Тавтапуç сире, вĕрентекенсем!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.10.2025, 14:26 Просмотров: 16

Ачана пурнăç вăрттăнлăхĕсене уçса паракансенчен пĕри вăл – вĕрентекен. Учитель пире ăс-тăн енчен аталантарать, хурапа шурра уйăрма вĕрентсе тĕрĕс çул çине тăма пулăшать.

Çепĕç те, çирĕп те, ырă та, хистевлĕ те вăл. Чунĕ таса, уçă. Чĕри вĕри те хĕрÿ. Пултарулăхĕ иксĕлми, вăй-хăвачĕ темĕн чухлĕ. Кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулăшать вĕрентекен, канаш парать, ăнлантарать. Ачан çĕнтерĕвĕсемшĕн чунтан савăнать, йывăрлăхĕсене те пĕрле пайлать. Юлташран та юлташ, хурăнташран та хурăнташ вĕрентекен.

Эпĕ Аçăмçырминчи вăтам шкулта вĕренетĕп. Пĕлÿ паракан çурт Чăрăшкас Хирлеп ялĕнче вырнаçнă. Хитре те хăтлă вăл. Аякран шурă карап евĕр курăнса ларать. Вĕренекен нумаях мар, анчах çак сахал ача та шкул ятне çĕклеме пултарать, пултарулăх конкурсĕсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса çулсерен малти вырăнсем йышăнать. Эпир пурте, пĕр çемьери пек, туслăн пурăнатпăр. Вĕренсе тухсан та Хирлеп шкулĕн шăнкăрав сассийĕ асăмран тухмĕ, пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ пархатарлă çынсем тăтăшах аса килĕç.

Ыран пысăк уяв – Вĕрентекен кунĕ çитет. Шкулти мĕнпур учителе саламлатăп. Юратнă педагогсем! Сывлăхпа пĕрле çÿрĕр, çемьере телей хуçалантăр, пархатарлă ĕçре малашне те çитĕнÿсем пулччăр. Тав сăмахĕсем каласа сирĕн умăрта хисеплĕн пуç таятăп!

Валерия АЛЕКСЕЕВА,

Аçăмçырминчи вăтам шкул

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика