Хисеплерĕç, савăнтарчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.10.2025, 15:44 Просмотров: 14

Вăрманкасри культура керменĕнче ватăсен кунĕнче чылай çын пухăнчĕ.

Территори пайĕн ертÿçи Роза Николаевна Литовченко пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕ. Хирургра нумай ĕçленĕ Василий Николаевич Кожанов сăмах илсен ватăсен куçĕсем шывланчĕç. Вăл хальхи лару-тăру çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ялти хор илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарчĕ. Чылай çул аш-какай комбинатĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Галина Александровна Тикинева пултаруллă, унăн юррисем итлекенсене тыткăна илчĕç. Уявра сĕтелĕ тутлă апат-çимĕçпе йăтăнса тăчĕ. Кăмакара пĕçернĕ чăваш шарккăвĕ чĕлхе анса каймалла тутлă пулчĕ.

Культура учрежденийĕнче, Вăрманкас территори пайĕн администрацийĕнче тăрăшакансене пысăк тав. Вĕсен ĕçĕсем ăнсах пыччăр. Сывлăхĕ çирĕп пултăр!

Вăрманкас ялĕнчи ватăсем

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика