Кăсăклантаракан ыйту чылай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2024, 14:38 Просмотров: 432

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ пресс-конференци республикăшăн, ял çыннисемшĕн, çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çĕклерĕ. Республика Правительствин ситуацисен центрĕн залне пуçтарăннă 60 ытла журналистсăр пуçне массмедиа представителĕсем видеоконференцçыхăну мелĕпе те чылаййăн хутшăнчĕç. Аккредитаци витĕр 84 журналист тухнă. Ача-пăча шкул медиастудийĕсем те ĕçлерĕç.

Ыйтусенчен чылайăшĕ çул-йĕрпе çыхăнчĕ. Шупашкар хулин çул юхăмĕн тиевне чакарассипе хальхинче те çĕнĕ транспорт çурмаçаврин строительствин шăпи малта пулчĕ. Олег Николаев вăл кун йĕркинчен тухманнине, çĕнĕ транспорт çыхăнăвĕ кирлине палăртрĕ. «Маларахри проекта çĕнĕрен пăхса тухмалла: унта техника сĕмĕллĕ йывăрлăхсем чылай, сăмахран, чукун çулсемпе хĕресленнĕ май тата ытти те. Пĕтĕмĕшле ун хакĕ ытла та капашсăр пулса каять», - терĕ вăл.

Олег Алексеевич транспорт проблемисемпе тапхăррăн ĕçлессине палăртрĕ. Çывăх вăхăтра Сĕнтĕрвăрри шоссине, М7 çул участокне юсассипе тимлеме тытăнĕç. «Солнечный» микрорайонтан тухмалли çулсене тăвасси те тимлĕхрех. «Çĕнĕ хулан» та транспорт ыйтăвĕсем пур - вĕсене татса парассипе плансем пуррине палăртрĕ Олег Николаев.

Çемьесене пулăшас мерăсем, регион Пуçлăхĕн çемьери хутшăнăвĕсем, интересĕсем пирки те кăсăкланчĕç журналистсем. Олег Николаев нумай ачаллă çемьесем валли йышăннă хавхалантарусем пирки хаçатра çырнăччĕ. Пресс-конференцире вăл ачасемшĕн илекен налук вычечĕсем пысăкланни çемьесене хăйсен тăкакĕсене ÿстерме май панине каларĕ. Налук çăмăллăхĕ çеç мар, ытти мерăсем те çемье бюджетне çирĕплетме май парĕç, терĕ вăл.

Олег Николаев хăйĕншĕн çемье çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. «Çемье - йăласен управçи, çынна йĕркеленме пулăшакан инструмент. Вăл хăйĕн традицийĕсемпе, хутшăнăвĕсемпе çĕршыв çирĕплĕхĕн никĕсĕ пулса тăрать», - терĕ регион Пуçлăхĕ.

- Эп ялта ÿснĕ. Асаттепе вăхăта нумай ирттернĕ. Кĕтÿ кĕтнĕ, çутçанталăка сăнанă. Кашни çемьен хăйĕн интересĕсем пур. Сăмахран, вăрмана похода кайсан эпир ачасене унта мĕнле тытмаллине вĕрентетпĕр. Кунашкал тĕслĕхсем нумай, вĕсем ача воспитанийĕ çине ырă витĕм кÿреççĕ. Çавна май çемье хаклăхĕсем çирĕпленеççĕ, - терĕ Олег Алексеевич. Тепĕр ыйтупа вăл çемьепе йĕлтĕрпе ярăнма, бассейнра ишме, вăрманта уçăлса çÿреме, кино пăхма юратнине пĕлтерчĕ.

Журналистсем темиçе ыйтăва Раççей Президенчĕн Чăваш енри визичĕпе çыхăнтарчĕç. «Хупă алăксем хыçĕнче мĕн калаçнă/» - кăсăкланчĕ пĕри. «Тĕпрен илсен, республика ĕçĕ-хĕлĕ пирки. Сăмахран, çĕршыв ертÿçине пуçаруллă бюджет программи пирĕн патра ăнăçлă ĕçлени интереслентерчĕ», - терĕ Олег Николаев.

