Иртнĕ шăматкун Мордва Республикинчи Ардатов хулинче байдаркăпа ишессипе уçă первенство тата чемпионат пулнă
Унта Мордва, Марий Эл, Чăваш
Республикисенчен, Мускав облаçĕнчен темиçе команда хутшăннă. Кăмăлпах пĕлтеретпĕр, вăрнарсем те çак спорт тĕсĕнче вăл-хал виçессипе тупăшнă. Хастар спортсменсенчен чылайăшĕ Калинино вăтам шкулĕн кĕсменçи. Маттурсем, акă, 200, 500 тата 1000 метрлă дистанцисенче ăмăртса 22 медале тивĕçнĕ.
13 çулчченхи хĕрачасем хушшинче Фарида Файзулоевăпа Мария Белкина палăрнă. 200 тата 500 метрлă дистанцисенче тупăшса тÿрех икшер ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех çак ÿсĕмре Ася Ржанова та çивĕч пулнине çирĕплетнĕ. Тăватă кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Ксения Белова та хастар. Унăн кĕмĕл тата бронза медальсем пĕрер.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Октябрь 2025 |