Октябрĕн 4-мĕшĕнче çĕршывăн Космос Çарĕсенче службăра тăракансем тата ветеранĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак кун, 68 çул каялла, 1957 çулта Байконур космодромран СССР пĕрремĕш искусствăлла спутникне вĕçтерсе хăпартнă.
Историре юлнă паллă событи çĕршер пин çын таланчĕсемпе тăрăшулăхне пула кăна çырăнма пултарнă: ученăйсен, конструкторсен, инженерсен, техниксен, çар çыннисен, ракетăсем туса кăларакан тата старт комплексĕсене çĕклекен рабочисен, талăкĕпех управлени умĕнчи специалистсен. Спутника орбитăна çар çыннисем кăларнă. Çак самантран çĕнĕ тапхăр пуçланнă - инçет космоса парăнтарни. Тата каламалла, Р-7 ракетăна яни этемлĕхе ядерлă хăрушлăхран çăлса хăварни те вăрттăнлăх мар.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Октябрь 2025 |