Чăваш ен Пуçлăхĕ республикăра, уйрăмах ялсенче, кадрсем çитменни пирки пăшăрханса хуравларĕ. «Ĕç вырăнĕсем чылай, пурин валли те çитет», - терĕ вăл. Олег Николаев совет тапхăрĕнче вузсем хыççăн направленипе ытти регионсенче, пĕлмен-палламан ялсенче ĕçленине аса илчĕ. Ялсене кадрсене тавăрма комплекслă ĕçсем кирлине, ял илĕртÿлĕхне ÿстермеллине каларĕ. Вăл шутра - çулсем юсаса-туса, инфраструктурăна лайăхлатса, пулăшу мерисене тивĕçтерсе. «Запорожье облаçĕнчи Бердянск районне пулăшасси тăсăлĕ-и/» - ыйтрĕ çĕнĕ регионтан видеоçыхăнупа тухнă журналист. «Кирлĕ чухлĕ таран пулăшăпăр», - терĕ Олег Николаев. Вăл унччен кÿнĕ пулăшăва аса илчĕ. Кăçал шкулсенчи пищеблоксене, икĕ культура çуртне юсама, виçĕ шыв источникне ĕçлеттерсе яма планланине пĕлтерчĕ. Вăл Бердянск районĕнче пурăнакансене хăнана чĕнчĕ. Малашлăхра хамăр республикăра пурăнакансем те вĕсем патĕнче канма пултарассине каларĕ. «Пирĕн туслăх ĕмĕре. Эпир бердянецсенчен хăюлăха, çирĕплĕхе, ытти хаклăхсене вĕренетпĕр», - çирĕплетрĕ Олег Николаев.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшасси те - тĕп ыйтусен шутĕнче. Олег Николаев сăмахĕсемпе, кун валли кăçал 1 млрд ытла тенкĕ пăхнă.

Çавăн пекех пресс-конференци вăхăтĕнче команда спортне аталантарассипе ?ку енĕпе Олег Николаев Вăрнарти «Химик-Август» командăсене ырăпа аса илчĕ%, арендăна пама çуртсем çĕклессипе çыхăннă ыйтусен кирлĕлĕхне те палăртрĕ.

Канаш телевиденийĕн журналисчĕ хула çыннисем энергосбережени политикипе кăмăлсăррине пĕлтерчĕ. Олег Николаев учет приборĕсене лартни пĕтĕмĕшле çынсене укçа-тенке перекетлеме май панине каларĕ. Вăл çамрăка ку сфера мĕнле йĕркеленнине, ĕçленине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Чăваш ен паян энергоэффективлăх енĕпе муниципалитетсенче программăсем хатĕрленĕ çĕршыври пĕртен-пĕр регион. Олег Николаев вĕсене пурнăçланин перекетлĕхĕ пысăккине, çакна çынсем часах туйса илессине каларĕ.

Пресс-конференци валли Пуканкасси çыннисен ыйтăвне тăратнăччĕ. Вĕсем хăйсен ялĕнче электроэнерги ограничителĕсене лартнине пĕлтернĕ. Пĕр вăхăтри потребленин хăвачĕ 3 кВт. Ял çыннисем харăсах темиçе электроприбор чиксен çутă сÿне-сÿне ларнине калаççĕ. Хăватлăха ÿстерес тесен кашни килоВатшăн 4 пин ытла тенкĕ тÿлемелле иккен. Паянхи информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче çакна кам шутласа тупнă/ Мĕншĕн вăл ял çыннисене пырса тивет, тенĕ çырура. Ыйту пресс-конференцире янăрамарĕ, анчах та ун хуравĕ пуласса шанатпăр.

Пĕтĕмпе 2 сехет те 30 минута яхăнра Олег Николаев 30 журналистăн 46 ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ. Вăл массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене республика пурнăçĕнче хастар пулма, сăмахпа тĕрĕс усă курма, процессене тарăннăн тишкерме сĕнчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика