Округ пуçлăхĕн çумĕ Светлана Шашкарова ĕçлĕ визитпа аграри предприятийĕсене тухнă.
Паянхи кун тĕлне кăтартусем çапларах. Округра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса пĕтернĕпе пĕрех.
17 784,4 гектар çинчен çапса илнĕ, ку вăл мĕнпур акнă лаптăкăн 98,3 проценчĕ пулать.
Кĕлетсене 59 800,5 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç 33,6 центнер.
300 гектара яхăн кукурузăна тĕшĕлĕх вырмалла. Палăртмалла, кукурузăна силос валли çулас ĕç те пырать.
Çĕрулмине 166 гектар ?64,1:% кăларнă. «Иккĕмĕш çăкăра» чи малтан «Агрохмель» тата «Семеновод» хуçалăхсем ăнăçлă пухса кĕртнĕ. Çĕрулмин вăтам тухăçĕ - 240,8 центнер.
Тата пĕлтерĕшлĕ ĕç - кĕрхи культурăсене акасси. Хальлĕхе пулас тухăç никĕсне 6 053 гектар хывнă. Ку вăл планăн 104,1 проценчĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Октябрь 2025 |