Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2025, 15:31 Просмотров: 179

Вăрнар округĕнчи АПК ветеранĕсен Канашĕн черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ.

Ваттисен кунĕ умĕн пухăннă ĕç ветеранĕсене ял хуçалăхĕн тата экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Мураткин ăшшăн саламланă. Вăл пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал тата хастарлăх суннă.

Паллах, Анатолий Мураткин пухăннисене округри уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе те паллаштарнă. Канашлăва хутшăннисем АПК аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе малашлăхне сÿтсе явнă.

Канашлура Чăваш енри АПК ретне йышăнма ыйтса çырнă çĕнĕ заявленисене пăхса тухнă.

Ветерансен тĕлпулăвĕ тухăçлă та туслă лару-тăрура иртнĕ. Аслă ăрурисем хăйсен шухăш-кăмăлне те уççăн палăртнă.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика