Витаминсемпе пуян

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.10.2025, 15:43 Просмотров: 190

Кăçал пахчаçимĕç те, улма-çырла та ăнса пулчĕ. Вĕсемпе, пысăк укçа-тенкĕ тăкакламасăрах, хĕле кĕрес умĕн организма тĕрлĕ витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуянлатма, сывлăха çирĕплетме пулать.

Усăллă пахчаçимĕçсенчен пĕри - кавăн. Вăл каротинпа пуян. Унăн шайĕ кишĕртипе танлаштарсан 4–5 хут нумайрах. Çавăн пекех унта А, В ушкăнри, С, Е витаминсемпе кали, магни, кальци, тимĕр микроэлементсем, клетчатка нумай. Кавăн - çутçанталăкри антиоксидантпа ÿсентăран белокĕн çăлкуçĕ.

Кавăна пĕçерсе, пăшăхласа хатĕрлесен лайăхрах. Чĕрĕлле вăл вар-хырăмра вăрах вăхăт ирĕлет. Çитĕннĕ çыннăн çак пахчаçимĕçе талăкра 200-300 г ытла, ачасен 100 г ытла çимелле мар. Кавăна килĕштермесен ун вăррисене усă курмалла. Вĕсем те тĕрлĕ витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян. Кали, магни тата аминокислотасем пур пирки чĕрешĕн уйрăмах усăллă. Вăрах вăхăт депрессипе тата çывăрса каяйманнипе аптракансемшĕн те паха продукт шутланать, кăмăл-туйăма лайăх витĕм кÿрет. Кавăн вăрри ÿте, çÿçе , чĕрнесене çирĕпрех тата сывăрах тума пулăшать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика