Малтисен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.10.2025, 15:45 Просмотров: 14

Чăваш енре социаллă газификаци программин пурнăçлавĕ малалла пырать. Кăçалтан вăл «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Çурт-йĕр» федераллă проектне кĕрет.

Каламалла, çутçанталăк газне кĕртес ĕçе малалла тăсассипе пирĕн республика лидер позицийĕсене сыхласа хăварнă, Раççейри ку енĕпе чи лайăх ĕçлекен виçĕ регион йышĕнче. Тулли мар тăватă çулта, акă, кил-çурта газ çитерме 10805 договор çырнă. Çыхăнтарма техника майĕсене 9984 çурт валли туса панă, кăçал кăна - 1069.

Пĕтĕмĕшле илсен вара, газификаци ирттермелли план-графике пурăнмалли 1583 вырăнти 24245 çурта кĕртнĕ. Вăл шутран 531 çурчĕ - коммерцилле мар сад-пахча пĕрлешĕвĕсен чиккисенче.

Аса илтеретпĕр, хăшпĕр ушкăнри граждансем газ оборудованине туянма тата вырнаçтарма, хăйсен çĕр участокĕсен чиккисенчи ĕçсене ирттерме субсидипе усă курма пултараççĕ. Ăна тивĕçме, сăмахран, нумай ачаллă çемьесен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен, çар хирĕçтăрăвĕсен инваличĕсемпе ветеранĕсен тата ытти хăшпĕр граждансен тивĕçме право пур. Тулли список - Ĕç министерствин сайтĕнче. Кăçал ку тĕллевпе 14,7 млн тенкĕ уйăрнă.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика