Чăваш енĕн тĕп хулинче иккĕмĕш медицина форумĕ иртнĕ.
Çак пĕлтерĕшлĕ пулăм регионти сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн тухăçлă траекторине йĕркелессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явмалли площадка пулса тăнă, вăл пур ÿсĕмри халăх сывлăхне упрама тата çирĕплетме тĕллев лартнă.
Кăçал форум медицина сферин 1,5 пине яхăн представительне пухнă. Унта Чăваш енри, Тутарстанри, Мордвари, Мари Элти, Пушкăртстанри, Удмуртири, Мускаври тата Мускав облаçĕнчи, Чулхула, Мурманск тата Киров облаçĕсенчи, регион тата федераци шайĕнчи ертсе пыракан специалистсем хутшăннă.
Хамăр инф.
Октябрь 2025 |