Эпир республикăна çирĕппĕн аталантармалли стратеги шайĕнче экологи политикине тытса пымалли çĕнĕ майсене тата ESG-йĕркине туса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсемпе килĕшÿллĕн инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме усă куракан технологисем тĕлĕшпе пĕрешкел требованисем палăртрăмăр. Сăмахран, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли тата шыва юхтарса кăлармалли стратегисене тасатакан центрсем тумаллине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çакă вăл эпир лайăх пĕлекен тасатакан сооруженисем. Тасатакан çавăн пек 11 центр тума палăртнă, пĕр вăхăтрах вĕсем халăхран та каяш шывсене йышăнма пултараççĕ. Асăннă пулăшупа ятарлă сайт урлă саккас туса усă курма пулать, малашне çакна мобильлĕ приложени урлă тума май пулĕ.
Асăннă стратеги валли кĕтекен укçа-тенкĕ калăпăшĕ 10 миллиарда яхăн пулмалла, çав шутра республика федерацин «Коммуналлă инфратытăма çĕнетесси» программине хутшăнни шучĕпе те. Эпир халăх пурăнакан вырăнсене шывпа тивĕçтермелли тата шыва юхтарса кăлармалли тытăмсене çĕнетме палăртатпăр, çакă, пĕр енчен, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатать, тепĕр енчен – бизнеса тытса пыма май йĕркелет.
Асăннă сферăри пĕлтерĕшлĕ тепĕр тĕллев – коммуналлă хытă каяшсене тыткаласси.
«Раççейри экологи операторĕпе» пĕрле эпир каяшсене тыткаламалли территори схемине çĕнетес ĕçе туса ирттертĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн халĕ Канаш округĕнче çÿп-çап сортламалли комплекс тăватпăр, кăçалах тата иккĕшне – Патăрьел тата Муркаш округĕсенче – тума тытăнатпăр.
Апрель 2025 |