Пирвайхи хут парта хушшине ларни, вĕрентекен пĕлÿ тĕнчине уçни, тарăн ăс пама пĕтĕм чун-чĕререн, вăй-халтан тăрăшни кашни çыннăн асĕнче ĕмĕр-лĕхех упранать. Педагог ячĕ мухтавлă, ĕçĕ пархатарлă. Çулсем иртсен те пурнăç сукмакĕ çине тă-ма пулăшнă хаклă çыннăмăрсене ĕмĕр тăршшĕпех сума сăватпăр.
Тавтапуç сире пĕлÿпе воспитани панишĕн, тăван чĕлхене хаклама вĕрентнишĕн, ырă кăмăлăршăн, тараватлăхшăн... Ырă та ăшă сăмахсене малалла та калама пулать. Воспитательсен, шкул çулĕчченхи учрежденисенче тимлекенсен, ĕçĕ те пархатарлă. Шăпах вĕсем «мĕн вăл Тăван çĕршыв», «чыс», «патриотлăх» ăнлавсене ачасене чи малтан уçса параççĕ, шăпăрлансене мĕн пĕчĕкренех Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕсем пулма вĕрентеççĕ. Шкулта пĕлÿ паракансем те, ача-пăча сачĕсенче ĕçлекенсем те хăйсен тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçлакан педагогсем вĕсем.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Октябрь 2025 |