Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ ĕçлĕ пулма кăна мар, харпăр хăйне тупма, карьера тума пулăшакан предприяти те. Çакна темиçе тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать. Паян вара вулаканăмăрсене маттур та хастар, çамрăк ертÿçĕпе паллаштарасшăн
Олеся Валерьевна Сергеева - килти хушма хуçалăх валли ÿсентăрансене хими мелĕпе хÿтĕлекен препаратсем кăларакан цех пуçлăхĕ. Çавăн пекех завод пурнăçĕн активисчĕ те.
Черченкĕ хĕре пысăк коллектива ертсе пыма çăмăл-и/ Ĕçпе чун туртăмĕсене пĕрлештерме вăхăта мĕнлерех шайлаштармалла/ Завод çамрăкăн пурнăçне мĕнлерех улăштарнă тата кунта тытăнса тăма мĕн хистет/... Çак тата ытти ыйтусене пултаруллă ертÿçĕ хаваспах хуравлама килĕшрĕ.
Пуçламăш утăм
Нумай çамрăк паян пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнма ĕмĕтленет. Олеся Валерьевнана вара, хула хĕрне, шăпа пысăках мар, яллă Вăрнар поселокне илсе çитернĕ.
Вăл Шупашкар хулинче çуралса ÿснĕ. Раççей Геройĕ Сергей Смирнов ячĕллĕ 33-мĕш шкулта пĕлÿ илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра пурнăçне нихăçан та хими отраслĕпе çыхăнтарас тесе ĕмĕтленмен - хăйне çул-йĕр инкекĕсене тĕпчекен инспекторта курнă. Ун шухăшне Çĕнĕ Шупашкарти Химпром ĕçченĕсем вуçех улăштарнă. Пуласлăх пирки çав тери хитре каласа кăтартни хĕре хими предмечĕ çине урăхларах куçпа пăхма хистенĕ. Ăна вăл çулталăкра тĕплĕн шĕкĕлчесе патшалăх экзаменне ăнăçлă тытнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн химипе фармацевтика факультетне кĕнĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2025 |