Чăваш енре СВО Геройĕсене тÿлевсĕр çĕр участокĕ вырăнне укçа- тенкĕ компенсацийĕ тÿле-ме палăртаççĕ.
Çак çăмăл-лăхпа ятарлă çар операцине хутшăннă, Раççей Геройĕ хисеплĕ ята ти-вĕçнĕ тата Раççей Федерацийĕн орденĕсемпе наградăланисене, вĕсен çемйисене тивĕçтереççĕ.
Саккун проектне Чăваш ен правительствин ларăвĕнче ырланă. Çак кунсенче Патшалăх Канашĕ ăна йышăннă. Аса илтеретпĕр, 2023 çулхи ноябрьтен ятарлă çар операцине хутшăнса чи пысăк патшалăх наградисене тивĕçнисен харпăр хăй пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма е хушма хуçалăха аталантарма тÿлевсĕрех çĕр участокĕ илме право пур. Çак енĕпе ĕç-пуç активлă пырать. Муниципаллă округ администрацийĕсен тата хула округĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, 2025 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 318 гражданина çĕр участокĕпе тивĕçтерме палăртнă. Вĕсенчен 63-шĕ çĕр участокне илнĕ.
Октябрь 2025 |