Миршĕн кĕрешекен çар служащийĕсене пулăшма тăрăшни - пысăк сăвап. Палăртма кăмăллă, пирĕн хушăра волонтерсем, усăллă та сăваплă ĕçе пурнăçлакансем сахал мар.
Паллă ĕнтĕ, хастарсем ырă ĕçе чун-чĕре ыйтнипе тăваççĕ. Малтикас Ялтăра, Кăмпал волонтерĕсен «Хÿтлĕх» ушкăнĕ СВО участникĕсене маскировка сечĕсемпе тивĕçтерес тесе тăрăшуллă ĕçлеççĕ. Кашни пушă вăхăтпа туллин усă курса хÿтĕлев тетелĕсем çыхаççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене тăтăшах гуманитари пулăшăвĕ кÿрекенсем пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Йышпа ĕç пулать. Салтаксем патне малтикас-ялтăрасемпе кăмпалсем посылкăсем те ярсах тăраççĕ. Ырă, уçă чунлисем, сăпайлисем пархатарлă тивĕçрен нихăçан та айăккинче пăрăнса юлмаççĕ. Хастарсен гражданла яваплăхĕ чăннипех пысăк. Волонтерсем хушшинче хĕрарăмсем чылай. Вĕсем, маттурскерсем, кил хуçалăхĕсене те аталантараççĕ, обществăлла ĕçсенче те хастар. Пурин умĕнче пĕр тĕллев - Çĕнтерĕве çывхартасси. Кашни салтак хăвăртрах чĕрĕ-сывă таврăнса çемйине савăнтартăр.
Елена ТОЛСТОВА
Октябрь 2025 |