Кашни сасă - республика пуласлăхĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2025, 15:33 Просмотров: 14

Савăнтаракан кăтарту - проектсен пурнăçлавĕшĕн халăхран 170 пин ытла сасă килнĕ. Çак цифрăсем «Ниме - халăх бюджечĕ» программа пире пурне те хамăр хуласемпе ялсен ырă улшăнăвĕсем тавра пĕрлештерекен, чăннипех те ĕçлекен инструмент пулнине кăтартаççĕ.

Кăçал программăна Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăрпа Канаш хулисем нихçанхинчен активлăрах кĕнĕ - вĕсем 300 ытла проект тăратнă. Ку хуласенче пурăнакансем хăйсен проекчĕсене 45 пин енне сасă парса ырланă. Хула çыннисем çуртсен картишĕсемпе çулсене хăтлăх кĕртессине ытларах суйланă. Тĕп лидер вара - Шупашкарти «Солнечный» районти пĕве таврашне çĕнетессипе çыхăннă проект - уншăн сасăлакансем 2 пинтен те нумайрах.

Муниципалитетсем те яланхиллех маттур - 1642 проект тата 126 пин сасă! Пуçарусен хисепĕпе тата халăх сасăлавĕн кăтартăвĕпе малтисен шутĕнче - Етĕрне, Шупашкар тата Çĕрпÿ округĕсем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика