕлеççĕ, онлайн-банкĕсене кĕме май тупаççĕ, укçи-тенкине çаратаççĕ, кредитсем илтереççĕ... Полицин «Вурнарский» пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хамăр округра та пĕрре мар пулнă кунашкал преступленисем.
Иртнĕ эрнере, акă, полици пайне вуннăри хĕрачан амăшĕ, округри пĕр ялта пурăнаканскер, пулăшу ыйтса килнĕ. Унăн хĕрне палламан çынсем Телегрампа усă курса улталанă иккен. Амăшĕ каласа панă тăрăх, 4-мĕш класра вĕренекен хĕрачана шулĕксем «ROBLOX» вăйă валютине туянассипе илĕртнĕ. Çапла майпа 40000 тенкĕ кредит илтернĕ тата 15180 тенкĕ мушенниксене куçарса пама ĕлкĕрнĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Октябрь 2025 |